26 ноября 2008 г.
РФ Правительстви Президентăн 2008 çулхи майăн 5-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн вăрçă инваличĕсене тÿлевсĕр автомобильпе тивĕçтерме тытăнчĕ. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче районти 11 вăрçă инваличĕ пысăк парнеллĕ пулчĕ. Унсăр пуçне 5-ĕн автомашина вырăнне 100 пин тенкĕ укçа илме кăмăл тунă.
Палăртмалла, Указа пурнăçласа çак кун республикăри чылай вăрçă участникне тÿлевсĕр автомашинăпа хавхалантарнă. Акă, районта та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсене «Лада-21074» маркăллă автомобиль парса чыслассине савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç. Вăрçă участникĕсем райадминистраци çурчĕ патне колоннăпа килекен автомашинăсене курсан куççульленмесĕр чăтаймарĕç. Мĕн чухлĕ чыс-хисеп-çке Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă паттăрсене.
Район пуçлăхĕ А.И. Криков вăрçа хутшăннă салтаксене мирлĕ пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр тăшманпа паттăррăн çапăçнăшăн, Çĕнтерÿ тунăшăн çак пысăк парнене чăннипех тивĕçлĕ пулнине çирĕплетсе чĕререн тав турĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăн 11 участникне çăмăл автомашина уççине парса чысларĕ, Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне палăртса ватă салтаксене пуç тайса ырăлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Телейлĕ ватăсем – Е.Ф. Захаров, С.Ф.Филиппов (II Хурашаш), Е.И.Васильев (Тракушкăнь), В.М.Петровапа А.И.Лукина, П.А.Андрианов (Утаркасси), В.И.Архипов (Ачкасси), Г.С.Пудейкин, Н.В.Пудейкин (Пухтанкасси), М.И.Анисимов (Пĕчĕк Этмен), Я.П.Григорьев (Ваçкаçырми) автотранспорт парса чысланăшăн хĕпĕртенине пытармарĕç, пурне те тав сăмахĕ каларĕç. Утаркассинчи Вера Михайловна Петровапа (86 çулта) Антонина Ивановна Лукина (85 çулта), парнепе хавхаланнăскерсем, хаяр вăрçă çулĕсене аса илчĕç, çамрăк хĕрсене арçынсемпе тан алла пăшал тытса çапăçу хирне тухма çăмăл пулманни пирки хумханса каласа пачĕç
Источник: "Пирěн пурнăç"