Кăçалхи çу чăтмалла мар шăрăх тăнипе республикăра чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хунă.Типĕ те уяр çанталăкра пушар алхаснине телевизорпа та кăтартаççĕ, хаçатсенче те пичетлеççĕ. Тавралăха кунсерен тĕтĕм-сĕрĕм карса илет. Уйрăмах ирхине сывлама питех те йывăр, тĕтĕм пыра "йĕкĕлтет". Çавăнпа та сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем ачасемпе ирхине уçăлса çÿреме сĕнмеççĕ: шăпах çак вăхăтра сывлăшра тĕтĕмĕн ытларах пайĕ пуçтарăнать иккен. Çынсемшĕн пушартан пысăк инкек çук пулĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе пухнă пурлăха пĕтерет, этемĕн пурнăçне кĕскетет, çут çанталăка сиен кÿрет. Вăрман çунать Чăваш Енре торфлă вăрмансем çунни республикăра пурăнакан кашни çыннах пăлхатать. Чарăнма пĕлмен синкер вăрманçăсен чунне те ыраттарать: йывăç-тĕм, çамрăк хунавсем вилеççĕ. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, пушара пула республикăра 670 гектар чухлĕ вăрман сиенленнĕ. Вут-çулăмпа кĕрешес ĕç малалла пырать. Августăн 16-мĕшĕ тĕлне Улатăрпа Кире лесничествисенче пушар тухас хăрушлăх пур-ха. Атăл леш енче те лару-тăру лăпках мар. Çавна май унта право йĕркин тата пушар хуралĕн ĕçченĕсем сыхă тăраççĕ. Атăл леш енчи вăрмансенче алхасакан пушара сÿнтерес ĕçе районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем те хутшăннине палăртмалла. Кунсерен виçшер боец вут-çулăмпа кĕрешме тухса каять. Вут-çулăм вăй илсе каясран талăкĕпех куç хупмаççĕ вĕсем.
– Вăрçăри пек Сосновка поселок таврашĕнче, – палăртать шухăшне пушар хуралĕн пĕр ĕçченĕ. – Унта та кунта торфлă вырăнсенче вут вăй илсе каять. Пысăк йывăçсем тымарĕпех çĕре ÿкеççĕ. Тин çеç апата ларса шăм-шака çемçетме шутлатăн, каллех "хĕрлĕ автан" авăтса ярать.
Чăваш Енре лару-тăру майĕпен лайăхланса пырĕ. Августăн 15-мĕшĕнче республикăна пушар сÿнтерме Мускавран хушма икĕ самолет «БЕ-200 ЧС» вĕçсе килнĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров палăртнă тăрăх, Чăваш Ене чи çĕнĕ авиаци килнĕ, вăл Испанинче, Италинче тата ытти çĕр-шывра вут-çулăма сÿнтерес ĕçе хутшăннă. Самолетсем уйрăмах кĕрсе тухма йывăр вырăнсенчи çулăмпа кĕрешĕç. «БЕ-200 ЧС» – çĕнĕ техника, оператор тепловизор урлă ăçта пушар тухнине курать, сывлăш температурине те палăртать, тĕтĕмре те ĕçе йĕркелет. Çĕнĕ авиаци республикăри çут çанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă пушарсене сÿнтерме пулăшасса, ку синкер хăвăртрах путланасса шанатпăр.
Çынсен ăссăрла утăмĕшĕн
Турра шĕкĕр, районти лару-тăру республикăри пек çивĕч мар. Апла пулин те лăпланмалла мар. Районта юриех вут тивертекенсем тупăнсах тăраççĕ. Ытти çĕрте çут çанталăк пулăмĕсене пула шар кураççĕ, районта вара çын асăрханусăр, явапсăр пулнăран çулăм ялкăшать. Çак уяр та типĕ çанталăкра сÿнтермен пирусран, шăрпăкран типĕ курăк илсе кайма пултарать. Çакна нивушлĕ ăнланмастпăр; Иртнĕ эрнере акă Серенкассинчи Çĕнĕ урамра типĕ курăк çунма тытăннă. Юрать, ăна алхасмах паман, ял çыннисем, пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăхăтра сÿнтернĕ. Калăр, кам айăпĕпе ку вут-çулăм тухнă; Хăйне хăех тивсе кайман ĕнтĕ вăл. Каллех айван çыншăн, унăн ăссăрла утăмĕшĕн паллах. Нумаях пулмасть Пчелка ялĕ çывăхĕнчи уй çунма тытăнса Дубовка ялĕ патне çитнинче, "хĕрлĕ автан" хăйĕн çулĕ çинче масара сăтăр кÿнинче камăн айăпĕ тет; Этемĕн! Явапсăрлăх ытлашшипех хăшĕсен чунĕнче. Хăçан асăрхануллă пулма вĕренсе çитĕпĕр; Уйрăмах кăçалхи пек типĕ çанталăкра тимлĕхе ÿстермелле, шăрпăк чĕртиччен пуç йĕри-тавра тĕплĕн шухăшламалла. Сăмах май, район территорийĕнче кăçал пурĕ 35 пушар тухнă.
Çак кунсенче районта тухнă пушарсене та асăнса хăварар. Августăн 13-мĕшĕнче каçхине вунă сехет çитеспе Утаркассинче хушма хуçалăхри сарай çунма тытăннă, вут-çулăмра çурт кĕлленнĕ. Çулăм юнашарти пурăнмалли çурт çине те куçнă. Пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ. Августăн 16-мĕшĕнче çур çĕр иртни çирĕм пилĕк минутра Туктамăшра та "хĕрлĕ автан" авăтса янă. Вутпа асăрханусăр пулнăран хуçалăхри 3 тонна утă çунса кайнă.Çак тĕслĕхсем çынсене асăрхануллă пулма вĕрентеççех пулĕ тетĕп.
Вут-çулăма шывсăр парăнтараймăн
Пушарпа кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел – шыв. Анчах та кăçалхи типĕ çанталăкра вăл чĕр кĕмĕлпе пĕр танах. Ялсенче çынсем шывсăр аптăраççĕ. Инкек-синкек тухас пулсан мĕнле çăлăнмалла; Ял тăрăхĕсем пушартан сыхланас тĕллевпе хăйсен территорийĕсенче мĕнле мерăсене йышăннă, мĕнле ĕçсене пурнăçланă-ха; Пуçаруллă ертÿçĕсем чăннипе те йывăр лару-тăруран тухмалли мерăсене йышăнсах тăраççĕ, ял тăрăхĕсенче пĕвесене çĕнетеççĕ, юшкăнпа тулнисене тасатаççĕ. Акă Атнар ял тăрăхне илĕпĕр. Пĕлтĕр те, кăçал та кунта пĕвесем тăвассине тĕпе хурса ĕçлерĕç. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç тата виçĕ пĕве тунă: Шорово тата Атнар ялĕсенче. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ территоринчи пур ялта та пĕвесем тумаллине палăртать. Мĕнех, ку шухăша ырламалла çеç. Шыв вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре кăна мар, хуçалăхра та самаях кирлĕ.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче те пĕвесем тăвассипе, вĕсене тасатассипе ĕçсем пынине асăрхатăн. Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче, сăмахран, Иккĕмĕш Хурашашри пĕвене йĕркене кĕртнĕ. Тихăнушкăнь ялĕнче те, çынсем ыйтнипе, пĕве тунă.
Иртнĕ эрнере Тралькасси ял тăрăхне кĕрекен Турхан ялĕнче те типсе ларнă икĕ пĕвене иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар, çитес çулхи çуллашăн та халех пуçа ватмалла. Кăçал вăй хумасан тепĕр çулхине татах та йывăртарах пулать.
Ансат правилăсене пăхăнăр
1. Нихăçан та уйсенчи типĕ курăка ан чĕртĕр. Енчен те ыттисем чĕртсе янине курсан вĕсене чарма пикенĕр, кун пек тума юраманнине асăрхаттарăр.
2. Типĕ вăрманта, торфлă вырăнсенче кăвайт ан чĕртĕр.
3. Кайиччен кăвайта шывпа сÿнтерĕр.
4. Çунакан шăрпăка е пируса типĕ курăк çине ан пăрахăр.
5. Вăрмана çăмăл автомашинăпа, уйрăмах мотоциклпа, ан кайăр. Глушительсенчи хĕлхемрен пушар тухма пултарать.
6. Асăрханусăрлăх пушарăн сăлтавĕ пулма пултарнине юлташăрсене калăр. |