Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă аннене

08 сентября 2010 г.

Кашни ачан амăшĕ пĕрре, унран çывăх çын çук тĕнчере. Вăл пирĕншĕн – чи илемли, чи лайăххи, чи ăсли... Савăнăçне та аннепе пайлама васкатпăр, йывăрлăхра та унăн çунатти айне лăпчăнса хÿтлĕх шыратпăр.

Анне... Пурнăçра эпир калакан чи пирвайхи сăмах. Ырăлăхпа, ăшă туйăмпа, çутă хĕлхемпе витерĕннĕскер çĕр çинчи кашни пепке чĕлхинче ачашшăн илтĕнет. Тин кăна çут тĕнчене килнĕскершĕн амăшĕ – пурнăç тыткăчи. Ăс-тăн аталаннăçемĕн ача хĕпĕртĕвне те, пăшăрханăвне те унпах, амăшĕпех, пайлать. Хаклă çын уншăн тĕрĕслĕхĕн тупсăмĕ, чи шанчăклă тĕрек, мĕн пур ыйтăвăн хуравне пĕлекен "энциклопеди". Аслăланнăçемĕн эпир аннен чун тĕнчине тарăнрах ăнланма тытăнатпăр. Унăн тĕпсĕр юратăвне, вăл хăйĕн ачисенче пурнăç тĕшшине курнине, вĕсемшĕн хăйне шеллеменнине туйма пуçлатпăр.

Пирĕн анне – Галина Николаевна Савинкина – Серенкасси ялĕнче пурăнать. Çут тĕнчене вăл Калкасси ялĕнче 1955 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче килнĕ. Çемьере çичĕ пĕртăван: тăватă хĕрпе виçĕ ывăл ÿснĕ. Пирĕн анне – иккĕмĕшĕ. Хĕр ачасенчен асли пулнă май уншăн ачалăх çăмăл мар иртнĕ темелле. Ачаллах ăна ашшĕ-амăшĕ, Марфа Ильиничнапа Николай Михайлович, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра пулăшнисĕр пуçне вăл пĕр кун сиктермесĕр колхоз ĕçне хутшăннă.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Унтан шут ĕçне юратнă пирки сутуçă профессиллĕ пулнă. Бухгалтер профессине вара малтанах республикăн тĕп хулинче, кайран Улатăрти совхоз-техникумра алла илнĕ. 1974 çултан пуçласа паянхи кунчченех вăл "Путь Ильича" хуçалăхра тăрăшать. Ĕç стажне учетчикра пуçланă, унтан бухгалтер, кайран чылай çул хушши тĕп бухгалтер çумĕнче ĕçленĕ. Юлашки çулсенче тĕп бухгалтерта тăрăшать.

1975 çулта Серенкасси ял каччипе, Николай Егорович Савинкинпа, çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ачана: хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Тав сана, анне, пире аслă пĕлÿ илме пулăшнăшăн. Палăртас килет,ачана пилĕк çул аслă пĕлÿ илме пулăшма ашшĕ-амăшне çăмăл мар, кунта кун-çула шеллемелле мар тата пĕтĕм вăй-хала памалла. Ялсенче хăйсен ĕмĕрне пĕтĕмпех ачисене халалланă хĕрарăмсем сахал. Тăван ялта та ун пек хĕрарăмсем шутлă, вĕсенчен пĕри – пирĕн анне. Анне, çĕре çити пуç таятпăр сан умăнта. Пĕлетпĕр, тав туни çителĕксĕр. Эпир яланах сан умра парăмра!..Çÿлти Турă сана куншăн пархатарлă та вăрăм кун-çул патăр.

Пурнăç çулĕпе утма аннене çăмăлах тивмерĕ: тĕрлĕ терт-нуша унăн сывлăхне çултан-çул хавшатрĕ. Анчах вăл чăтрĕ – ачисемшĕн пурăнма тăрăшрĕ. Анне, малашне санăн пурнăç урапи яка çулпа кăна кустăр, тумхахсăр, пĕр тикĕссĕн шутăр. Санран хуйхă-суйхă тата усал шухăшлă çынсем аякра тăччăр.

Ачусене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрăн пулин те, анне, эсĕ çĕр çинче пирĕншĕнех пурăнатăн. Мĕн вăй çитнĕ таран пулăшатăн. Хăш чухне ăнланмастпăр тата кÿрентеретпĕр пулсан – каçарсам.

Пирĕн анне тÿрĕ кăмăллă, чăнлăха юратакан, ырă та çепĕç чунлă çын. Вăл кăмăллă кăна мар, калама çук ĕçчен те. Унăн хуçалăхĕнче чылай лаптăк йышăнакан чечексемпе улма-çырла та çакна çирĕплетет.

Пире анне тĕрĕс воспитани пама тăрăшни курăнать. Тав сана, анне, пире тÿрĕ кăмăллă пулма, чăнлăха тата ĕçе юратма вĕрентнĕшĕн.

Аннеçĕм, хаклă аннеçĕм, кăмăлу сан ылтăн, аннеçĕм.

Паян пирĕн аннен Çуралнă кунĕ. 55 çулхи юбилей ячĕпе ăна ăшшăн саламлатпăр, нумай çул савăнса тата пурнăç илемне туйса пурăнма çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тулăх пурнăç сунатпăр. Яланах чун тĕпренчĕкÿсемпе пĕрле пулмалла пултăр. Малашнехи пурнăçра ачусемпе мăнукусем татах та ытларах савăнăç парнелеччĕр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика