Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха мĕн пăшăрхантарать?

21 февраля 2009 г.

Февралĕн 18-мĕшĕнче районта Информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн çирĕплĕхне ÿстермелли мерăсем çинчен, 2009 çулхи коммуналлă пулăшусен тариф политики çинчен тата Чăваш Республикин уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшу парас ыйтусене тишкерчĕç.

Район çыннисемпе тĕл пулса калаçма Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А.Николаев ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Çав йышра суд приставĕсен Чăваш Республикинчи Федераллă служба Управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Иванов, Шупашкарти строительство материалĕсем туса кăларакан заводăн генеральнăй директорĕ Ю.Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Л.Симуновăн пулăшуçи Н.Лукин, «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн представителĕ О.Белова.

Шупашкартан килсе çитнĕ тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, вырăнти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса канăçсăрлантаракан ыйтусемпе интересленчĕç, хуравсем пачĕç.

Район пуçлăхĕ А.Криков ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче пулнă, Информаци кунĕнчи тĕп ыйтусене пăхса тухнă. Александр Иванович район аталанăвĕпе кĕскен паллаштарнă, малашлăх планĕсем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев 2009-2010 çулсенче район центрĕнче сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕ хута каймалли çинчен пĕлтернĕ, халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнсе каланă.

Район пуçлăхĕн çумĕ И.Л. Хораськин ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхне çитрĕ. Чи малтан Шупашкарти строительство материалĕсем туса кăларакан заводăн генеральнăй директорĕ Ю.Иванов сăмах илчĕ. Юрий Иванович тĕнчипех сарăлнă экономика кризисĕ предприяти-организацисене малалла аталанма май паманни, ĕçсĕрлĕх хуçаланни, халăх коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли хаксемпе кăмăлсăр пулни тата ытти çинчен калаçрĕ.

Çак пулăм Чăваш Республикинче ĕçлесе пурăнакансене, унти заводпа фабрикăсене те пырса тивнине асăнчĕ. Уйрăммăн хăй ертсе пыракан заводри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Ю.Иванов каланă тăрăх, вăл паян унти 600 ытла ĕçлекенĕн ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма майсем тупнă. Пĕчĕк хăвăртлăхпа пулин те, завод продукци кăларать, чăвашра тунă япаласене халăх ырласа туянать. Юрий Иванович Чăваш Республикин правительствин паянхи йывăрлăхĕсене шута илсе чăваш халăхне ĕçлесе пурăнма майсем тăвассишĕн тăрăшнине, малашне те çурт-йĕр çĕклессипе, автомобиль çулĕсем тăвассипе ĕçлеме шухăшланине пĕлтерчĕ. Çавăнпа паянхи саманара пурне те чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, пĕр тĕллевлĕ ĕçлесе пырса йывăрлăхсене парăнтарса пыма чĕнсе каларĕ.

И.Хораськин халăха ăшăшăн тÿлемелли тарифсем хытах пăшăрхантарни çинче чарăнса тăчĕ. Ăшăшăн тÿлемелли çĕнĕ тарифсем тăрăх, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хваттерти кашни тăваткал метршăн (7 уйăхшăн – хутмалли-ăшăтмалли тапхăршăн) 28 тенкĕ те 32 пус тÿлемелле. Республикăри тарифсен служби çак ыйтăва пăхса тухса кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ăшăшăн тÿлессине кашни тăваткал метршăн 46 пус чакарнă.

Иван Лаврентьевич район территорийĕнчи строительство ĕçĕсем çинчен калаçу пуçарчĕ. Экономика кризисне пула район бюджетне (вăл районта анчах мар) пĕчĕклетнĕрен чылай ĕç калăпăшне чакарнă. 2009 çулта планпа килĕшÿллĕн ялсем хушшинчи çул-йĕре 137 километр тăршшĕ тума палăртнă пулсан, кăçал Карăкçырмипе Ачкасси ялĕсенчи урамсене çеç çул хывма май килет. Иртнĕ çул ялсенчи клуб учрежденийĕсене, уйрăмах Хусанушкăнче, Тралькассинче, Хĕрлĕ Чутайра юсаса çĕнетессипе чылай ĕçленине асăнчĕ. Çак кунсенче Тралькассинче спортзал хута кайнине ырларĕ.

Унтан вăл социаллă ыйтусемпе çыхăннă кăçалхи улшăнусем пирки чарăнса тăчĕ. Уйрăм категориллĕ граждансене çутăшăн, газшăн, коммуналлă пулăшушăн тÿленĕ чухнехи çăмăллăхсем вырăнне кăçалтан уйăхсерен укçан парасси çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Пухăннисем умĕнче ЧР Финанс министерствин районти уйрăмĕн начальникĕ А.Ейкова, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Аливанкина тухса калаçрĕç.

Юлашкинчен ял çыннисем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене хускатрĕç. «Нива» ЯХПК тĕп зоотехникĕ Л.Крыцова фермăри ĕçсене çĕнĕ технологипе йĕркеленĕренпе электроэнергие перекетлеме май çукраххи, уншăн тÿлесси ÿссе кайни, çав хушăрах парăмсене сĕт хакĕпех саплаштарма йывăртараххи пирки каларĕ. Çĕнĕ тарифсем хуçалăхсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерни пирки çÿллĕрех шайра пăхса тухма сĕнчĕ. Ял çыннисем вăй питти арçынсем, хĕрарăмсем те эрехпе аташни, сăмакун юхтарса сутакансемпе çирĕпрех кĕрешмелли çинчен сăмах пуçарчĕç.

Кăнтăр иртсен пур ушкăн ертÿçи те райадминистрацинче пĕтĕмлетÿ тунă, ял çыннисем хускатнă ыйтусене тишкернĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика