Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа ялан юнашар

08 апреля 2009 г.

Александр Иванович Розов хăйĕн пурнăçне тăван Шулю ялĕпе çыхăнтарнă. Ача çулĕсенче те, Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă хыççăн та колхоз производствинче тăрăшнă. 2002 çултанпа тивĕçлĕ канура... Манпа тĕл пулсан хăйĕн пурнăç çулне тепĕр хут йĕрлесе тухма, иртнине аса илме кăмăл турĕ.

– Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухрăм эпĕ, – сăмах пуçларĕ Александр Иванович. – Ун чухнехи "Родина" колхозра ĕçлерĕм. Романтикăлла кăмăл-туйăм тапса тăнăран-ши, комсомол путевкипе Оренбург облаçĕнчи Гайск хулинчи сăрт-ту комбинатне тума тухса кайрăм. Унта пăхăр тăпри кăларма пуçларĕç. Манăн вара çар ретне тăма ят тухрĕ...

Чăваш каччи виçĕ çул Саратов облаçĕнче хĕсметре тăнă. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе, кăмăл-сипет енчен аталанса таврăннă салтак службинчен. Анчах... Пĕлÿ çитменнине туйса илнĕ. Колхоз производстви аталанса пынă май пысăк пĕлÿллĕ специалистсем нумай кирлĕ пулнă-çке. А.Розов куçăмсăр майпа вĕренсе алла агроном дипломне илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче кÿршĕри "Искра" колхозра механизациленĕ йĕтем заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Районта кăна мар, республикăра та малта пыракан хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çамрăк специалистшăн чăннипех те усăллă пулнă. Вăл халăхпа ĕçлеме, çынсене пĕр чăмăра пĕрлештерме, чи кирли – ĕçе йĕркелеме хăнăхнă. "Родина" "Путь Ильича" колхозпа пĕрлешсен вăл пысăкланнă хуçалăха таврăннă, ăна тырă тасатмалли ЗАР-5 йышши агрегатпа ĕçлеме шаннă.

– Агрегата ун чухне кÿрсе кăна килнĕччĕ-ха, – аса илет иртнине Александр Иванович. – Ăна пухса вырнаçтариччен самаях тăрăшма лекрĕ. Хыççăн икĕ сезон тыр-пул тасатрăм унпа. Çу кунĕсенче канăçа пĕлмен ĕнтĕ. Талăкĕпех ĕçлеттернĕ агрегата, патшалăха, колхоз кĕлечĕсене тонни-тоннипе тĕрлĕ ял хуçалăх культури ăсатнă. Ачкассипе Ваçкаçырми ялĕсенче комплекслă бригада туса хурсан вара ăна ертсе пыма мана шанчĕç. Уй-хир тата ферма ĕçĕсемшĕн яваплăччĕ эпĕ. Мĕн каламалли пур, халăх ĕçлетчĕ çав çулсенче. Шалăвне те йĕркеллĕ тÿленĕ. Çĕр ĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумай туса илнĕ. Колхоз тунă çитĕнÿсемшĕн тăтăшах районта куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялава çĕнсе илетчĕ.

1982 çулта Александр Ивановича колхозри профсоюз комитетне ертсе пыма суйланă. Урăхла каласан, вырăнти профком председателĕ пулса тăнă. Çав ĕçре вăл 1994 çулчченех тăрăшнă. Аслăрах ăру çыннисем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ, профсоюз организацийĕ маларах пур çĕрте те пĕлтерĕшлĕччĕ, вăл пысăк вăй шутланнă. Унăн ĕçĕ те кăткăс, нумай енлĕ пулнă.

– Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче колхозра 720 çын профсоюз ретĕнче тăратчĕ, – тет Александр Иванович. – Тĕрлĕ ыйту татса пама тиветчĕ куллен. Ку кăна-и; Ăмăрту кăтартăвĕсене те пĕтĕмлететтĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарнă. Çакă интереслĕ – çав çулсенче кану çурчĕсемпе санаторисене кайма çулталăкра 50 путевка таран паратчĕç. Дояркăсем, механизаторсем, ытти ял çыннисем çуллен канса сывлăхĕсене çирĕплететчĕç. Кунпа пĕрлех ачасене çу кунĕсенче лагерьсенче канма 12-шер путевка уйăратчĕç. Çак ĕçсене йĕркелесе пырасси манăн тивĕçчĕ. Паллах, профкомра темиçе çын шутланса тăратчĕ-ха. Анчах вĕсем обществăлла майпа кăна ĕçлетчĕç. Çавна май пур ыйтупа та тенĕпе пĕрех хамăн хыпкаланса çÿреме лекетчĕ.

Хуçалăхăн ун чухне çĕр лаптăкĕ 3300 гектар, вăл шутран сухаламалли 2600 гектара яхăн пулнă. Ачкасси, Серенкасси, Калкасси, Пĕрремĕш Липовка, Шулю тата Ваçкаçырми ялĕсенче пурĕ 2 пин киле яхăн шутланнă. Çав çулсенче колхозлă ялăн чăн-чăн паттăрĕсем ÿссе çунат сарнă та ку тăрăхра. Ас тăватăп-ха, Надежда Дементьева чăх-чĕп ферминче ĕçлетчĕ. Ăна 70-мĕш çулсенче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Октябрьти революци орденĕсемпе наградăларĕç. Василий Канцеляров тракторист та ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçрĕ. Виктор Максимова вара "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕç. Петр Мясников бригадир кăкри çинче "Хисеп палли" орден ялкăшма пуçларĕ. Правительство наградисене тивĕçнисем хушшинче çавăн пекех Зоя Савинкина дояркăна, Николай Фондеркин уй-хир бригадирне тата ыттисене те курма пулатчĕ. Çапла, пурнăç вĕресе тăратчĕ ун чухне, ял халăхĕ ĕçшĕн хыпса çунатчĕ. Çакă хуçалăх экономикине тĕреклетсе пыма, колхоз кассине пуянлатма, çынсен пурнăçне лайăхлатма пулăшнă та. Ырă пулăмсен пуçĕнче профсоюз комитечĕ тăнă, унăн ертÿçи Александр Розов халăхпа ялан çывăх пулнă. Халĕ те çаплах.

Паян Александр Иванович мăшăрĕпе, Людмила Семеновнапа, тивĕçлĕ канура пулнă май, кил-тĕрĕшре аппаланаççĕ. Çу кунĕсенче пахчара ытларах тăрăшаççĕ, хĕлле выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика