27 декабря 2008 г.
Çĕнĕ çул уявĕ çын чун-чĕринче малашлăх шанчăкĕ çуратать, ырă кăмăл-туйăм, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт, савăнăç парнелет.
Çавăнпа ăна кашниех çĕкленÿллĕ туйăмпа кĕтсе илме тăрăшать. Çĕнĕ çул елкинче ачасем уйрăмах савăнăçлă: вĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ, тĕрлĕ парнесене тивĕçеççĕ.
Кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Мишеркасси тата Шулю тĕп шкулĕсенчи 20 вĕренекен Чăваш Республикин Президенчĕн елкине хутшăннă. Вĕсем – ача-пăча пĕрлешĕвĕсен активисчĕсем, çамрăк талантсем тата вĕренÿ отличникĕсем. Çав кунхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ елкăра республикăри кашни районтанах шкула çÿрекенсем йышлă пулнă. Пурте тĕрлĕ вăйăсем выляса, юрласа-ташласа, шÿтсем каласа савăннă. Уйрăмах пултарулăхпа ăсталăх кăтартакансем тăван яла парнесемпе таврăннă.
Президент елкине хутшăнни кашни ачан асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"