Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици тата ачасем

14 апреля 2010 г.

Кашни çулах çак тапхăрта республикăри шалти ĕçсен министерстви йĕркеленипе Чăваш Енре, çавăн пекех районта та, çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарассипе тата саккуна пăхăнма хăнăхтарассипе "Милици тата ачасем" профилактика акцийĕ иртет. Уйăхлăх тапхăрĕнче шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем, райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем, врач-нарколог шкулсене çитсе ачасемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ, çамрăксене преступлени тăвассинчен асăрхаттарассипе 26 лекци, унпа пĕрлех "Çамрăксем тата наркомани ыйтăвĕсем" темăпа анкета ирттернĕ.

Сăмах май, паянхи куна профилактика учетĕнче 18 çамрăк шутланса тăрать, вĕсенчен 2 хĕр ача. Акци вăхăтĕнче комисси членĕсем çакăн пек çамрăксем саккуна мĕнле пăхăнса пурăннине те тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех ялсенчи çул çитмен ачасем алкоголизм тата наркомани тĕлĕшпе саккунпа килĕшÿллĕн пурăннипе интересленнĕ. 18 çул тултарман çамрăк ачасем пурте саккуна пăхăнаççĕ тесе калама çук, чылайăшĕ "комендант сехетне" пăсса каçпа çапкаланса çÿреме юратать. Акă, акци тапхăрĕнче йĕрке хуралçисем çакăн пек 9 тĕслĕх тупса палăртнă, ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕшпе административлă протокол çырнă. Тĕслĕхрен, рейд вăхăтĕнче 22 сехет иртсен Шулюри 8-мĕш класс ачине район центрĕнче тытса чарнă, йĕрке хуралçисем çамрăка киле çитерсе ашшĕ-амăшĕн аллине панă. Уйăхлăх вăхăтĕнче 2 çамрăка обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн тытса чарнă. Паллах, ачисене асăрхаса тăманшăн аслисене административлă явап тыттарнă.

Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенче ÿсекен ачасен шăпи хытах шухăшлаттарать. Ашшĕ-амăшĕсем эрехе пула ачасен воспитанийĕпе тивĕçлĕ ĕçлемеççĕ, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленмеççĕ. Çавна пулах-çке ача урамра çапкаланса çÿреме хăнăхать, преступлени тăвать. Акци тапхăрĕнче комисси çавăн пек 7 çемьене çитсе унти ачасен шăпипе интересленнĕ. Ачисене кирлĕ пек пăхманшăн аслисем çине 3 административлă протокол çырнă, 2 çемье пирки ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварассипе материал пухса хатĕрленĕ. Сăмахран, Серенкассинчи К-на илер. Çемьере лару-тăру канлĕ пулманранах вĕсен 9-мĕш класри ывăлĕ шкула час-часах каймасть, арçын ача пурнăçне хăйне килĕшнĕ пек йĕркелесе пурăнать. Ирĕккĕн пурăннипе ĕнтĕ çамрăк преступлени тунă. Йĕркесĕрлĕх мĕн патне илсе çитерет;

Юлашкинчен çакна каламалла. Çуллахи вăрăм кунсем çывхараççĕ. Çамрăксем урамра ытларах çÿреме пуçлаççĕ. Апла пулсан вĕсен пушă вăхăт нумайланать. Ашшĕ-амăшĕсен ачисене тимлĕхре тытмалла, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленсех тăмалла. Ачасемшĕн яланах аслисем яваплине асра тытасчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика