Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ тата 12 пин тенкĕ

03 июня 2009 г.

РФ Президенчĕ Д.Медведев федерацин 2009 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «Федерацин 2009 çулхи тата 2010-2011 çулсенчи план тапхăрти бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» 76-мĕш саккунне алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕн суммине 312162 тенкĕ те 50 пуса çитернĕ. Маларах вăл 299731 тенкĕ те 25 пуспа танлашнă.

Индексаци 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăнхи тапхăра лекет. Урăхла каласан, капитал çумне хушса панă 12431 тенкĕ те 25 пуса патшалăхăн асăннă тÿлевĕпе çурт-йĕр валли илнĕ кредита татма заявлени çырса панă граждансем те тивĕçеççĕ. Кун пек чух федерацин 2009 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «Граждансен хăш-пĕр категорийĕн пурлăх шайне ÿстерес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 72-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн сертификат хуçисем амăшĕн капиталĕн шутĕнчи пĕр хут тÿлеве – 12 пин тенке тивĕçмелли ирĕкпе усă кураççĕ, çав укçана вĕсем кулленхи ыйтусене татса памашкăн тăкаклама пултараççĕ.

Тÿлеве пама ыйтса çырнă заявление, çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт çитнине пăхмасăр, Пенси фондне çитермелле.

Май уйăхĕнче РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕр хут паракан тÿлеве тивĕçме заявлени памалли процедурăна палăртакан правилăсене хатĕрленĕ, унта кирлĕ документсен переченьне, ыйтăва татса памалли тата укçа куçармалли вăхăтсене кĕртнĕ.

Халĕ вара Пенси фончĕ заявлени йышăнма хатĕрленет. Енчен те амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ 2007 çулхи январĕн 1 – 2009 çулхи сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕсенче вăй илнĕ-тĕк – ĕçлĕ хута 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен, 2009 çулхи октябрь уйăхĕн 1 – декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕсенче пурнăçа кĕнĕ-тĕк 2010 çулхи март уйăхĕн 31-мĕшĕччен памалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика