Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ хĕрарăм

10 апреля 2010 г.

Кашни çемьен хăйĕн историйĕ, хăйĕн кун-çулĕ. Иртнĕ кунсем, пурнăçăн кĕске саманчĕсем – аса илÿсенче, сăн ÿкерчĕксенче.

Ачкасси ялĕнче пурăнакан Надежда Ивановна Спиридонова Ваçкаçырми ялĕнче учитель çемйинче 1925 çулта çуралса ÿснĕ. Пилĕк çулта амăшĕсĕр тăрса юлнă, ама çури «ăшшине» туйса курнă. Хăй пек пĕчĕклех тăлăха юлнă Галя йăмăкĕпе Валерий шăллĕне пăхнă, килти ĕçсене тунă. 15 çулта сасартăк ашшĕне, Хватукассинчи шкул директорне Н.М.Антипова çухатнă. Ашшĕ, чирлесе кайнăскер, Хусантан операцинчен таврăнайман. Тăван мар амăшĕ те тăлăхсене пăрахса тухса кайсан, питĕ йывăр килнĕ ачасене. Чи кĕçĕнни чирлесе вилнĕ. Çапах та пуçа усман çамрăк хĕр ача. Чуна хытарса, куççуле пытарса хăй те вĕреннĕ шкулта, шăллĕне те вĕрентнĕ.

Вăрçă çулĕ уншăн Сăр тăрăхĕнчи сооруженисенчен пуçланнă. «Унта пире, Пантьăк шкулĕнчи аслă класра вĕренекенсене, 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче ĕçлеме илсе кайрĕç, – тет Н.Спиридонова аса илнĕ чух. – Киле таврăнсан военкомата чĕнтерчĕç, вăрçă ĕçне, минометчика вĕрентме пуçларĕç. Эпир пĕр ялтан виççĕнччĕ. 1943 çулта октябрьте пире вăрçа илсе кайрĕç, килте шăллăм пĕччен юлчĕ. «Мĕн шутларăн вăрçа тухса кайнă чух;», – теççĕ мана. Мĕн шутланă; Кирлĕ пулнă та кайнă халăхпа пĕрле. Çĕршыва сыхлама. Тантăшсем хушшинче каялла таракансем те пулчĕç вăл вăхăтра. Ман ун пек шухăш пулман пуçра.

Канашри пухăнмалли пунктран тухнă çăпаталлă, хура сăхманлă чăваш хĕрĕсем вăрçă çулĕ çине. Мускав облаçĕнчи Химки хулинче çар тумтирĕ тăхăнтартса Рославль хулине ăсатнă вĕсене. Унта присяга парса алла автомат тытнă. Н.Спиридонова 1943 çулта çуралнă ВНОС службин Белорусси фронтĕнчи сывлăша тăшман самолечĕсенчен сыхлакан уйрăм батальонĕн радисчĕ пулса тăнă. Ĕнерхи шкул хĕр ачисем, çурхи чечек пек черченскерсем, радистсем, связистсем, наблюдательсем пулса хаяр вăрçă ĕçне тухнă.

Пĕррехинче «Юнкерс-88» Надежда Ивановна ларнă постпа юнашар вырнаçнă зенитчиксен батарейине тĕппипех пĕтернĕ. Çавăн чух бомба хумĕпе Н.Спиридонована та контузиленĕ, вăл тăна кĕрсенех юлташĕсемпе пĕрле хамăр фронта кирлĕ сведенисем панă.

«Çав каç Смоленск хулине хăтарассишĕн вăйлă çапăçу пулчĕ. Питĕ хăрушăччĕ: йĕри-тавра çулăм, тÿпе те, çĕр те курăнмасть», – каласа парать Надежда Ивановна халĕ çав кунсене манаймасăр. Çавăн пек яваплă постра – радистка пулса мĕн вăрçă чарăничченех çапăçать Н.Спиридонова. Çĕнтерÿ кунне Кенигсберг хули çывăхĕнче кĕтсе илет.

Вăрçă хыççăн вăл Ачкассинче пурăнакан Сергей Никифорович Спиридоновпа çемье çавăрать. Тăван колхозра вăй хурать. Фронтран таврăнсан пуш-пушă ларакан тăван килĕнче турăш умĕнче тупа тунă пек пысăк çемье – 10 ача çуратса, вĕрентсе тĕрĕс çул çине кăларать. Хисеплеççĕ ăна ялта та, районта та. Ун кăкри çинче вăрçă медалĕсемпе юнашар «Ача амăшĕ-героиня» ылтăн медаль ялкăшать.

Паян Надежда Ивановна 18 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 19 ачипе пуян. Ăна манăн телейлĕ хĕрарăм тесе калас килет...

Палăртмасăр иртме çук, Н.Спиридонован ыран Çуралнă кунĕ. Çак ятпа эпир ăна вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика