Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника тĕрĕслевĕ пуçланать

28 февраля 2009 г.

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн хушăвĕпе (19.02.2009ç. 117") килĕшÿллĕн, кăçал мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен тракторсен, вĕсен прицепĕсен тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсен çулталăкри патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Унăн тĕллевĕ – машинăсен техникăлла хăрушсăрлăх лару-тăрăвне тĕрĕслесе çынсен сывлăхĕшĕн, пурлăха упрассишĕн, тавралăха сыхлассишĕн тăрăшасси. Кунпа пĕрлех машинăсен хисепне тата вĕсем камăн пулнине палăртасси, шута илесси. Çавăн пекех машинăсемпе усă курнă чухне административлă право йĕркисене пăснине чарса лартасси.

Техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма çак документсем кирлĕ:

Предприятисемпе организацисем валли:

1. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнăшăн укçа тÿлени çинчен квитанци е укçа куçарни çинчен поручени.

2. Тракторсемпе прицепсене страхланине ĕнентерекен страховани полисĕ (хăвăртлăхĕ пĕр сехетре 20 километр ытларах пулсан).

3. Техникăшăн налук тÿлени çинчен квитанци е поручени (ял хуçалăх предприятийĕсемсĕр пуçне).

4. Техникăна регистрацилени çинчен документ.

5. Трактористăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни çинчен ĕнентерекен справка.

6. Техникăпа çÿреме ирĕк паракан удостоверени.

Харпăр хăй техника тытакансем валли:

1. Гражданин хăй камне ĕнентерекен документ (паспорт).

2. Техника хуçи пулнине ĕнентерекен документ (техника паспорчĕ).

3. Техникăпа çÿреме ирĕк паракан удостоверени.

4. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни çинчен ĕнентерекен справка.

5. Тракторсемпе прицепсене страхланине ĕнентерекен страховани полисĕ (хăвăртлăхĕ пĕр сехетре 20 километр ытларах пулсан).

6. Техникăшăн налук тÿлени çинчен квитанци (двигателĕн пĕр лаша вăйĕшĕн 7 тенкĕ).

7. Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнăшăн тÿлени çинчен квитанци.

8. Кашни çыннăн идентификациллĕ номерĕ (ИНН) кирлĕ.

Енчен те техникăпа чылай хушă усă курман е техника юрăхсăр пулсан патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцине килсе техникăпа усă курманни çинчен заявлени çырмалла, регистраци паллине (регистрационный номер) инспекцине тавăрмалла.

Предприяти-организацисен, ял хуçалăх кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен тата харпăр хăй техника тытакансен мĕн пур техникăна патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тăрăшмалла, çулталăк хушшинче çак йĕркесене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика