Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирлĕ пире çак уяв

27 мая 2009 г.

Республика кунĕ кăçал Вăрмар районĕнче те иртет. Палăртнă ĕçе пурнăçа кĕртме йывăрлăхсем чăрмантараççĕ пулин те Вăрмар поселокĕ «чĕрĕлсе» пыни куç умĕнчех. Ун пек чухне мĕн тунине упраса хăварма уйрăмах кăмăллă пулĕ.

Республика кунне паллă тунă тапхăр тата тепĕр самантпа çыхăннă. Шупашкар «Раççей çăл куçĕсем» пултарулăх фестивалĕн хăнисене йышăнать. Унăн статусĕ çуллен ÿссе пырать. Çитес вăхăтрах вăл Пĕтĕм Раççей фестивалĕнчен пĕтĕм тĕнче шайне çĕкленессе, ăна тĕнчери финанс кризисĕ парăнтараймасса шанас килет. Çак тапхăрта мĕнле кăна халăх ывăлĕпе хĕрĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштармарĕ-ши... Чăваш Енрен пин-пин çухрăм инçетре тĕпленсе пурăнакан чукчăсем те, хĕрÿ чĕреллĕ итальянсем те, сăмаха çирĕп тытакан нимĕçсем те тата ыттисем те пулчĕç. Хамăр килтех, Чăваш Енрех курса савăнма пултаратпăр вĕсен культурипе, йăли-йĕркипе, ташши-юррипе. Тĕп хулара çеç мар, Вăрмарта та шăранса юхĕç тусăмăрсен уçă сассисем.

Чăваш Енре – çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче – чăваш тата кунта пурăнакан ытти халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Республика кунĕнче çуллен тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» канупа культура паркĕнче Чăваш Енри тĕрлĕ наци культура пĕрлешĕвĕсен «Туслăх кăшăлĕ» фестивалĕ иртет. Кăçалхи уяв казаксен юрри-ташшипе те пуянланĕ. Çак кунсенче вĕсем хăйсен культура обществине туса хунă.

Республика кунĕччен шăпах пĕр уйăх. Анчах паян ун пирки аса илни вырăнсăр мар пулĕ тетĕп. Республика уявĕ – пĕтĕм чăваш уявĕ. Уява вара пирĕн несĕлĕмĕрсем чăтăмсăррăн хатĕрленнĕ: кил-çурта, урамсене йĕркене кĕртнĕ. Уяв килет те иртет, мĕн туни пирĕнпех юлать. Çавăнпа та пире кунашкал уяв кирлĕ мар текенсене пачах ăнланмастăп. Кирлĕ пире çак уяв, питĕ кирлĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика