Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсене сивĕ çанталăк та чăрмав кÿмерĕ

11 февраля 2009 г.

Февралĕн 7-мĕшĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрне» хатĕрленсе Чавал уçланкинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.В.Маловăн парнине çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Çав кун çанталăк хытах шатăртаттарчĕ, сывлăш температури 30 градуса яхăн сивĕ тăчĕ. Çавна май тренерсем йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне урăх куна куçарасси пирки чылай пуç ватрĕç. Юлашкинчен пĕр палăртнă ăмăртăва ирттерме йышăнчĕçех. Сивĕ çанталăка пула шкул ачисене кĕрешĕве хутшăнма чарчĕç, аслă çулхисем вара йĕлтĕр сырса старта тухрĕç.

Спорт уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район пуçлăхĕ А.И.Криков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.В.Маловăн пулăшуçи В.К.Иванов хастар чĕреллĕ йĕлтĕрçĕсене спорт уявне хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕç, кĕрешÿре ăнăçу сунчĕç.

Чи малтанах хĕрарăмсен команди старта тухрĕ. Л.Михуткина (спорт шкулĕ), А.Дадюкова, Н.Сатлайкина (райадминистраци) М.Чобайкина (пенси фончĕ), Л.Шивиркина (редакци) пĕрремĕш тапхăрта ăмăртрĕç. 1, 5 километрлă дистанцире вăй виçрĕç вĕсем. Унтан иккĕмĕш тапхăрпа Ишеккасси ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсен команди тупăшăва тухрĕ. Вĕсем: З.Мерескина, Е.Микишина, Р.Кудюкова, А.Михеева. Пĕтĕмлетÿсем çапларах: 18-29 çулхисенчен Н.Сатлайкина палăрчĕ, 30-39 çулхисенчен – А.Дадюкова, 40-49 – Л.Шивиркина, 60 çултан аслăраххисенчен – Л.Михуткина.

Арçынсем тупăшăва чылаййăн хутшăнчĕç. Вĕсен дистанцийĕ 3 километр. 18-29 çулхисенчен пĕрремĕш вырăна П.Элеменкин (Питĕркасси) çĕнсе илчĕ. 40-49 çулхисенчен В.Дадюкова (спорт шкулĕ) çитекенни пулмарĕ. Ăмăртура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен А.Кузнецов çеç вăй виçрĕ.

50-59 çулхисенчен финиша В.Романов (Утаркасси) пĕрремĕш çитрĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан 73 çула пуснă В.Тиханкин аслă çулхисем хушшинче пĕрремĕш пулчĕ.

Акă камран ырă тĕслĕх илмелле çамрăксен. Ватă çын сывлăх çине ÿпкелешмест, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, хĕлле йĕлтĕрпе чупма кăмăллать.

Уява хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнисене пурне те Н.В.Маловăн премине парса чысларĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика