Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсем çурт-йĕре лайăхлатнă

11 ноября 2009 г.

1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçа хутшăннă паттăр салтаксен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе йышăннă РФ Президенчĕн Указĕ пурнăçа кĕрсе пырать. 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен кил-çурт условийĕсене лайăхлатассипе черете тăнă районти пилĕк фронтовик патшалăхăн çак пулăшăвĕпе усă курнă. Вĕсем: Павел Борисович Егоров (Енкĕлт), Михаил Григорьевич Мареев (Хĕрлĕ Чутай), Ефим Никитич Петров (Туктамăш), Надежда Ивановна Спиридонова (Ачкасси), Василий Тимофеевич Токарев (Чурпай). Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан салтак арăмĕ Исса Семеновна Кошатникова та çăмăллăхпа усă курса çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Нумай пулмасть РФ Премьер-министрĕ В.Путин телевиденипе Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ тĕле халиччен патшалăх пулăшăвĕпе усă курман вăрçă участникĕсене пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтермелли çинчен каларĕ. Çапла вара, районта пурăнакан ытти фронтовиксем те хваттерлĕ пуласса шанас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика