Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тĕрĕслĕхе юрататăп»

30 сентября 2009 г.

Килте çемçе кăмăллă, ĕçре хытă ыйтнипе палăрса тăрать районти Пенси фончĕн ертÿçин çумĕнче тăрăшакан Любовь Петровна Козлова. Вăл Калкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере пилĕк ача ÿснĕ вĕсем: икĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Ашшĕ хĕрĕсене "л" сас паллипе пуçланакан ятсем панă: Лена, Лида тата Люба. Ашшĕ хăйĕн амăшне юратса тата хисеплесе ăна Люба ят хунă иккен. Ку ят ăна килĕшет.

Любовь Петровна сăмаха тÿррĕн каланине, тĕрĕслĕхе юратать. Хăй те çавăн пек вăл, хурана хура тет, шурăна – шурă. Мăшăрĕпе, Викторпа, Иккĕмĕш Липовкăра пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ ачана усрава илсе çемье ăшшине парнеленĕ. Женя пĕрремĕш класа каять ĕнтĕ, Ульяна ача садне çÿрет. Упăшкипе 19 çул пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланма вĕреннĕ. Килти хуçалăха Виктор тытса пырать. Ĕçрен ĕшенсе таврăннă Любовь Петровна киле çитсенех хăйне лăпкă, канлĕ туйма пуçлать. Ăна кунта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ-çке: мăшăрĕ, ачисем...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика