Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăн кунчен çÿп-çапран тасаласчĕ

20 апреля 2011 г.

Сăмах – Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Игорь Валерьевич Герасимова.

Вăхăт питĕ хăвăрт иртсе пырать. Мана халăх Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шаннăранпа ултă уйăх та иртрĕ.

Çур çул хушшинче куçа курăнакан ĕçсем туман тесен те юрать: ытларах хут ĕçĕсемпе ларма тиврĕ. Суйлав хыççăнхи малтанхи кунсенчех Шулю ялĕнчи пĕр кĕпере юсарăмăр. Серенкассипе Калкасси ялĕсенче, шыв ыйтăвĕ çивĕч тăнипе, çывăхри башньăпа усă курса шыв кĕртес ĕçе пуçăнтăмăр. Асăннă ялти çамрăксем (уйрăмах В.А.Орлов) тăрăшнипе шыв кĕртес ĕçĕн 70 процентне пурнăçларăмăр: хĕллехи вăхăтра шыв пăрăхĕсем, насуспа счетчик илсе хутăмăр, скважина çывăхне электричество пралукне çитертĕмĕр. Çывăх вăхăтра урамсенчи çутăсене счетчиксем лартса йĕркене кĕртмелле, мĕншĕн тесен юпасем çинчи электричество ламписем урама çутатмалла, кил картишне мар.

Нумаях пулмасть кашни ялта ирттернĕ пухусенче малашлăхри тĕллевсене палăртнăччĕ. Пирĕн ĕçлемелли чылай-ха. Ялсем тăрăх çÿренĕ май хитре те хăтлă çуртсем чуна илĕртеççĕ, малалла ĕçлеме вăй-хăват хушаççĕ. Çавăнпа та çĕнĕ çурт хăпартма шут тытнисене пулăшас килет: республикăри "Çурт" программăпа усă курма кăмăл тăвакансене ял тăрăхĕн администрацине пырса черете тăма сĕнетпĕр.

Юр ирĕлсе пынă май чуна питĕ ыраттаракан япаласем куçа курăнаççĕ. Кил таврашĕнче пухăннă кантăк, пластик тата ытти япаласене урамсемпе уйсене кăларса пăрахмалла мар, михĕсем ăшне пухса хумалла. Çул-йĕр типсен кашни яла графикпа килĕшÿллĕн автомашинăсем пырса вĕсене тиесе кайĕç.

Мăн кун çитнĕ май çакна калас килет: пурте кар тăрса хамăр кил-çурт йĕри-тавра сапаланса выртакан çÿп-çапа пуçтарар. Уйрăмах суту-илÿ тăвакансен çывăхĕнче тасамарлăх хуçаланни пăшăрхантарать. Магазинсем йĕри-тавра мĕн кăна çук. Организацисемпе предприятисем вара йĕри-таврари 20 метрти тасалăхшăн яваплă. Çитес вăхăтра ял тăрăхĕнчи сăваплă вырăнсене йĕркене кĕртмелле.

Мĕн ĕлĕкренех Мăн кун валли çуса тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Апла пулсан Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене чĕнсе калас килет: апрелĕн 22-мĕшĕнче субботник йĕркелесе Мăн кун валли çÿп-çапран тасаласчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика