Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Берлина çитрĕмĕр

21 апреля 2010 г.

Чăваш çамрăкĕсем мĕн ĕлĕкрен çар ретне юрăхлă пулассишĕн, Тăван çĕршыва сыхлассишĕн пур енлĕн тăрăшнă. Петр Филиппович Мокшин, 1921 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче çуралса ÿснĕскер, 1940 çулта, ялти ытти çамрăксемпе танах, Çар ретне тивĕç пулнă: пограничник пулса Украина çĕрĕ çинче тăнă.

– Çав вăхăтсенчех вăрçă пуçланас сас-хура çÿретчĕ, чикĕ хĕрринче те лăпкă пулман. Пире тĕрлĕ хĕç-пăшалпа мĕнле усă курмаллине васкавлă вĕрентрĕç. Унтан эпĕ йытăсене тĕрлĕ мелсене хăнăхтармалли курсра вĕрентĕм. Манăн Барс ятлă йытă пурччĕ, эпир пĕр-пĕринпе яланах килĕштереттĕмĕр, – палăртать "Красночетайцы на фронтах Великой Отечественной войны" кĕнекере вăрçă ветеранĕ П.Мокшин. – 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çине вăрçăпа тапăнса килсен пире Украина фронтне ячĕç. Киев патĕнче улттăмĕш кавалери дивизийĕнче çапăçма та тÿр килчĕ. Паянхи кун та ас тăватăп Киев патĕнчи çапăçăва. Тавралăха каçхи сĕм çапма пуçларĕ. Пирĕн дивизине ялта вырнаçнă тăшмана çапса аркатма хушу панăччĕ. Шурлăх урлă утрăмăр. Кунта вара хĕрÿ çапăçу пуçланчĕ: ракетăсем вирхĕнеççĕ, гранатăсем сирпĕнеççĕ, ыратнипе нăйкăшни, кăшкăрни илтĕнет...çĕр çунать. Ăнсăртран эпĕ хыçалтан нимĕçсем пирĕн пата çывхарнине куртăм, пуçларăмăр вара алла-аллăн çапăçма. Ас тăватăп, нимĕçе мăйĕнчен пăвса тытрăм, иксĕмĕр те çĕр çине ÿкрĕмĕр. Манăн пÿрнесем туйми пулчĕç, нимĕнле те итлеттерейместĕп – эпĕ ăна пур пĕр пăвса пăрахрăм. Анчах пуçа йăтрăм – мана йывăр япалапа çапрĕç. Эпĕ ÿкрĕм. Çавăн хыççăн эпĕ Белоруссинчи госпитальте икĕ уйăх сывалтăм. Унтан Белорусси фронтне лекрĕм. Каллех хĕç-пăшал, çапăçу... Тăван çĕршывшăн, хамăн çĕршĕн çапăçса Берлина çитрĕм. Паллах, çывăх юлташсене çухатрăм, вĕсем паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хучĕç. 1945-мĕш çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн чаçе Германинчен илсе тухрĕç, Украинăна ячĕç, унта вара эпĕ 1946 çулччен пултăм.

П.Мокшин Хĕрлĕ ялавпа Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, "Хастарлăхшăн", "Сталинграда хÿтĕленĕшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн" тата ытти юбилей медалĕсене чылай тивĕçнĕ.

Ĕç стажне Петр Филиппович тăван хуçалăхра пуçланă.1961 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче вара ялти лавккара сутуçă пулса ĕçлеме тытăнать. 1976 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 1979 çулхи мартăн 20-мĕшĕччен Ачкасси магазинĕн заведующийĕнче тăрăшать. Унтан вара вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1981 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен, Ваçкаçырми лавккин заведующийĕнче вăй хурать. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнăшăн ăна Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕ Хисеп грамотипе те чысланă.

Петр Филиппович мăшăрĕпе Мария Антоновнапа (Енкĕлт хĕрĕ пулнă, хĕр чухнехи хушамачĕ – Михуткина) çут тĕнчене пилĕк ача (виçĕ хĕрпе икĕ ывăл) парнеленĕ. Паян вĕсем Эмма хĕрĕпе пĕрле пурăнаççĕ, ытти ачисем вара Мускав хулинче тĕпленнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика