Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

28 июля 2010 г.

Халăх шăрăх çанталăка тÿсеймесĕр шыв хĕррине илĕнет. Сывлăш температури 40 градуса та çитрĕ-çке. Çавна май çынсем чылай чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсах та каймаççĕ: пĕлмен вырăнта е эрех сыпса шыва кĕреççĕ, ача-пăча аслисемсĕр пĕве-кÿлĕ хĕррине анать... Шывăн турачĕ çукки çинчен манаççĕ тейĕн. Акă райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çу пуçланнăранпа район территорийĕнчи пĕве-кÿлĕсенче тата Сăр юхан шывĕнче тăватă çын путса вилнĕ – пурте арçынсем. Акă июлĕн 24-мĕшĕнче Шулюри арçынпа пăтăрмах пулнă. Вăл Сăрта шыва кĕнĕ те – тип çĕр çине каялла тухайман.

Шыва кĕмелли тапхăр вĕçленмен-ха. Шыв çăмăлттайлăха, эрехпе иртĕхнине, тимсĕрлĕхе каçармасть. Шыв хĕррине ансан пĕчĕк шăпăрлансене куçран ан вĕçертĕр. Сыхăлăх яланах кирлĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика