Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти лăпкăлăхшăн тăрăшатпăр

27 мая 2009 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕсем (пурĕ 8 инспектор) ял тăрăхĕсенчи çынсен канлĕхне сыхлассишĕн, урамсенчи лăпкăлăхшăн сахал мар ĕçлеççĕ. Акă, Тралькасси ял тăрăхне 7 ял кĕрет. Унта пĕтĕмпе 1531 çын пурăнать, çул çитменнисем 150-а яхăн. «Алăри пÿрнесем те пĕр тан мар», – теççĕ. Ял çыннисен те кашнин хăйĕн кăмăлĕ, шухăшĕ. Пĕрисем саккуна пăхăнса пурăнма тăрăшаççĕ, теприсем йĕркене пăсма сăлтав тупаççех.

Çулталăк пуçланнăранпа (январь-апрель уйăхĕсенче) Тралькасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем 6 преступлени тунă: вăрланă, хĕненĕ, çемьере харкашу çĕкленĕ.

Кăçалхи 4 уйăхри преступленисене тишкерсен çакă курăнать. Январĕн 20-мĕшĕнче Н.Ф.Магаськин пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Арçын тепĕр çыннăнне кĕсье телефонĕ вăрланă. Ку фактпа уголовнăй ĕç пуçарнă. Çулталăк пуçламăшĕнче Кив Ирчемес ялĕнчи Л.П.Андрееван сарайĕнчен вăкăр «ураланнă». «Каçхи ухутника» шыраççĕ. Çавăн пекех Л.Н.Абаськин чун тĕпренчĕкне, хĕрне, сăлтавсăр хĕненине регистрациленĕ. Чăмăрпа «ăса вĕрентекен» ашшĕн ĕçне суда янă. Кăçалхи февраль уйăхĕнче паллă мар çын «Нива» ЯХПК-н заправкинчен 1800 килограмм топливо юхтарса илнĕ. Хуçалăха 34200 тенкĕлĕх шар кăтартнă.

Пĕр вăрлама хăнăхнă çыннăн ют пурлăха хапсăнасах килет пулĕ çав. Акă, февралĕн 16-мĕшĕнче Н.Ф.Магаськин пĕрисен килне кĕрсе 3000 тенкĕ тăракан телевизор йăтса тухнă. Ун пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Мартăн 19-мĕшĕнче А.И.Аликов Пантьăк лесничествинчи йывăçсене саккунсăр майпа каснă. Халĕ унăн ĕçне суд татса парĕ.

Çак тапхăрта Тралькасси ял тăрăхĕнчи 15 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Йĕркене пăснăшăн 20 çынна учета илнĕ, вĕсенчен 10-шĕ – малтан судпа айăпланнисем. Ун пеккисем уйрăмах тимлĕхре.

Çакна та палăртмалла. Ял çынни саккуна хирĕçле ĕçсене асăрхасан тÿрех милици органне пĕлтерме васкамасть. Çавăнпа тепĕр чухне хĕрÿ йĕр тăрăх преступленисене уçса пама май килмест. Граждансене ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе, участок инспекторĕпе тачă çыхăну тытма сĕнес килет. Ун чухне киревсĕр ĕçсене тăрă шыв çине кăларасси те чылай çăмăлланĕччĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика