Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мăкăнь» операци пырать

12 августа 2009 г.

Наркотикпа çыхăннă преступленисене асăрхаттарас тата унпа кĕрешес, наркотиклă ÿсен-тăрансене саккунсăр майпа акнă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе майăн 14-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен Чăваш Республикинче, çавăн пекех районта та «Мăкăнь-2009» профилактика операцийĕ пырать.

Мăкăнь – куçа илĕртекен хитре чечек. Анчах вăл сывлăха сиен кÿрет. Наркомансем мăкăнь улăмĕпе усă курса наркотикла препаратсем хатĕрлеççĕ. Наркотик вара организма лексен темиçе минутранах хăй ĕçне тăвать: çын çăмăлрах туйма пуçлать, сăлтавсăрах савăнăçлăн кулма тытăнать, чарăнмасăр калаçать, çилленни те, шăртланни те пĕрлех ун пеккисен. Çыннăн ăс-тăнĕ минрет. Çавăнпа ятарласа мăкăнь ÿстерекенсене, упракансене, туянакансене, сутакансене РФ Уголовнăй Кодексĕн темиçе статйипе явап тыттараççĕ.

Мăкăнь ÿстерме юраманни пирки сахал мар калаçатпăр, çыратпăр. Анчах ялсенче çакăн пек тĕслĕхсем тупăнаççĕ. Акă, кăçалхи профилактика операцийĕн тапхăрĕнче уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕсем Шулю, Кÿпеш, Трапай ялĕсенче пурăнакансен сад-пахчисенче мăкăнь ÿснине тупса палăртнă. Çак ÿсен-тăрана 6 тăваткал метр çĕр лаптăкĕнче пĕтĕмпех тĕп тунă. Кил хуçисене çак наркăмăшлă чечеке ÿстерме юраманни çинчен асăрхаттарса хăварнă. Сăмах май, асăннă ялсенчи çынсем мăкăне ятарласа акман, вăл çултан-çул хăй тĕллĕн шăтса пынă.

Хальлĕхе операци тапхăрĕнче районта наркотикпа çыхăннă преступленисене тупман. Çакăнпа лăпланса лармалла мар. Наркомансем – хăрушă çынсем. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн темĕн тума та хатĕр.

Пĕрремĕш хут наркотик тутанакансем мăкăньтен пуçлаççĕ, унтан вăйлăраххи çине куçса пыраççĕ. Организм вара çакна хăнăхать. Çынна ун серепинчен хăтăлма çăмăл мар. Чылай чухне çакă вилĕмпе вĕçленет.

Кĕркунне çитсе пырать. Пахчари ÿсен-тăрансем çимĕç параççĕ. Наркомансем мăкăнь улăмне пуçтарма тытăнас хăрушлăх пур. Вĕсем çак ĕçе çамрăксене явăçтарма пултараççĕ. Çавăнпа йĕрке хуралçисем çынсене тимлĕхе ÿстерме, преступленилле ĕçсене асăрхасан районти шалти ĕçсен пайне 02 е 2-18-02, 2-18-91 номерсемпе пĕлтерме ыйтаççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика