Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшакансемшĕн сасăласчĕ

21 августа 2010 г.

Октябрĕн 10-мĕшĕнче район Пухăвĕн 18 депутатне, ял тăрăхĕсен 10 пуçлăхĕпе 109 депутатне суйлама тивĕ.

Асăннă суйлава кирлĕ шайра ирттерес тесе комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ – район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Лилия Геннадьевна Романова, çумĕ – ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн программисчĕ Юрий Николаевич Кузьмин, секретарĕ – ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн директорĕ Марина Николаевна Мареева, членĕсем пулма тĕп больницăн врачĕ Валерий Михайлович Манейкин, 33-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕн çумĕ Александр Ильич Наумов, "Стройматериалы" тулли мар яваплă обществăн директорĕ Алексей Сергеевич Смирнов, райадминистрацин ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Альбина Михайловна Столярова килĕшнĕ.

Паянхи кун районти суйлав комиссийĕнче кандидатсене регистрацилес тапхăр пырать. Августăн 19-мĕшĕ тĕлне комиссине район Пухăвĕн депутачĕ пулма 27 кандидат хăйсен докуменчĕсене тăратнă, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулма – 20-ĕн.

Район Пухăвĕн депутачĕсем пулма

Тĕплĕнрех чарăнса тăрас пулсан, çакна каламалла: Ачкасси округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма ял тăрăхĕсем хушшинчи "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕн директорĕ Зоя Сергеевна Спиридонова тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕн учителĕ Валерий Дмитриевич Михеркин докуменчĕсене тăратнă, Шулю – "Техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă унитари предприятин директорĕ Владимир Васильевич Спиридонов, Атнар – Атнарти шкул директорĕн çумĕ Галина Дмитриевна Тимофеева, Трапай – "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ Анатолий Николаевич Куропаткин, Мăн Этмен – уйрăм предприниматель Юрий Владимирович Ярабаев тата Анатолий Филиппович Яхатин пенсионер, Тралькасси – «Нива» ЯХПК-н директорĕ Владимир Иванович Мурайкин, Хăмаркка – «В.А.Никитин» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Владимир Андреевич Никитин, Мишеркасси – Етĕрне лесничествин Пантьăк участокĕн вăрман маçтăрĕ Юрий Андреевич Храмов тата Шулю шкулĕн директорĕ Анатолий Васильевич Лукин, Пантьăк – "Дар-Бройлер" ТЯО-н директорĕ Николай Иванович Лисаев тата Валерий Семенович Кукушкин пенсионер, Çирĕккасси – районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветстанци ертÿçи Геннадий Алексеевич Стекольщиков, Çĕнĕ центр – районти тĕп больницăн врачĕ Александр Петрович Яковлев тата районти электричество сечĕсен баланспа учет ушкăнĕн ертÿçи Николай Семенович Артемьев, Туктамăш – Туктамăш ялĕнчи библиотекăн заведующийĕ Любовь Андреевна Деведерова, Енкĕлт – райпо Канашĕн председателĕ Александр Юрьевич Степанов тата Сергей Егорович Баринов пенсионер, Питĕркасси – районти ДОСААФ уйрăмĕн председателĕ Владимир Владимирович Егоров, Хусанушкăнь – Çĕн Атикасси шкулĕн директорĕ Валентина Анисимовна Ядранская тата Сергей Николаевич Яруткин пенсионер, Хурашаш – "Победа" ЯХПК-ан председателĕ Павел Геннадьевич Любимов, Кив Атикасси – районти газ участокĕн начальникĕ Иван Моисеевич Алексеев тата Иван Никифорович Никифоров пенсионер , Штанаш – Штанаш шкулĕн директорĕ Вера Николаевна Парикова тата Штанаш шкулĕн учителĕ Сергей Борисович Майоров.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем

Вĕсем пирки çакна калама пулать: Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма район сучĕн специалисчĕ Игорь Валериевич Герасимовпа паянхи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Семенович Патьянов хăйсен докуменчĕсене суйлав комиссине тăратнă, Атнар тăрăхĕпе – Александр Николаевич Кузнецов, Мăн Этменпе – Людмила Николаевна Сергеева, Тралькассипе – Андрей Валерьевич Мурайкин, Штанашпа – Николай Николаевич Руссков, Хĕрлĕ Чутайпа – Валерий Константинович Романов, Олег Аврамович Максимов пенсионер тата районти тĕп бухгалтерийĕн бухгалтер-экономисчĕ Алексей Геннадьевич Матейкин, Пантьăкпа – Хĕрлĕ Чутай шкулĕн учителĕ Алексей Юрьевич Порфирьев тата вăхăтлăх ĕçлемен Владимир Иванович Романов, газ участокĕн диспетчерĕ Леонид Алексеевич Лукин, Хусанушкăньпе – Анатолий Григорьевич Праулов тата «Россельхозцентр» ФГУ-н ЧР филиалĕн районсем хушшинчи Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕн начальникĕ Анатолий Петрович Краснов, Кив Атикассипе – Çĕн Атикасси шкулĕн учителĕ Лариса Петровна Бармина тата Юрий Иванович Чертов, Питĕркассипе Анатолий Тимофеевич Дмитриев тата Питĕркасси шкулĕн учителĕ Лилия Николаевна Гаврилова.

Ял тăрăхĕсен депутачĕсем

Районĕпе суйлав хыççăн вĕсем 109-ăн пулмалла. Ачкасси ял тăрăхĕпе хальлĕхе 11-ĕн депутат пулма шут тытнă, Атнарпа – 11, Питĕркассипе – 11, Хĕрлĕ Чутайпа – 13, Кив Атикассипе – 12, Хусанушкăньпе – 17, Штанашпа – 7, Мăн Этменпе – 12, Тралькассипе – 9, Пантьăкпа – 12.

Суйлавччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çавна май хăвăн вăйна шанса кандидата тăратма тата суйлавçăсен камшăн сасăлассине палăртма вăхăт ĕнтĕ. Калас пулать, ял тăрăхĕсемпе район Пухăвĕн паянхи депутачĕсенчен чылайăшĕ пилĕк çул хушшинче халăх ырлăхĕшĕн нумай ĕç турĕç – вĕсем пирки хаçат страницисенче тăтăшах çутатса пама тăрăшрăмăр, паллах, вĕсемшĕн сассăра ан шеллĕр. Анчах та пилĕк çул каялла хамăр сас панă хисеплĕ çынсем хушшинче кун ирттĕр тесе ларакансем те пулчĕç. Паян куратпăр: вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем тин çеç вăранчĕç пулмалла, суйлав çитиччен кăшт та пулин халăх умĕнче палăрас теççĕ пулас.

Хисеплĕ суйлавçă! Октябрĕн 10-мĕшĕнче санăн суйлава хутшăнмаллах.Хăвăн сассуна тивĕçлĕ кандидатшăн ан шелле. Хамăр ырлăхшăн, тăван район аталанăвĕшĕн тăрăшакансемшăн сасăласчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика