11 октября 2008 г.
Кăçалхи октябрĕн 9-мĕшĕнче районта кĕрхи культурăсен калчин пахалăхне тĕрĕслесе хак пачĕç. Уйсене пăхса çÿреме тата мĕн курнине пĕтĕмлетме хуçалăхсен ертÿçисене, тĕп агрономĕсемпе инженерĕсене, зооветспециалистсене чĕннĕ.
Семинар-канашлăва “Асамат” обществăн Штанаш уйрăмĕнче пуçлама палăртнă. Ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн ĕçченĕсем ирхине 8 сехет иртнĕ çĕре пурте вырăна çитрĕç. Анчах... “Свобода” колхоз председателĕпе “Асамат” общество директорĕсĕр пуçне 9 сехет тĕлне те ытти хуçалăхсен ертÿçисем килсе çитеймерĕç. Çакă мĕн çинчен калать-ха; Коллективлă предприятисен директорĕсем район влаçне хисеплемеççĕ пулинех. Кунпа пĕрлех вĕсен дисциплина шайĕ анса ларнă. Çÿлерехри органсен хушăвне-чĕнĕвне мĕншĕн хăлхана чикмеççĕ;
“Асамат” уйĕсене унăн директорĕ Геннадий Ишмейкин кăтартса çÿрерĕ. Акă, хуçалăх кăçал кĕрхи культурăсем акма 380 гектар çĕр хатĕрленĕ. Шел пулин те, тăпрана вăрлăх 160 гектар çине кăна варăнтарса хăварнă. Ку вăл планăн 17 проценчĕпе танлашать. Кăçал вара кĕр тыррисене 930 гектар акмалла пулнă. Ку таранччен усăсăр выртнă 104 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
– Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Никодим Матвеев хăйĕн сăмахĕпе мана хăратса пăрахрĕ, – тет Геннадий Николаевич. – Вăл пирĕн çĕрсене туртса илесси пирки пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн хатĕр лаптăках ака агрегатне кĕртмерĕм.
Хуçалăх ертÿçи сахал акнине çак сăлтавпа ăнлантарма пăхать. Анчах ку ыйтупа вăл район пуçлăхĕсемпе калаçман. Çилленнипе çил арманĕ лартма çук вĕт. Çапла мар-и;
“Свобода” колхоз – çулленех тухăçлă тыр-пул пухса кĕртекен хуçалăх. Анатçĕрпÿкассисем 310 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса илнĕ. Çав шутран 185 гектар тулă, 105 гектар урпа. Пурĕ 690 тонна тырă кĕлете кĕртнĕ. Гектар тухăçĕ 27, 9 центнерпа танлашнă. Халĕ кĕр тыррисем 225 гектар йышăнаççĕ. Ку вăл палăртнă чухлех. 102 гектарĕ вара хыт-хура ашкăрса ларнă лаптăк. Паян унта ешĕл калча ешерет. Çур аки пирки те халех шухăшлаççĕ кунта. 150 гектар кĕрхи çĕртме тунă.
“Победа” хуçалăх ертÿçи Павел Любимов ниçта та курăнмасть. Унăн çумĕ Владимир Григорьев каланă тăрăх, вăл ял черетне пăхма кайнă. Вырăнти çынсăрах пĕр пусăна кайса куртăмăр. Калча пахалăхне вăтам хак пама юрать. Ял хуçалăх кооперативĕ кăçал кашни гектартан 14, 8 центнер кăна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Вырма тăсăлса кайнă, тăккаланчăксем пулнă. Ĕçе тĕрĕс йĕркелеменни, ертÿçĕсем халăхпа пĕр чĕлхе тупайманни кашни утăмрах ура хурать. “Аккозинский” ЯХПК пирки те хăпартланса калаçмалли сахал. Туриçĕрпÿкассисем кашни гектартан 15, 9 центнер тухăç илнĕ. Вĕсен кĕрхи культурăсем 200 гектар акмалла пулнă. Шел, 140 гектар е 70 процент кăна акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Усăсăр выртнă çĕрсене пĕр гектар та çаврăнăша кĕртмен. 80 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Ертÿçĕсен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ çителĕксĕрри каялла туртать.
“Нива” хуçалăх калчисем аван. Ăна транспорт таптаса юрăхсăра кăларасран сыхланас тĕллевпе çул хĕррине сухаласа тухнă. Кун пек чухне пĕр машина та ана çине кĕреймĕ.
Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрики кăçал çĕнĕ çĕрсем уçас енĕпе пысăк утăмсем тунине палăртмасăр иртме çук. Халĕ уя тухсан чун савăнать – çу каçипе ĕçлесе хатĕрленĕ лаптăксенче парка калча кĕçеленнĕ. Коллектив кăçал кĕр тыррисем пурĕ 1216 гектар акса хăварнă. Ку вăл палăртнин 152 проценчĕ. Николай Лисаев ертÿçĕ тăрăшнипе механизаторсем 1474 гектар çĕрсене уçнă. Халĕ кĕрхи çĕртме тăваççĕ.
Пантьăк ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче Америкăра туса кăларнă “Johh deere” йышши трактор çĕртме сухаланине те курма пулчĕ. Ăна аслă пĕлÿллĕ инженер-механизатора шанса панă. Агрегат тÿрех виçĕ метр сарлакăш ытла тăпрана кăпкалатса пырать. Оборотный плугпа усă курнă май ĕç хăвăртлăхĕ тата ÿсет. Мĕншĕн тесен трактор ака вĕçне тухсан çаврăнкаласа вăхăта нумай ирттермест. Плуг çаврăннă май вăл килнĕ касăпах каялла каять. “Çакăн йышши пилĕк трактор кăна кирлĕччĕ пирĕн района. Ун пек чухне ака-суха ĕçĕсене агротехникăлла кĕске срокра ирттерме май килĕччĕ”, – хăйĕн шухăшне палăртмасăр тÿсеймерĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Самылкин.
“Путь Ильича” ТЯО уйĕсенче пулнă май çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăчĕ. Шулю çывăхĕнче лаптăка ĕçлесе хатĕрленĕ. Сухаланă майлах вăрлăха та варăнтарса хăварнă. Урăхла каласан, суха агрегачĕ те, ака агрегачĕ те пĕр йĕрпе çÿренĕ. Çакă агротехникăпа килĕшсе тăманнине пĕлетех ĕнтĕ Валерий Сетейкин тĕп агроном. Механизаторсен ĕçне асăрхаса тăма вăхăчĕ çитмен пулинех. Çакă та пăшăрхантарать – вăрлăх ана çине çиелтех нумай выртса юлнă. Хуçалăх Туктамăш çывăхĕнче халиччен усă курман çĕрсене сухаланăччĕ. Унăн пĕр лаптăкне акмасăрах хăварнă. Шулю таврашĕнчи хăйăрлă тăпрана мар, çакăнти хура тăпрана вăрлăх варăнтарса хăварнă пулсан çитес çул тухăç ытларах тухасса шанма май пурччĕ.
“Коминтерн” ЯХПК кăçал 1406 гектар çинчи тыр-пула пухса илнĕ. Гектар тухăçĕ 31 центнерпа танлашать. Атнарсем кĕрхи культурăсене 50 гектар акса çитереймен. Пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкне ÿстерес пулсан хуçалăхăн комбайн туянмалла. Кăçал тырă пуссине тăватă агрегат кăна тухнă. Юрать-ха, чăх-чĕп фабрики хăйĕн комбайнне парса пулăшнă.
Семинар-канашлăва хутшăннисем район уй-хирĕнче курса çÿренине пĕтĕмлетнĕ май ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ Александр Спиридонов çакна палăртрĕ: кăçалхи ĕç çи тăсăлса кайрĕ. Кунта çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсем те, хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем яваплăха туйманни те чăрмав кÿчĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 7136 гектар çинчен тыр-пул пухса илнĕ. Пурĕ 12134 тонна ял хуçалăх культурисем пухăннă. Кашни гектартан 18, 7 центнер тырă тухнă. Ку таранччен 490 тонна сутнă.
Кăçал 5089 гектар кĕр тыррисем акса хăвармаллаччĕ. 3893 гектар е планăн 77 процентне акнă. Хуçалăхсенче 4793 гектар çĕр хатĕрленĕ, çав шутран 2909 гектарĕ малтан усă курманни. Çур акинчи ĕçсен калăпăшĕ пысăк. 6 пин гектар йышăнакан лаптăка çуртрисен вăрлăхне варăнтарса хăвармалла. 1800 тонна вăрлăх кирлĕ. Хальлĕхе хуçалăхсенче çурхи тулă вăрлăхĕ сахал. Паян вăрлăх тасатакан звеносем йĕркелемелле. Кунпа пĕрлех ял хуçалăх культурисене улăштарса илес ĕçе йĕркелесе ямалла.
Ял хуçалăх управленийĕн тĕп экономист-зоотехникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Алевтина Елизарова кăçалхи тăхăр уйăхра районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ.
Семинар-канашлура “Свобода” колхоз председателĕ Валерий Бромбин, “Коминтерн” ЯХПК тĕп агрономĕ Николай Воронов, “Аккозинский” хуçалăх ертÿçи Владимир Устинов, “Дар-Бройлер” фабрика директорĕ Николай Лисаев, ЧР Ял хуçалăх министерствин районти тĕп специалисчĕ Лариса Куропаткина тата ыттисем тухса калаçрĕç, ĕçе лайăхлатма пулăшакан майсене уçса пачĕç. Çакна палăртрĕç – хуçалăхсен ертÿçисен яваплăха ÿстермелле, халăха ĕç укçипе тивĕçтермелле, пурлăхпа хавхалантармалла.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкин 90-мĕш çулсенче районта тĕш тырăсен лаптăкĕ 13 пин гектарпа танлашни çинчен каларĕ. “Кăçал кашни хуçалăха 50-60 гектар ытларах кĕрхи культурăсем акма каларăмăр, – терĕ вăл. – Шел, çакна чылай çĕрте шута илмерĕç”.
Источник: "Пирěн пурнăç"