Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну ĕçĕн ăсти

21 июля 2010 г.

Александр Васильевич Герасимов Шулю ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнать. Кунта вăл тарăн тымар янă: пÿрт-çурт çавăрнă, ача-пăча çитĕнтерсе çын тунă. Çакăнтанах кашни кун Хĕрлĕ Чутая ĕçе утнă. Палăртмалла, вăл ĕçленĕ çулсенче яла çитекен асфальт çул пулман, автобус та çÿремен. Апла пулин те пĕр çĕрте – Çĕмĕрлери ЭТУС-ăн районти линипе техника цехĕнче (халĕ Волгателеком) – 39 çул ырми-канми тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Сăмах май, унăн мăшăрĕ те, Роза Петровна, çыхăну узелĕнче ĕçлесе пенси çулне çитнĕ.

... Александр Васильевич 1935 çулхи июнь уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăрушă кунĕсемпе тачă çыхăннă. Ашшĕ 1942 çулта Ленинграда хÿтĕленĕ чухне паттăрла вилнĕ. Çапла вара ачан черчен хул пуççийĕ çине килти йывăр ĕç тиеннĕ. Çитĕнерехпе колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Нăйкăшман, алă усман – пĕчĕклех йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхнă. Çул çитсен ăна çара илсе кайнă.

– 1957 çулхи ноябрь уйăхĕнче манăн Хĕрлĕ Чутайри çыхăну узелĕнче ĕç биографийĕ çырăнма пуçларĕ, – аса илчĕ иртнине Александр Васильевич. – Унта электромеханик пулса тăрăшма тытăнтăм. Шанса панă ĕçе яланах тивĕçлипе пурнăçласа пыраттăм. Аслăрах юлташсем пулăшса пыни ăсталăха ÿстерме май пачĕ. Техника литературине те сахал мар вуланă.

Çакна каласа хăварас килет: Александр Васильевича вăтăр çула яхăн линипе техника цехĕн (организаци ячĕ тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕрен пулнă) начальникĕн е унăн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма тÿр килнĕ. Кирек хăçан та вăл коллектива пĕр чăмăра пĕрлештерес, ĕçе пахалăхлă пурнăçлас тесе вăй-халне, пĕлĕвне шеллемен. Ас тăватпăр-ха, маларах телефон çыхăнăвĕ почтăри телефонистсем урлă пулса пыратчĕ. Телефон çыхăнăвĕ те, радио сасси те ялсенчи халăх патне пралук тăрăх çитетчĕ. Линие вара ЛТЦ монтерĕсем асăрхаса-пăхса тăратчĕç. Вĕсем Александр Васильевич ертсе пынипе хĕл кунĕсенче Улатăр вăрманне тухса каятчĕç, юпасем хатĕрлесе кÿрсе килетчĕç. Çулла вара вĕсене тимĕр-бетон приставкăсемпе çыхăнтарса линие çĕнететчĕç.

– Мĕн каламалли пур, çыхăну ĕçĕ эпĕ ĕçленĕ çулсенче чăннипех йывăрччĕ, – тет халĕ Александр Васильевич. – Ялсенчи автоматла телефон станцийĕсене те, почтăри оборудование те, радиоузела та ĕçлеттерессишĕн эпирех яваплăччĕ. Ун чухне коллективра çынсем йышлăччĕ. Кашнин хăйне май характер, çамрăкки те, асли те пур. Акă, И.Криков, И.Перепелкин, И.Мидушкин, В.Фондеркин, А.Мясников электромеханиксем, ЛТЦ начальникĕ пулса ĕçленĕ В.Инедеркинпа И.Ермаков халăх хушшинче хăйсене яланах йĕркеллĕ тытатчĕç, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕç.

Александр Васильевича ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн "Ĕç ветеранĕ" медальпе, В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕпе наградăланă. 75 çулхи юбилейне паллă тунă пулин те вăл хăйне лайăх туять. Кил-тĕрĕшре, пахчара аппаланма юратать, ачисене пырса пулăшма та ÿркенмест.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика