Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ферма сукмакĕ

26 августа 2009 г.

Доярка колхозра хисеплĕ те сумлă çын пулнине лайăх ас тăватăп-ха. Вĕсен ĕçне канашлу-пухусенче ырлатчĕç, хăшĕсене орден-медальсемпе, хисеплĕ ятсемпе чыслатчĕç. Халĕ вара... Сĕт хакĕ те йÿнелсе кайрĕ. Ферма ĕçченĕсен пархатарлă ĕçне кирлĕ пек хаклакансем те çукрах.

Манăн паянхи сăмахăм – 40 çул дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Зоя Никитична Савинкина (Васюкова) çинчен. Кăçалхи май уйăхĕнче 74 çул тултарнă пулин те вăл хăйне лайăх туять-ха. Çуран утма та ÿркенмест. Сывлăх пур чухне çÿремелле, хускалмалла, тет. Хăш чухне шухăша кайса ларма юратать. Иртнине, фермăра ĕçленĕ канăçсăр кунсене аса илет.

... Зоя Никитична Калкасси хĕрĕ пулнă. Çĕршыв симĕс тум тăхăннă çурхи кунсенчен пĕринче çут тĕнчене килнĕ. Çул çитсен Туктамăшри çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕлÿ пухма чупнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсенче ял çыннисене паспорт памасăр хăшкăлтарнă. Çавна май çамрăксем тăван çĕршывăн аякри кĕтесĕсене тухса кайса вырнаçайман. Зоя та тăван ялах юлнă, Калкассинчи чăх-чĕп ферминче ĕçлеме пуçланă. Анчах унăн чун-чĕри ĕне выльăх еннелле туртăннă. Çакăн çинчен вăл хуçалăх ертÿçисене пĕрре кăна каламан. Чăнах та, 1954 çулта ăна Ачкассинчи ĕне фермине куçарнă. Вăл доярка пулса тăнă.

– Вăл вăхăтра фермăра ĕçлеме çăмăл марччĕ, – аса илчĕ Зоя Никитична. – Ăратлă ĕнесем çукчĕ, сĕт сахал суса илеттĕмĕр. Мĕн пур ĕçе алăпа пурнăçланă. Çапах ÿркенмен, нăйкăшса ларман. Кăвак çутăллах фермăна çитме тăрăшаттăм, ĕнесен çиллисене шывпа çăваттăм, сума лараттăм. Ун чухне пире, дояркăсене, 10-12-шер ĕне шанса панăччĕ.

Пĕр хушă Зоя Никитична хăйĕн мăшăрĕпе Волгоград облаçĕнче ĕçлесе пурăннă. Унта та вăл доярка пулнă. Сакăр çул хушши тăрăшнă çак ĕçре. Тĕрлĕ сăлтавсене пула тăван тăрăха таврăнсан та тÿрех фермăна çул тытнă. 1990 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан кăна ферма сукмакне такăрлатма пăрахнă.

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пирĕн "Путь Ильича" колхоз выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем хатĕрлес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлерĕ, – савăнăçне пытараймасть Зоя Никитична. – Сĕт сăвассине ÿстернĕшĕн районта куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава темиçе хут та çĕнсе илме пултартăмăр.

Çав çулсенче эпĕ редакци ĕçĕпе Ачкасси фермине çуллен тенĕпе пĕрех кайса çÿреттĕм. Çакă интереслĕ – Зоя Никитичнана кашнинчех фермăра курма пулатчĕ. Ытти дояркăсем кăнтăр апатне е ачи-пăчи патне киле васканă вăхăтра вăл витери ĕнесемпе юнашарччĕ. "Мана килте кушаксăр пуçне никам та кĕтмест. Мăшăр та, пепкемсем те çук. Ик аллăмра пĕр ĕç кăна", – тетчĕ.

80-мĕш çулсенче дояркăсем 20-22-шер ĕне пăхатчĕç ĕнтĕ. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕнче Людмила Семеновна Розова ĕçлетчĕ. Вăл Ачкасси фермине кĕрсе тухман кун та пулман пулĕ. Кунта тăрăшакансене зооветеринари наукине пăхăнса ĕçлеме хăнăхтаратчĕ. Пĕр кил-йышри çынна хисепленĕ пек сума сăватчĕç ăна выльăх-чĕрлĕх пăхакансем. Туслă, килĕштерсе ĕçлени ÿсĕм парнеленĕ те. Раиса Логинова, Светлана Индрякова, Вера Чумакова, Нина Егорова кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 4 пин килограмм сĕт суса илетчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Зоя Никитична çуллен ферма маякĕ шутланнă. Вăл ĕçе чун-чĕрипе парăннă, ĕçе чăннипех юратакан çын. Хуçалăх правленийĕ вара дояркăсен ĕç условийĕсене лайăхлатса пыма тăрăшнă. Тислĕк кăлармалли транспортер, сĕт сумалли установка вырнаçтарнă. Витене выльăх апачĕ кĕртессине йĕркеленĕ.

– Ун чухне çу кунĕсенче Сăр хĕрринчи Арданас текен илемлĕ вырăнта ĕнесен çуллахи лагерьне йĕркелетчĕç, – тет ĕлĕкхи паллă доярка. – Каçсерен чылай чухне киле çÿремен. Ирхи сăвăма кая хăварма çук тесе унтах выртса çывăрнă. Пурте ĕçе чун-чĕри хушнă пек пурнăçланă.

Выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Зоя Никитична Савинкинана "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă. Вăл çавăн пекех медальсемпе Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă. «Ĕç ветеранĕ» медальпе те наградăланă ăна.

– Фермăна çÿресе такăрлатнă сукмак курăкпа хупланни пăшăрхантармасть-и сире; – уйрăлас умĕн ыйтрăм Зоя Никитичнаран.

– Халĕ пурнăç улшăнчĕ, – терĕ шурă çÿçлĕ кинемей. – Ял хуçалăхне аталантарас ыйтупа сахал ĕçлеççĕ, çынсен кăмăлĕ те улшăнчĕ. Вăхăт çитĕ, яла та çамрăксем ытларах юлма тытăнĕç. Вара фермăра та ĕлĕкхи пекех ĕç вĕресе тăрĕ. Çак ырă кунсене кĕтсе иличчен пурăнасчĕ-ха...

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика