Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче çĕр улми немадоти сарăлать

29 сентября 2010 г.

Пахча çимĕç культурисем тĕрлĕ чир-чĕрпе аптраççĕ. Çĕр улмие пысăк сиен кÿрекенни вăл – нематода.

Кăçал эпир çĕр улми пахалăхĕпе мухтанма пултараймастпăр. Пĕр енчен çулла питĕ шăрăх тăнăран çĕр улми лайăх ÿссе аталанаймарĕ, кĕр енне вара тепĕр хут шăтма пуçларĕ, тепĕр енчен – чир-чĕр пысăк сиен кÿчĕ.

Республикăра çĕр улми нематодипе чирлĕ лаптăксене чылай тупса палăртнă. Вăл шутра пирĕн районти Хурапыр, Вишенер, Атнар, Урикасси, Сорăм, II Липовка, I Липовка, I Хурашаш, Шулю, Калкасси, Серенкасси, Ишеккасси, Тумликасси, Дубовка, Енкĕлт ялĕсенчи, Хĕрлĕ Чутай салинчи хăш-пĕр уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенчи çĕр лаптăкĕсем çинче çак чир паллисене тупнă. Çавăнпа Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн (2010 çул, сентябрĕн 13-мĕшĕ, 161 ") асăннă зонăсенче фитосанитарлă карантин режимне туса хунă. Апла пулсан ял тăрăхĕсенче тăрăшакансен вăхăта тăсмасăр Роспотребнадзор управленийĕпе тата Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» специалисчĕсемпе, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕпе çыхăнса палăртнă ялсенче профилактика мероприятийĕсем йĕркелемелле, тĕрĕслевсем ирттерсе тăрса чире малалла аталанма памалла мар.

Пахчана сăтăрçăран мĕнле хÿтĕлемелле-ха; Сиенленнĕ тăпра çинче çĕр улми 3-4 çулсăр та ÿстерме юрамасть, куккурус, пахча çимĕç, пăрçа йышши культурăсем те туса илмелле мар. Чирлĕ тăпра çинче ÿснĕ курăксене, çĕр улми авăрне йăлт çулса çунтармалла. Кун пек лаптăксенче нумай çул ÿсекен курăксем акмалла, кăшман лартса ÿстерсен те çĕр пахалăхĕ лайăхланать. Çĕр улми лартнă чухне вара паха та лайăх вăрлăхпа çеç усă курмалла. Карантин тесе йышăннă зонăра çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ транспорт хатĕрĕсене те дезинфекцилемелле.

Карантинлă зонăра туса илнĕ пахча çимĕçе фитосанитари тĕлĕшпе тĕрĕслеттермесĕр сутма та юрамасть. Фитосанитарлă сертификатсăр «иккĕмĕш çăкăра» урăх вырăна турттарса тухма та чараççĕ. Упранă чухне нематодăпа чирлĕ çĕр улмисене сыввисенчен уйрăм тытмалла. Çавăнпа ял çыннисене тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Нематода тупса палăртнă ялсенчен вăрлăх туянма тăхтаса тăмалла.

Нематода – çип евĕрлĕ паразит хурчĕ. Çак сăтăрçа микроскоппа çеç курма май пур. Нематода лекнĕ çĕр çинче çимĕç пулмасть, çĕр улми авăрĕ те ÿссе аталанаймасть. Асăннă хурт шартлама сивĕре те вилмест.

Асăннă чирпе сиенленнĕ тăпра çинче ÿснĕ çĕр улми çын сывлăхне хавшатмасть.

Кăçалхи çĕр улми вăрлăх валли япăх. Ăна республика тулашĕнчен туянма тиветех ĕнтĕ. Çитес тухăçшăн тăрăшакансем çапла тăваççĕ те халĕ.

Пурне те пĕлме. Район территорийĕнче канмалли кунсенче Кив Атикассипе Хĕрлĕ Чутайри пасарсенче «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккă ĕçлет. Вырăнта пурăнакансем, район тата республика тулашĕнчи пахча çимĕç туса илекенсем хăйсен продукцийĕсемпе ирĕккĕн сутă тума пултараççĕ. Иртнĕ шăмат кунпа вырсарни кун кунта çĕр улмие килограмне 20-22 тенкĕпе, сухана – 12, кишĕре – 20, хĕрлĕ кăшмана – 15, купăстана 17 тенкĕпе сутнă.

Октябрĕн 8-мĕшĕнче республикăри район-хуласенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм предпринимательсем хăйсем туса илнĕ продукципе сутă тума Мускаври ярмăрккăна тухса каяççĕ. Кăмăл тăвакансен кун пирки райадминистрацин ял хуçалăх пайĕпе çыхăнса калаçмалла. «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăркка Шупашкарти тĕп пасарта та ĕçлет. Унта хĕрлĕчутайсен хăйсен вырăнĕ пур.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика