Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр сакки сарлака

31 июля 2010 г.

Пурнăçра çын темĕн те тÿсет. Трапай ялĕнче ĕмĕрне ĕмĕрлекен Мария Ивановна Сазанова та кăçал 80 çул тултарнă. Сахал мар ку. Унпа калаçса ларнăччĕ те, темĕнле йывăрлăх та курнă пулин те, кăмăлĕпе хуçăлманнинчен тĕлĕннĕччĕ. Ара вăл вăхăтри çынсен пурнăçĕ çăмăл килмен-çке. Йышлă çемьере ÿснĕ – ултă ача. Вăл чи асли пулнă. Вăрçăран суранланса таврăннă ашшĕ нумай пурăнайман, амăшĕ те тăватă теçетке урлă каçсан çĕре кĕнĕ. Пĕр тăвансем пĕр-пĕрне пулăшса пурнăç çулĕ çине тăнă.

Мария Ивановна ялтах хăй телейне тупнă. Леонид Иванович уншăн чăн-чăн çемье тĕрекĕ пулнă. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Хĕрĕсем тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ, ывăлĕ – Шупашкарта. Мăшăрсем ĕмĕрĕпех тăван колхозра тăрăшнă. Леонид Ивановича ĕçри хастарлăхшăн «Чи лайăх тракторист» ят парса чысланă. Шел те, çемье пуçлăхĕ ултă çул каялла çĕре кĕнĕ. Ун хыççăн Мария Ивановнан сывлăхĕ хавшама пуçланă. Урисем хытах сураççĕ. Кинемей халĕ икĕ туя çине таянса çеç утаять. «Çамрăк чухне йывăрлăх курни халĕ хытах систерет», – тет ветеран.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика