Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕччен ÿснĕренех пулĕ Турă 3 ача парнеленĕ

29 ноября 2008 г.

Аннемĕр кунĕ çывхарса пырать. Çак уявра ача çуратса ÿстерессине, çемьери килĕшĕве, кил вучахне тĕрĕс-тĕкел упрассине тĕпе хурса пурăнакан ача амăшĕсене чыслаççĕ. Ку çапла пулмалла та. Аннесем-çке çутă тĕнчене килекен чуна пурнăç парса ĕмĕр тăршшĕпех хăйсен ăшшипе çупăрласа тăраççĕ, пурăнма вăй-хал пиллеççĕ.

Серенкасси ялĕнче пурăнакан Светлана Вадимовна Яруськина та маларах асăннă сăмахсене тивĕç. Вăл çут тĕнчене виçĕ ача парнеленĕ. Пĕрремĕш чун тĕпренчĕкĕ – ывăл, ăна вĕсем Дима тесен чĕнеççĕ. Вăл çут тĕнчене 1999 çулхи ноябрь уйăхĕнче килнĕ. Паянхи кун Дима Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 3-мĕш класра ăс пухать. Иккĕмĕшĕ – Карина. Вăл 2007 çулхи март уйăхĕнче çуралнă. Кĕçĕнни, Ванюк, кăçалхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче, Милици кунĕнче, çут тĕнчене килнĕ. Тен, ÿссе çитсен Ванюк та ашшĕ пекех милиционер пулĕ.

Светлана Вадимовнан мăшăрĕ, Владислав Владимирович, 1974 çулхи майăн 30-мĕшĕнче кун çути курнăскер, Çĕмĕрлери шалти ĕçсен пайĕнче милиционер пулса тăрăшать.

С.Яруськина (хĕр чухнехи хушамачĕ – Фондеркина) 1975 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ишеккасси ялĕнче кун çути курнă. Ачасемпе ĕçлес туртăм пысăк пулнăран вăл 1991 çулта Канаш хулинчи педагогика училищинче вĕренме тытăнать. Светлана Вадимовна Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илет. 1999 çулччен С. Яруськина Шупашкар хулинчи 19-мĕш шкулта кĕçĕн классене пĕлÿ парать.

1999 çулхи январь уйăхĕнче Серенкасси ялĕнче Светлана Вадимовнапа Владислав Владимирович Яруськинсем пĕр çемьене чăмăртанаççĕ. 2001 çулта вĕсем ял пуçламăшĕнчи Çĕнĕ урамра хăйсен хуçалăхĕнче пурăнма тытăнаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ çав çулах Хĕрлĕ Чутайри шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлеме пуçлать, çавăн пекех куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иккĕмĕш специальность илес шутпа филологи факультетĕнче вырăс уйрăмĕнче пĕлÿ пухма тытăнать.

Паянхи кун Светлана Вадимовна 1 çултан иртнĕ Карина хĕрĕпе тата 19 кунхи Ванюк ывăлне йĕркеллĕ пăхса ÿстерес тесе тăрăшнисĕр пуçне, выльăх-чĕрлĕхпе те аппаланать. Яруськинсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: вĕсен кашни çулах икĕ ĕне, пăрупа вăкăр, кроликсем, чăххи-чĕппи... Хушма хуçалăхра пысăк пулăшу паракан çăмăл машинăпа пĕрлех груз автомашини те пур.

2007 çулта, çемьене иккĕмĕш тĕпренчĕк килсен, Светлана Вадимовна амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕç пулнă.

Калас пулать, Светлана Вадимовна çемьере пĕртен-пĕр хĕр ÿснĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ, хăйĕн тĕпренчĕкĕсен тăванĕсем ытларах пулччăр тесе пысăк утăм тунă та вăл.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика