Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталне кăçалах

24 января 2009 г.

Раççей Федерацийĕн «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма мерăсем çинчен» саккунĕ, улшăнусем кĕртнĕ хыççăн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Унта пурăнмалли çурт е хваттер туянмашкăн илнĕ кредит е займ проценчĕпе тата тĕп парăма татас тĕллевпе амăшĕн капиталĕпе усă курма май пуррине палăртнă.

Малтан амăшĕн капиталĕпе ача виçĕ çул тултарсан çеç усă курма юрать тенĕччĕ. Халĕ вара çурт е хваттер туянма ипотека кредичĕ илнисем, килĕшÿ 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пулсан, унпа пепке çак ÿсĕме çитичченех усă курма пултараççĕ.

Пенси фончĕ амăшĕн капиталĕпе кредит парăмне татас пирки йышăну тумалли тата укçа-тенке куçарса ямалли тапхăра кĕскетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама малтан палăртнă пек улттă мар, виçĕ уйăх уйăрнă. Çĕнĕ саккун малтан йышăннă норма акчĕсене улшăнусем кĕртме хистет. Çавна май РФ правительствин постановленине алă пусасса кĕтмелле. Аса илтеретпĕр: амăшĕн капиталĕн сертификатне 2007 çулхи январь уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вара иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратакан (усрава илекен) çемьесем илме тивĕç. Чи малтан çак капитал виçи 250 пин тенкĕпе танлашнă. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна индексацилеççĕ. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа амăшĕн капиталĕн виçи 299 731 тенкĕ те 25 пуспа танлашнă. Сертификатсенче укçа-тенкĕ виçи тĕрлĕрен пулсан та вĕсен хуçисен кулянма кирлĕ мар. Амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки ыйту (заявлени) çырнă кун тĕлне палăртнă сумма – çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ тивĕçет. Паллах ăна алла памаççĕ. Амăшĕн капиталĕпе хваттер условийĕсене лайăхлатас, ачасене вĕрентес тата амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерес тĕллевпе усă курма пултараççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика