28 января 2009 г.
Январĕн 23-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕнче йĕкĕреш ачасен уявĕ иртрĕ. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕсене район пуçлăхĕн çумĕ Т.Н.Шереметьева саламларĕ.
Йĕкĕрешсен уявне Çамрăксен çулталăкне халалласа тата Çветтуй Татьяна кунĕпе йĕркеленĕ. Çавна май савăнăçлă мероприятие çамрăк ача амăшĕсемпе ашшĕсене чĕннĕ. Ун пек çемьесем районта сахал мар. Уява вара Туктамăшри Надежда Анатольевнапа Александр Ильич Мидаковсем (вĕсен 5 çулхи хĕр пĕрчипе ывăлĕ), Ачкассинчи Федор Михайловичпа Алина Ивановна Канцеляровсем (вĕсен 5 çулхи ывăлĕсем), Хĕрлĕ Чутайри Александр Николаевичпа Алина Дмитриевна Борисовсем (вĕсен 4 çулхи ывăлĕсем) хутшăнма кăмăл тунă.
Палăртнă вăхăт çитсен конкурса хутшăнакансем хăйсен çемйипе туллин паллаштарчĕç, йĕкĕрешсен кун-çулĕ, вĕсен пултарулăхĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Акă, Канцеляровсен çемйинче 3 ывăл ÿсет. Олег (аслă ывăлĕ) ашшĕ-амăшĕн ĕç биографийĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Арçын ача ашшĕ ăста токарь, амăшĕ пултаруллă учитель пулнишĕн хĕпĕртенине, вĕсемпе мухтаннине каларĕ. Хыççăн А.И.Канцелярова Евгенийпе Никита йĕкĕреш ывăлĕсем çемьешĕн пысăк савăнăç пулнине пĕлтерчĕ. Çемье пуçлăхĕ тĕрлĕ сăлтава пула уява хутшăнаймарĕ.
Туктамăшри Мидаковсем те ĕçлĕ çынсем. Çемье пуçлăхĕ 6 çул районти пушар хурал чаçĕнче ĕçлет, мăшăрĕ – районти «Пирĕн пурнăç» хаçат редакцийĕнче. Вĕсем харăсах хĕрпе ывăл, Динăпа Денис, çут тĕнчене килнишĕн хĕпĕртеççĕ. Хĕр пĕрчипе ывăл ашшĕ-амăшĕн пулăшуçисем пуласса шанаççĕ.
Борисовсен те 3 ывăл ÿсет. Вĕсем пурте ача-пăча садне çÿреççĕ. Ильяпа Георгий пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ, уйрăлми çÿреççĕ. Çемье пуçлăхĕ уява çитеймен, вăл ЧПУ-ри ют чĕлхеçĕсен факультетĕнче 5 курсра вĕренет.
Çемьесемпе туллин паллашнă хыççăн йĕкĕрешсем хăйсем мĕн тума пултарнине кăтартрĕç. Евгенийпе Никита Канцеляровсем чăвашла-вырăсла сăвăсем каларĕç, юрларĕç, алла-аллăн тытăнса «Пингвинсем» ташă ташларĕç. Дина Мидакова хăйĕн амăшне мĕнле юратнине юрăпа палăртрĕ. Герăпа Илья Борисовсем сăвă каларĕç.
Пĕчĕк шăпăрлансем хăйсен çаврăнăçулăхĕпе харсăрлăхне «Мандарин çиесси» конкурсра кăтартрĕç. Чăнах та, йĕкĕрешсенчен пĕри çав-çавах хастар ÿсет иккен. Çав харсăрлăх конкурсра аван курăнса пычĕ.
Çемьесем ытти конкурссенче те вăй виçрĕç. Вĕсем çемье çинчен фотостенд хатĕрленĕ. Унта йĕкĕрешсен пурнăçĕнчи чи интереслĕ самантсем вырăн тупнă. Жюри членĕсем çаксене пурне те шута илчĕç, пĕтĕмлетÿре кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕсене номинацисем тăрăх палăртрĕç. «Чи туслă çемье» ята Мидаковсем тивĕçрĕç, «Чи пултаруллă çемье» номинацире Канцеляровсем çĕнтерчĕç, «Чи илĕртÿллĕ çемье» тесе Борисовсене палăртрĕç, вĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Çемьесене тата уява пухăннисене искусство шкулĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Вырсарни шкулĕнче (ертÿçи И.В. Спиридонова) вĕренекенсем илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Н.Кузнецова, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ М.В.Глухова, районти инвалидсен обществин председателĕ Е.А.Сергеева тата ыттисем те çамрăк çемьесене туслăхра та юратура пурăнма ăнăçу сунчĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"