Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисене – тимлĕх

22 июля 2009 г.

Çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç парас ыйтăва халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр тимлĕх уйăрать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче ку ыйтупа центра 14-18 çулхи 225 вĕренекен пынă. Вĕсенчен 126-шĕ 14-16 çулхисем, 99-шĕ 16-18 çулхисем. Çав йышран нумай ачаллă çемьерен 30 ача, сахал тупăшлисенчен – 142, тулли мар çемьерен – 23, ĕçсĕррисен çемйинчен – 19, çул çитмен çамрăксен ĕçĕсемпе тимлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин учетĕнче тăраканнисем – 5, социаллă хăрушă çемьерен – 2, 3 тăлăх, инвалид çемйинчен 2 ача. Профориентаци пулăшăвĕпе 1448 çынна çавăрса илнĕ.

Центра пынă çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе тĕрлĕ организацисемпе (Хĕрлĕ Чутай, Тури Çĕрпÿкасси, Мăн Этмен, Çĕн Атикасси шкулĕсем, Мăн Этменпе Ачкасси ял тăрăхĕсем, "Пилеш" ача сачĕ, Пĕрремĕш Хурашашри пуçламăш шкул-ача сачĕ) 8 килĕшÿ тунă. Çамрăксем вăтамран 16 кун вăй хунă, 716,44 тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

Хальхи вăхăтра çула çитмен çамрăксен 3 ушкăнне йĕркеленĕ: Çĕн Атикасси, Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Хусанушкăнь, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсенче.

Çамрăксем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕн территорийĕнче тата район центрĕнче тирпей-илем кÿрессипе, шкулти сĕтел-пукана юсассипе тимлеççĕ, ача сачĕсенчи воспитательсене пулăшаççĕ, пахча çимĕç культурисен лаптăкĕсене çум курăкран тасатаççĕ, çимĕç паракан йывăçсене пăхса тăраççĕ...

Çавăн пекех çул çитмен çамрăксем хăйсен килĕсенче пурăнакан ветерансене шыв, вутă кĕртсе, килти выльăх-чĕрлĕхе пăхса, апат-çимĕç илсе килсе, пахчара ĕçлесе пулăшаççĕ.

Пĕтĕмпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çул çитмен сакăр ача тăватă ватăна социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ. Федераллă бюджетран çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме 2009 çул валли 161,2 пин тенкĕ уйăрса панă. Планпа 14-18 çулхи 225 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме пăхса хунă пулсан 225-шне те ĕç тупса панă.

Январь-июнь уйăхĕсенче 131774, 54 пин тенкĕпе усă курнă, вĕсенчен 113,4 пин тенки – федераллă бюджетран, 18,4 пин тенки – ĕç паракансен укçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика