Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Серенкассинчи ача сачĕ – 5 çулта

10 декабря 2008 г.

Иртнĕ эрне кун Серенкасси ялĕнчи ача сачĕ 5 çулхи юбилейне паллă турĕ.

5 çул нумай та мар, анчах сахал та мар. 5 çул хушшинче кунта çÿренĕ 50 яхăн ача шкул сукмакĕ çине тăнă та ĕнтĕ.

5 çул каялла ача садне Серенкассинчи тĕп шкул çумне çирĕплетрĕç. Иртнĕ çултан вара Серенкассинчи пуçламăш шкул-сад теме пуçларăмăр. Кунти коллектива Анатолий Иванович Тверсков ертсе пырать. А. Тверсков Серенкасси ялĕнче ача садне уçаканĕсенчен пĕри шутланать. Каламалла, хăй вăхăтĕнче унăн Серенкассинче ача сачĕ уçăлтăр тесе сахал мар тăрăшма тивнĕ.

Пуçламăш шкул-садра пĕчĕккисемпе ĕçлеме 2 ушкăн йĕркеленĕ, унта Серенкасси, Калкасси, Ачкасси ялĕсенчи 35 ача çÿрет. Ачасене вĕренÿри пĕрремĕш утăмсене тума пулăшас тĕллевпе воспитательсем тăваттăн – Елена Михайловна Пашкуртова, Зоя Петровна Мидушкина, Оксана Николаевна Андрианова, Зоя Петровна Мидейкина тата вĕсене пулăшаканĕсем виççĕн – Альбина Петровна Патьянова, Олеся Гурьевна Спиридонова, Ольга Николаевна Тихонова тăрăшаççĕ. Ачасене техĕмлĕ апатпа Нина Валерьевна Мокрова сăйлать, ăна Надежда Аркадьевна Капралова пулăшса пырать.

Палăртма кăмăллă, юбилее халалланă уяв программи пуян пулчĕ. Ăна йĕркелекенĕсемпе ертсе пыраканĕсем – Оксана Николаевна Андриановапа Зоя Петровна Мидейкина.

"Лайăх çын пуласси ачаран паллă", – теççĕ ваттисем. Пулас ăру кăмăллă, ĕçчен, ăслă-тăнлă пултăр тесен вара пепкесене пĕчĕклех тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтермелле. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Елена Михайловна Пашкуртова. Вăл ачасен воспитателĕ те, иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче те, çав вăхăтрах вĕсен юлташĕ пулма та хатĕр. Е.Пашкуртова пепкесен тавра курăмне анлăлатассишĕн, вĕсен ăс-хакăлне пуянлатассишĕн вăй-халне те, пĕлĕвне те шеллемест.

Елена Михайловна Пашкуртова Серенкасси ялĕнче 1960 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Ялти 8 класлă шкулта ăс пухнă хыççăн хĕр Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Ача чухнех вăл шкулла выляма кăмăлланă, хăйĕнчен кĕçĕннисене яланах пулăшма тăрăшнă. Тен, çавăнпа та ăна шкулта вожатăй пулма та шаннă.

Е.Пашкуртова 1984-1987 çулсенче республикăн тĕп хулинче 111 " ача садĕнче воспитатель пулса тăрăшнă. Воспитатель специальноçне вара вăл Шупашкарти педагогика училищинче илнĕ.

1988 çул, январь уйăхĕ... Елена Михайловнан тăван района таврăнма тивет. Тракушкăнь ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртанать, Елена Михайловнапа Валерий Иванович пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тупа тăваççĕ.

1988-2003 çулсенче Е.Пашкуртова Сĕнтĕкçырминчи "Çăлкуç" ача сачĕн заведующийĕ пулса тăрăшать.

Пашкуртовсен çемйи СХТ территорийĕнче хваттерте пурăнать, апла пулсан Елена Михайловнана кашни кун ĕç вырăнне çитме çăмăл пулман. Çав сăлтавпах вăл 2003 çулта Серенкасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Калас пулать, Серенкасси ялĕнче ача сачĕ уçăлнинче Е.Пашкуртован та тÿпи пысăк. Шăпах вăл – ку енĕпе пĕрремĕш утăм тăваканĕ. Вăл тăрăшнипех ачасем валли чылай сĕтел-пукан "Çăлкуç" ача садĕнчен куçрĕ.

Паянхи кун Елена Михайловна кĕçĕн ушкăнри ачасен воспитателĕ, 1-мĕш категориллĕ педагог, пепкесене пĕлÿ парас тесе тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕсемпе те усă курать, вĕсенчен ытларахăшне хăй те ăсталать.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ача садĕнче те вĕрентÿ тытăмĕ çĕнелсе, улшăнса тăрать. Воспитатель те çĕннине ăша хывса пепкесене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ парать, чылай мероприяти те ирттерет, унта ашшĕ-амăшне те активлă хутшăнтарать.

Е.Пашкуртова çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстереççĕ.

Елена Михайловна – ырă сăмаха тивĕçлĕ воспитатель, малашне те ачасемпе ĕçлеме унăн паянхи çамрăклăх чунĕ, вăй-хăвачĕ, чăтăмлăхĕ, чуна парса ĕçлес туртăмĕ сÿнмессе шанас килет.

Нина Валерьевна Мокрова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Чубайкина) 1974 çулта Хурапыр ялĕнче кун çути курнă. 1991 çулта Хĕрлĕ Чутай шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 20" профессиллĕ училищĕне çул тытнă. Унта икĕ çул вĕреннĕ хыççăн вăл 4-мĕш разрядлă повар- кондитер профессине алла илнĕ. Ĕç стажне вăл районти "Хĕвел" ача садĕнче пуçланă. 2003 çулта вара Серенкассинчи ача садĕнче ĕçлеме тытăннă.

Н.Мокрова çемйипе Серенкасси ялĕнче пурăнать, мăшăрĕпе, Александр Александровичпа, икĕ ывăл ÿстереççĕ.

Нина Валерьевна хăйне шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ачасене вăл куллен тутлă та пахалăхлă апатпа сăйлама тăрăшать. Çавăнпа та ăна ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ĕçлекенĕсем хисеплеççĕ те.

Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ. Çакна Н.Мокрова маларах асăннă уявра Хисеп грамотине тивĕçни те çирĕплетет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика