Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрра-ташша ăста

15 апреля 2009 г.

Шулю ялĕ талантсемпе пуян темелле пулĕ. Кунта юрра-ташша юратаççĕ, пултаруллă хĕрсемпе каччăсем тăтăшах концерт-спектакль кăтартаççĕ.

Акă, нумаях пулмасть Шулю шкулĕнче вĕренекенсем Мишеркасси ял халăхне концертпа савăнтарчĕç. Ăна йĕркелеме А.Ю.Порфирьевпа Г.А. Бровкина вĕрентекенсем сахал мар пулăшрĕç. Музыка учительне те, Е.Н. Кудряшована, асăнса хăварас килет. Вăл вăй хунипе эпир юрлама та, ташлама та хăнăхрăмăр.

Юля Инжебейкина, 6-мĕш класс ачи, «Çăкăр» сăвăпа концерта пуçларĕ. Чи çамрăк артист вара, 1-мĕш класра вĕренекен Валерий Кудряшов, «Кукамипе кукаçи» юрăна шăрантарчĕ. «Анне» юрă та янăрарĕ сцена çинче. Ку юрăпа пухăннисене Оксана Кудряшова савăнтарчĕ. Юрату юррисем те сахал мар пулчĕç. Концерт «Дорога добра» юрăпа вĕçленчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика