Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр çиме çич хут тар тăкмалла

22 октября 2008 г.

Ачалăх аса килет.

Анкарти хыçĕнче ДТ-54 йышши трактор кĕрхи çĕртме тăвать. Плуг хыçĕнчен хуп-хура тăпра юхса пырать. «Хурçă ут» рычакне пирĕн кÿршĕ, профессипе техника училищинчен вĕренсе килнĕ Илюш Егоров тытса пырать. «Кил, вырнаç кабинăна, – сĕнет вăл мана, – пĕччен кичемрех». Механизатор трактора еплерех тытса пымаллине ăнлантарать. Виççĕмĕш хăвăртлăх передачипе сухаламалла иккен. Гусеници касă çуррипе пырать-мĕн. Акă, «хурçă ут» штурвалĕ алăра ĕнтĕ. Чун-чĕре хĕпĕртÿллĕ туйăм! Ăна ниçта шăнăçтарма çук!

Вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче вĕренетпĕр. Программăра «Тракторы» предмет та пур. Хĕл каçипе двигатель тытăмне, çул-йĕр правилисене алла илтĕмĕр. Çуркунне пире тăван хуçалăхсене практикăна ячĕç. Правлени йышăннипе юлташăмпа – Ванька Арбузовпа иксĕмĕре Т-40 йышши трактор шанса пачĕç. Фермăран уя тислĕк турттарма хушрĕç. Колхозсенче çав çулсенче бульдозер-экскаватор çукчĕ-ха. Ял çыннисем прицеп çине сенĕк-кĕреçепех тислĕк тиеççĕ. Эпир, «икĕ çамрăк механизатор», пĕр-пĕринпе ылмашăнса хире васкатпăр.

Чăнах та, тракторист пулсах пĕтеймерĕ ун чухне пуринчен те. Эпир çамрăк чухне çапах та тракторист-машинист пулма вĕренекенсем йышлăччĕ. Профессипе техника училищинчен таврăнатчĕç те вĕсем, çанă тавăрса колхоз производствинче ĕçлетчĕç: тыр-пул ÿстеретчĕç, пухса кĕртетчĕç, ытти ĕçсене хастар хутшăнатчĕç. Правительство наградисене тивĕçлисем те сахал марччĕ.

Ĕлĕкрех республикăра çамрăксене валли «Молодой коммунист» хаçат тухса тăратчĕ. Пĕррехинче унăн страницинче «Механизатор с подносом» фельетон вулама тÿр килчĕ. Трапай каччи çинчен сăмах пырать-мĕн. Вăл тракториста вĕренсе тухнă та, тăван хуçалăхра ĕçлеме кăмăл туман иккен. Шупашкара кайса вырнаçнă, «Атăл» ресторанта официантра тăрăшать. Хальхи пурнăçпа илсе пăхсан, пурте лайăх темелле. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ку кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллех марччĕ çав. Механизатора вĕрентме тăкакланă укçа-тенкĕне патшалăх уй-хирте ĕçлеттерсе саплаштарасшăнччĕ.

Ас тăватпăр-ха, Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнчи вăтам шкул пулнă çуртра пĕр вăхăт Етĕрнери лицей филиалĕ ĕçлерĕ. Унта çамрăксене тÿлевсĕр, кăнтăрла вĕри апат çитерсе пĕлÿ паратчĕç. Механизатор профессине алла илекенсем те пурччĕ унта. Тĕрлĕ ялсенчен çÿретчĕç. Анчах кăнтăрлахи апат хыççăн хăш-пĕри класа мар, автостанци çуртне çул тытатчĕ. Каçченех кулса-ашкăнса ларатчĕç яшсемпе хĕрсем. Преподавательсенчен пĕри автостанци ертÿçисене пирĕн курсантсене билет ан сутăр-ха тени те пулнă. Кунта çакна каламалла – нумайăшĕ халăх хуçалăхне кирлĕ професси илессишĕн çунман, вăхăт ирттĕр тесе кăна çÿренĕ.

Паян районти хуçалăхсене çитсен мĕн куратпăр-ха; Пур çĕрте те механизаторсем çитмеççĕ. Çур акине тухас умĕн «Асамат» обществăн Сĕнтĕкçырминчи машина-трактор паркĕнчи механизаторсен калаçăвĕ аса килет. «Трактористсем пур ялта, анчах вĕсем Мускава, Владимир облаçне ĕçлеме тухса каяççĕ, – теççĕ вĕсем. – 20 кун ĕçлесе 20 пин тенкĕ илсе килеççĕ те чăрт! сурса кăна пурăнаççĕ. Эпир пурĕ те виççĕн кăна тăрса юлтăмăр вĕт». Сăмах май, çав виçĕ механизатортан пĕри хуçалăх ертÿçинчен тырă ыйтнă пулать те, лешĕ çапла хуравланă-мĕн: «Йĕтем çинче хальлĕхе çĕрни-пăсăлни çук-ха...» Халăх ĕçне çапла хаклатпăр пулсан, вĕсенчен мĕн ыйтмалли юлать;

Экономика тĕлĕшĕнчен хавшак тетпĕр те, хăш-пĕр хуçалăхсем çав-çавах çĕнĕ техника туянма вăй çитереççĕ. Акă, кăçалхи тăхăр уйăхра 4941, 3 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ агрегат илсе килнĕ. «Путь Ильича» уçă акционерла обществăн машина-трактор паркĕ KLEVER-4, 7 йышши кĕреплепе, тепĕр плугпа пуянланнă. Ку енĕпе «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕ çулленех ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал кунта «ViKinq 6, 3» тата «ViKinq 6, 8» культиваторсем, ПСМ-5 сортировка, SAMAC жатка, топливо заправка тумалли икĕ колонка туяннă. «Свобода» колхоз силос тумалли «Волга-2» комбайнпа пуянланнă. Асăннă ял хуçалăх техникине хăйсен укçи-тенкипе илнĕ.

Инвестици кредичĕпе туянакансем те пур. В.Никитин фермер хуçалăхĕ çак меслетпе усă курса ПСМ-5 сортировка, «Енисей-1800» комбайн хăваласа килнĕ. «Нива» ял хуçалăх кооперативĕнче те техникăна çĕнетсе пырасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал кунта МТЗ-82 трактор, косилка-плющилка, çĕнĕ йышши сортировка, выльăхсене апат валеçсе памалли миксер, тырă вĕтетмелли агрегат, СЗ-8 кĕрепле, ротор косилки илсе килнĕ. Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики икĕ сÿре, икĕ сеялка, погрузчик-экскаватор, плуг туяннă. Çавăн пекех лизинг меслечĕпе Джон–Дир тата МТЗ-82 йышши икĕ трактор илнĕ. Çапла, çапла, чухăнланса юлнă техника паркĕсем пуянланса пыраççĕ-ха. Анчах чылай çĕрте агрегатсене ĕçлеттерме тăрăшакан механизаторсем тĕрмешнине курма çук. Çак професси çыннисем çитмеççĕ районта.

Район администрацийĕн техника енĕпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ Александр Ивантаев каланă тăрăх, кăçал «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕсĕр пуçне ниçта та пĕр çамрăк механизатор та «хурçă гварди» отрячĕн йышне хутшăнман. Пĕр хуçалăхра та! Тĕлĕнмелле вĕт. Атнарти техника паркĕнче вара виçĕ çамрăк кăçал пуçласа ĕçлеме тытăннă. Иккĕшĕ автомашина рулĕ умне ларнă, тепри – сварщик. Вĕсем аслă юлташĕсенчен ăсталăха вĕренсе пыраççĕ. Кунта наставниксем çук мар. Акă, Юрий Татаров, Николай Степанов, Владимир Трифонов трактористсем çĕр ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Шанса панă техникăна юсавлă тытаççĕ. Ĕç – пурнăç тыткăчи пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

«Коминтернти» Илья Пономарев комбайнер çинчен илтнĕ-и эсир; Ăна кăçал район пуçлăхĕ Александр Криков пĕрремĕш каçалăка уçма ирĕк пачĕ. Хăватлă ДОН-1500 йышши «хир карапĕ» Урикасси уйĕнче малтанхи çаврăмсем туни халĕ те куç умĕнчех. Тăрăшрĕ Илья Николаевич, техникăна тухăçлă ĕçлеттерчĕ. Çапла вара 18 пин центнер ытла тĕш тырă вырса çапрĕ. Ăна пулăшакан Николай Лаврентьевăн тÿпи те пĕчĕк мар тунă ÿсĕмре.

Хальхи вăхăтра «Сура», «Путь Ильича», «Асамат» хуçалăхсенче механизаторсем çитмеççĕ. Чăн-чăн патриотсем кăна паян уй-хирте тар юхтараççĕ. Мĕншĕн тесен ĕçшĕн кирлĕ пек тÿлемеççĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин кашни канашлура тенĕпе пĕрех ĕçлекенсене пурлăхпа хавхалантарма сĕнет. Анчах лавĕ халĕ те вырăнтах.

Пире тăрантаракан, тумлантаракан, пурнăç паракан çĕре çамрăксен çĕнетмелле. Урăхла каласан, паян шкулта пĕлÿ пухакансене лайăх вĕренмесен тракторист пулатăн тесе хăратмалла мар. Тырă йывăç çинче ÿсмест, ăна çĕр айĕнчи пурлăха кăларнă пек те алла илме çук. Çăкăр çиме çичĕ хут тар кăлармалла: ана çине тислĕк тăкмалла, лайăх сухаласа çемçетмелле, паха вăрлăх акмалла. Тырра пăхса ÿстерсен тăккаланчăксемсĕр пухса илмелле, тасатмалла, типĕтмелле... Çавна май паян çĕр ĕçне аван пĕлекен çамрăксем кирлĕ. Механизатор вара çĕр хуçи, тыр-пул ÿстерекен. Çак професси çыннисен йышне ÿстермеллех.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика