Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать

04 июля 2009 г.

 

Ачкасси ялĕнче пурăнакан, райпо тытăмĕнче пулăсем тĕтĕмлекен цехра тăрăшакан Анатолий Дмитриевич Зверева таврара лайăх пĕлеççĕ. Ырă кăмăллă çын вăл. Хăй ĕмĕрĕнче чĕр чуна та кÿрентермен пулĕ. Йăваш калаçать, ыттисем сăмах илсен, вĕсене итлеме пĕлет, мĕн хушнине пурне те пурнăçлать.

Анатолий Дмитриевич чăтăмлă, ĕçчен, вашават пулма мĕн ачаран хăнăхса ÿснĕ. Суту-илÿре ĕçлеме çавăн пек çынсем кирлĕ те. Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнăскере райпора та яваплăрах ĕçсем шаннă. Сăмах май, А.Д.Зверев райпо тытăмĕнче 1974 çултанпа тăрăшать. Малтанласа вăл Туктамăшри ял лавккинче чылай çул ĕçленĕ. Унтан райпон Мăн Этменти складĕнче заведующи пулса тимленĕ. 2002 çулта ăна Кивĕ центрти пулăсем тăварласа тĕтĕмлекен цехра ĕçлеме шанаççĕ. Йывăрлăхран хăраман арçын кунти ĕçе те хăвăрт хăнăхать. Пĕр вырăнта нумай çул вăй хураканăн опыт та хушăнсах пырать, ăсталăх та ÿсет. Цехра вĕсем С.В.Ешмейкинпа пĕрле тимлеççĕ. Пĕчĕк коллектив килĕштерсе ĕçлет. Иккĕшĕ те пулă тăварласа тĕтĕмлес ăсталăха алла илнĕ. Паян вĕсен ĕç кăтартăвĕсем япăх мар. Кăçалхи ултă уйăха тишкерсен, вĕсем цехран лавккасене пурĕ 14,5 тонна пулă ăсатнă. Укçа çине куçарсан, райпо кассине 1 миллион та 207 пин тенкĕ кĕнĕ. Иртнĕ 2008 çулта цех 28 тонна продукци хатĕрленĕ. Плана 6 тонна ирттерсе пурнăçланă. Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх коллектива Хисеп грамотисемпе сахал мар чысланă. Анатолий Дмитриевича та тăрăшулăхшăн Хисеп грамотисемпе тата ятарлă паллăсемпе наградăланă. 1993 çулта унăн ятне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. 2005 çулта райпо тытăмĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитнĕ ятпа тата ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Хисеп паллипе чысланă. Паянхи кун та Анатолий Дмитриевич ĕçе чун хушнă пек пурнăçлать. Ĕç ăна хăват парать.

 


 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика