Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулсан шыв-шур хăратмĕ

13 марта 2010 г.

Çурхи уйăха кĕтĕмĕр. Хĕвел хĕртсе пăхнă май сывлăш температури пысăклансах пырĕ. Çапла вара юр йăшать, шыв-шур нумайланать. Çакна шута илсе ялсене, урамсене шыв илесрен сыхланмалла. Ку енĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалла. Çак ыйтупа райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайăн начальникĕпе Валентин Николаевич Романовпа тĕл пулса калаçрăмăр.

– Валентин Николаевич, шыв-шур тапхăрне хатĕрленес енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçлама тытăннă?

– Ку тĕллевпе эпир пур организаципе ял тăрăхĕсене те çуркуннехи вăхăтра шыв илесрен сыхланас, тăкаксене чакарас, çавăн пекех объектсене хÿтĕлес тĕлĕшпе çыру ятăмăр. Унпа килĕшÿллĕн пур плотинăсемпе пĕвесене те тимлĕхре тытма, ку енĕпе яваплă çынсем уйăрма ыйтнă.

Мартăн 4-мĕшĕнче шыв-шур тапхăрĕ енĕпе йĕркеленĕ комиссин (председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Самылкин) ларăвĕ иртрĕ. Калас пулать, кун йĕркинче чи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Ларура тĕрлĕ организацисен ертÿçисем шыв-шур тапхăрне епле хатĕрленни пирки каласа панă. Акă, коммуналлă хуçалăх ертÿçи В.И.Пашкуртов, "Районти электричество сечĕсем" предприяти ертÿçи М.М.Мельников, КСО "Красночетайская" ХАО начальникĕ П.В.Кандейкин тата ыттисем те ку енĕпе вырăнта ятарлă комиссисем йĕркеленине, яваплă çынсем уйăрнине пĕлтернĕ.

Палăртмалла, ларура гидротехника сооруженийĕсене, çулсене, кĕперсене, пăрăх каçăсене, электропередачăсен, çыхăнăвăн, ăшă сечĕсен, шыв пăрăхĕсен линийĕсене тĕрĕслес енĕпе ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Шăпах çак ушкăн мартăн 9-мĕшĕнче асăннă ыйтупа район тăрăх тĕрĕслесе çÿренĕ, çитменлĕхсене палăртнă. Чи пысăк пăшăрхану – подрядчиксем шыв юхмалли пăрăхсене тасатма тытăнманни. Вăхăт нумай юлмарĕ-çке, вĕсем халĕ те "тĕлĕреççĕ". Кая юлмалла кăна ан пултăр.

– Кăçал шыв-шур тапхăрĕ хăрушлăх кăларса тăратма пултарать-и?

– Çут çанталăкран тепĕр чухне мĕн кĕтмеллине те пĕлеес çук, çавăнпа та маларах сыхланни инкекрен хăтăлма пулăшĕ. Кăçал çĕр хытах шăнчĕ, çавна май çĕр пĕтĕм шыва çăтаймасть, çакна пула ытларах юхма пултарать.

Чи малтан шыв юххине тĕрĕс йĕркелесе ямалла. Вăл юхан шыв еннелле юхтăр. Кĕперсем айĕнче пăр капланса тăнине сирсе яма тăрăшмалла. Шыв илесрен малтанах тĕллевлĕн хатĕрленмелле, аварипе çăлав ĕçĕсем ирттермелли план пулмалла.

Кунтах çакна каласа хăварас килет: çывăх вăхăтра организацисем çурт çи витти çинчи юра тасатма пуçлĕç. Çавна май тимлĕх пирки манмалла мар, çынсем иртме пултаракан вырăнта хĕрлĕ хăю çакмалла, иртсе çÿрене асăрхаттармалла.

– Шыв илес хăрушлăх тăрсан ял çыннисене кун пирки епле пĕлтермелле?

– Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсен шыв илме пултарасси çинчен халăха малтанах пĕлтерсе хумалла. Сиренăпа, сасă вăйлатакан аппаратпа (громкоговоритель), телефонпа усă курса пĕлтермелле. Çынсене хăйсемпе пĕрле документсене, хăш-пĕр пурлăха, апат-çимĕçĕн икĕ кунлăх саппасне илме хушмалла. Килтен тухас умĕн электричествăна, газа, кăмакари çунакан вутта сÿнтермелле. Хăрушă вырăнтан чи малтанах ачасене, чирлисене тата ватă çынсене илсе тухмалла.

– Кăçал районти хăш ялсене шыв илесрен шикленмелле?

– Чи пысăк хăрушлăх Шулю ялĕнче пулма пултарĕ, кунта шоссе урлă шыв юхнипе 15 кил инкеке лекесси инçе мар. Çавăн пекех Ачкассинче те шыв каякан пăрăх пăрланса ларнипе 10 киле шыв илес хăрушлăх пур. Красный Яр çаранĕнче виçĕ пăрăх тăрăх шыв пухăнать, анчах та пĕринпе кăна тухса каять. Кишлĕ ялĕ çывăхĕнче шоссе урлă шыв юхма пултарать, мĕншĕн тесен чукун çул çинче ĕçлекенсем пăрăхне хупнă. Кун пирки темиçе хутчен те çырупа тухнă ĕнтĕ. Туканашри шыв каякан пăрăха Çĕмĕрлери "Автодор" организаци юсаман пирки пĕр киле шыв илес хăрушлăх пур.

Сăмах май каласан, пĕлтĕр Дубовкăри икĕ киле шыв илнĕччĕ, мĕншĕн тесен çул тунă чухне пăрăх хурса хăварман. 2008 çулта Ирчкассинче вунă кил инкек тÿснĕччĕ. Кунта ял çыннисем хăйсемех айăплă пулнă.

Юлашкинчен çапла пĕтĕмлетсе калас килет: тимлĕ пулсан инкек-синкек сиксе тухмĕ, шыв илесрен те хăтăлăпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика