15 ноября 2008 г.
Çак эрнере ял варринче вырнаçнă магазинăн сăн-сăпачĕ улшăнчĕ, аякранах вăл мăнаçлăн та хитрен курăнса ларать. Райпо ертÿçисем тăрăшнипе магазинăн тулаш енĕ хальхи йышши строительство материалĕсемпе илемленчĕ.
Паянхи кун райпо системинче самообслуживани мелĕпе ĕçлекен 5 магазин шутланать: 4-шĕ Хĕрлĕ Чутай салинче, 5-мĕшĕ – Питĕркасси ялĕнче. Вĕсенче яланах таса, хăвна кирлĕ, пахалăхлă тавара туянма та меллĕ. Çитес çултан, çуркуннерен пуçласа, райпо ертÿçисем самообслуживани мелĕпе Серенкасси ялĕнчи магазина та ĕçлеттерме пуçласшăн.
Çапла, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: кивви манăçать, çĕнни вăй илет. Çуркуннеччен вара магазинăн шал енĕ юсанса çĕнелĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"