Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грант шучĕпе – 275 пин тенкĕ

14 января 2009 г.

ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармалли муниципаллă программăна пурнăçлама пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ республикăри конкурса хутшăнса Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ грант шучĕпе 275 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Çак укçа-тенкĕне малашлăхлă, экономика енчен кирлĕ бизнес-проектсем валли уйăрнă. Çав шутран пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, халăха йăла пулăшăвĕ парас тытăмсенче, предпринимательствăна аталантарас тĕлĕшпе усă курĕç.

Иртнĕ çулхи ноябрĕн 10-24-мĕшĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна вăйлатас тĕллевпе районта конкурс иртнĕ. Унта Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики 90 пин, "Жилсервис" ТЯО – 70 пин, "Сельэнерго" ТЯО 60 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех В.Н.Савинкин уйрăм предприниматель 55 пин тенкĕне тивĕçнĕ.

Çакă паха – районта предпринимательсен йышĕ ÿссе пырать. 2007 çулта вĕсен хисепĕ 205 çынпа танлашнă. 2009 çул тĕлне вара 218 предпринимателе çитнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика