Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан утма тăрăшса

03 июня 2009 г.

Çак кунсенче район пуçлăхĕн çумĕпе, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕпе И.Л.Хораськинпа курнăçрăм. Пирĕн калаçу çурт-йĕр строительствин, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр тăвас тата архитектура ыйтăвĕсем тавра пычĕ.

– Кăçалхи пĕрремĕш кварталта тĕрлĕ çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе усă курса 950,6 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр ĕçе кĕртнĕ, – терĕ Иван Лаврентьевич. – Кунпа пĕрлех "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераллă программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммипе килĕшÿллĕн кăçалах районти 12-18 çамрăк çемье пÿрт лартма е хваттер туянма федераллă, республика, вырăнти бюджетсенчен социаллă тÿлев илме пултарать. Январь-март уйăхĕсенче çумпрограммăна виçĕ çемье хутшăнма тивĕçлине палăртнă. Анчах Чăваш Республикинче илме тивĕç укçа-тенкĕне районсем тăрăх валеçсе тухман-ха.

"2012 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ" программа тăрăх граждансен пурăнмалли çурт-йĕрне çĕнетме федераллă тата республика бюджечĕсенчен 2560,0 пин тенкĕ, çавăн пекех çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене валли 2290,0 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

Чăваш Республикин Президенчĕн "ЧР çамрăк гражданĕсене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатасси çинчен" Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кăçал района 655,8 пин тенкĕ уйăрса панă. Апрель-май уйăхĕсенче виçĕ çемье социаллă тÿлеве тивĕçет. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика программине 30 çамрăк çемье хутшăнма кăмăл тунă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вара 18 çемьене списока кĕртнĕ. Çăмăллăхлă социаллă ипотека кредичĕн лимичĕ 2008 çулшăн 1110 пин тенкĕпе танлашнă. Унпа кăçал усă курмалла пулать. Хальхи вăхăтра пĕр çемье çурт-йĕр туянма кредит илме заявлени панă.

Кăçал тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тата усрава илнĕ ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме района 2970,0 пин тенкĕ килет. Хусанушкăнче, Пантьăкра, Ачкассинче пурăнакан 5 ачана пурăнмалли вырăн уйăрса параççĕ. Сăмах май, паянхи кун тĕлне 44 тăлăх ачана шута илнĕ.

Нумай ачаллă çемьесене (пилĕк ача) пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме кăçал района 2877,8 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Пурăнмалли вырăнпа нумай ачаллă икĕ çемье усă курма пуçлать. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче шутра тăраççĕ.

– Иван Лаврентьевич, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çинче чарăнса тăрăр-ха. Ку отрасльте мĕн çĕнни пур;

– Кăçалхи пĕрремĕш кварталта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă комплекса çĕнетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ фонда документсем хатĕрлесе тăратнă. Ку программăна 4471 тăваткал метр лаптăк йышăнакан пилĕк çурт кĕрет. Мĕн пур ĕçе пурнăçлама 6767,6 пин тенкĕ укçа-тенкĕ тухса каять. Çав шутран фондран 5528,6 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 900,0 пин, халăх укçи тата ТСЖ 339,0 пин тенкĕ. Районти нумай хваттерлĕ çуртсенче электроэнергие, ăшша, шыва шута илмелли приборсене вырнаçтарасси çинчен йышăннă программа 2009-2015 çулсенче ĕçлет. Йăла каяшĕсен полигонĕн строительствин проектне, Хĕрлĕ Чутайпа ял тăрăхĕсен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен тасатмалли схемăсене хатĕрлеме "Чувашгипроводхоз" проект институчĕпе килĕшÿ тунă.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта тĕрлĕ каяшсем 84,0 кубла метр турттарса тухнă. Атнар, Хĕрлĕ Чутай тата Ачкасси ял тăрăхĕсене Урикасси, Ишеккасси тата Ачкасси ялĕсенчи шывпа тивĕçтерекен объектсене патшалăх шута илни пирки свидетельствăсем панă. "Чувашрегионгаз" ООО-на 2010 çул валли газ лимитне хÿтĕлесе хăварма документсем тăратнă. Федераллă бюджетран РФ субъекчĕсене хамăр çĕршывра туса кăларнă автотранспорт тата коммуналлă техника туянма субсиди уйăраççĕ. Çавна май кирлĕ техника туянма ыйтса çыртăмăр.

– Кăçал çул-йĕр строительствин еплерех пулса пымалла;

– Çул-йĕр – пурнăç артерийĕ теççĕ. Чăнах та, хальхи вăхăтра йĕркеллĕ çул пулмасан хуçалăх экономикине тĕреклетме те, халăх пурнăçне лайăхлатма та йывăр. Çакна шута илсе патшалăх çул-йĕр ыйтăвне ăнăçлă татса парас тĕлĕшпе ĕçлет. Иртнĕ çулсенче ку енĕпе укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнă. Унпа усă курса шоссе тата автомобиль çулĕсем нумай хута янă.

Иртнĕ çулхи январь уйăхĕнче автомобиль çулĕсене тытса тăрас тĕлĕшпе муниципаллă виçĕ контракт турăмăр, хакĕ 866,805 пин тенкĕлĕх. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ку тĕлĕшпе муниципаллă тăватă килĕшÿ йĕркелерĕмĕр. Унăн хисепĕ 241615,0 тенкĕлĕх пулчĕ. Атнарти Вăрман, Туканашри Сад урамĕсене йĕркене кĕртме 330,0 пин тенкĕлĕх проектпа смета документацийĕсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех 37,405 километр тăршшĕ автомобиль çулĕсене паспортизацилеме муниципаллă контракт 204,842 пин тенкĕлĕх тунă. Хальхи вăхăтра проектсем (пурĕ 19) хатĕрлес ĕç пырать, вĕсем мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслесех тăратпăр.

Çакна та каласа хăварас килет. Муниципалитет харпăрлăхне кĕрекен 33,44 километр тăршшĕ автоçула Чăваш Республикин патшалăх пĕлтерĕшлĕ харпăрлăхне куçарас ĕç пырать. Кунпа пĕрлех 149,992 километр автомобиль çулĕсене район тата ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парас тĕлĕшпе те тăрăшатпăр.

– Юлашкинчен ялсене архитектура тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртесси çинчен пĕр-ик сăмах каламăр-ши;

– Питĕркасси ял тăрăхĕн территорийĕнче комплекслă пĕр çĕре вырнаçнă çурт-йĕр çĕклеме кирлĕ материалсем хатĕрленĕ. Вĕсене Ял хуçалăх министерствине укçа-тенкĕ уйăрса парас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурса ярса панă. Проектпа смета докуменчĕсем янтланине район архитекторĕ тĕрĕслесех тăрать.

Район пуçлăхĕн А.Криковăн хушăвĕпе кăçал Чечексен çулталăкĕ иртет. Çавна май мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Хĕрлĕ Чутай сали илемленсе, симĕсленсе пыни пурин чунне те савăнтарать. Ытти çĕрте те ку енĕпе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Мăн Этмен ял тăрăхĕнче йăла каяшĕсен полигонне тума палăртнă. Вырăнĕ пур, кирлĕ документсем хатĕр.

2010 çулта район территорийĕнче Республика кунне ирттерме çĕнсе илессишĕн Чăваш Республикин Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата хула строительствин министерстви йĕркеленĕ конкурса документсем тăратнă.

Çапла, укçа-тенкĕ çителĕксĕртерех пулин те районта çурт-йĕр çавăрас, çул-йĕр тăвас, тавралăха илемлетес ĕçсем япăх мар пулса пыраççĕ. Пирĕн тĕллев – ку ĕçе малашне тата анлăрах сарса ярасси.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика