Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукци хăй тĕллĕн пулмасть

17 августа 2010 г.

Л.ШИВИРКИНА

Кăçалхи çичĕ уйăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем мĕнле ĕçленĕ-ха? Ферма ĕçченĕсем палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пыраççĕ-и? Çак ыйтусем çине райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалист-эксперчĕ А.В.Елизарова хуравларĕ.

– Кăçалхи шăрăх çанталăк выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине те витĕм кÿчĕ-тĕр. Производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе лару-тăру еплерех?

– Типĕ те шăрăх çанталăк выльăхсене те нушалантарать. Апат çитмест. Хĕвел пĕр шелсĕр çунтарнăран хирте курăк ÿссе аталанаймасть. Çавна пулах обществăлла выльăха хĕл каçарма утă-улăм, сенаж-силос хатĕрлесси йывăрланчĕ. Çапах та тăрăшуллисем пĕлтĕрхинчен кая мар выльăх апачĕ янтларĕç. Енчен те хуçалăхсенчи кашни ĕне пуçне вăтамран 14,7 центнер апат единици (фуражсăр) тивет пулсан (пĕлтĕр 17,5 центнер пулнă), «Асаматра» кашни выльăх пуçне 22,3 центнер апат янтланă, «Свобода» – 20,9, «Нива» – 20,1, «Коминтерн» – 16,6. Çав хушăрах «Телей», «Победа» хуçалăхсем пирки çапла калаймăн. Хальлĕхе вĕсен кăтартăвĕсем пĕчĕкрех. Анчах та вĕсем Чул хула облаçĕнчен, Çĕмĕрлерен утă туянассине йĕркеленĕ. Атнарсем те Мари Эл республикинчен утă турттарма пуçланă. Çакна шутласан выльăхсем ăнăçлă хĕл каçасса шанатпăр.

– Сăвăм чакнă. Йывăрлăхран тухма майсем пурах-тăр.

– Сĕт кашни эрнерех 500 грама яхăн чакать. Паян дояркăсем кашни ĕнерен 12,2 килограмм сĕт суса илеççĕ. Пĕр условисенчех вара «Свобода» колхозри ферма ĕçченĕсем кашни ĕнерен вăтамран 16,6 килограмм сĕт сăваççĕ, «Победăра» – 12,5, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче – 12. Акă «Коминтерн» ЯХПК ĕçченĕсем шăрăхра та сăвăма пĕр шайра тытса пыраççĕ – 14 килограмм. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? Кунта çав тери шăрăх çанталăкра ĕнесене 11-16 сехетсенче витене кĕртнĕ, фураж панă. Ĕнесем фермăра шывсăр аптраман. Кайран 18 сехетчен – сăвăм вăхăчĕ. Хыççăн мĕн пур ĕне выльăха каçченех хире кăларнă. Çапла ĕнесене шăрăхран хÿтĕлесе атнарсем сĕт кăтартăвне чакармасăр ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илсен аванччĕ. Йывăр условисенчех кăçал штанашсем сĕт кăтартăвне чылай ÿстерчĕç.

– Çакăнтах юлса пыракансене те асăнса хăварар.

– Кунта «Путь Ильича» обществăна палăртмалла. Ачкассипе Шулюри 200 пуç ĕне талăкра 7,5 килограмм çеç сĕт антараççĕ. Лару-тăру Ачкассинче япăх. Хуçалăх ертÿçин йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре палăртма вăхăт ĕнтĕ. Обществăн нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕсем те чылай. Ĕнесене çулса çитерме условисем пур-çке. Районти мĕн пур фермăсенче 3695 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вĕсенчен сумалли ĕнесем – 1345 пуç. Сыснасем 2198 пуçа çитнĕ. Сурăхсен шучĕ 408, лашасен – 74. Шел те, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне кăçал 278 пуç таран чакарнă. В.Никитин фермер хуçалăхĕнче вара ĕне шутне ÿстерме пултарнă. Ĕçе йĕркелесе яма мĕн чăрмантарать? Хальхи пекех ĕçлесе пырсан малалла мĕн пулĕ?

– Самăртма хупнă выльăхсем мĕнле ÿт хушса пыраççĕ?

– Ку енĕпе вăтам кăтарту 604 грампа танлашать. Уйрăмах ÿт хуштарассипе «Телей» хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Кунти выльăхсене пăхакансем талăкра 982 грамм ÿт хуштараççĕ. Анатçĕрпÿкассисен кăтартăвĕ 780 грампа танлашать, «Нива» – 765, «Коминтерн» – 743. Атнарсен сыснисем те талăкра 494 грамм ÿт хушса пыраççĕ. Анчах «Асаматра» çак кăтарту 239 грампа çеç танлашать. «Победăпа» «Авангард» хуçалăхсен те ÿсĕм туни курăнмасть. Вĕсенче ĕне выльăх чĕлхи çине ним хумасăрах продукци илме шутлаççĕ-ши? Вăй хумасăр ÿсĕм тума çуккине кунта ăнлансах каймаççĕ пулас.


Красночетайский район Чувашской Республики

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика