Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке пуриншĕн те пĕрре

18 августа 2010 г.

А.МАЙОРОВ, шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пропагандисчĕ

Районти ГИБДД ĕçченĕсем кăçалхи çичĕ уйăхра 5 аварие регистрациленĕ. Инкекре 6 çын аманнă, вĕсенчен пĕри – çул çитмен ача. Пĕр çын вилнĕ.

Август уйăхĕнче çул-йĕр çинче виçĕ аварие шута илнĕ. Инкекре тăватă çын суранланнă, пĕр çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Сăлтавĕ – водительсем хăвăртлăха ÿстернĕ, руль умне ÿсĕрле ларнă тата ытти те. Акă августăн 3-мĕшĕнче Серенкасси ялĕ çывăхĕнчи автоçул çинче пысăк авари пулнă. ВАЗ-2112 автомашина водителĕ пысăк хăвăртлăхпа пырса пăрăнчăкра техникăна тытса чарайман – кювета чăмнă. Инкекре салонти икĕ çамрăк та (çак ял çыннисемех) суранланнă. Кăштахран пĕри больницăра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Халăхра 13 цифра пирки ырă каламаççĕ. Темшĕн-çке пурнăçра усалли ятарласа тунă пек çак цифрăпа çыхăнса пырать – инкексем ытларах пулаççĕ. Августăн 13-мĕшĕнче çул-йĕр çинче çине-çине авари пулчĕ. Ирхи 6 сехетре Туктамăш ял варринче çăмăл автомашина çул çинчех çаврăнса ÿкнĕ. Водитель аманман, анчах салонти икĕ çамрăк хĕрарăм сусăрланнă. Вĕсене тÿрех тĕп больницăна леçнĕ. Çакă пĕтĕмпех водитель руль умне ÿсĕр ларнипе пулнă.

Каçхине вара малтанхи «Сельхозагропромхими» предприяти умĕнчи çул çинче инкек пулнă. Хĕрлĕ Чутай çынни «Урал» мотоциклпа малта пыракан «Жигулие» пырса тăрăннă. Аварире мотоцикл хуçи хытах аманнă. «Васкавлă пулăшу» ăна больницăна çитернĕ.

Çул çинчи йĕрке пуриншĕн те пĕрре. Ăна кашнин пăхăнмалла.


Красночетайский район Чувашской Республики

TopList

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика