01 октября 2008 г.
– Кĕр илемĕ мĕнре? – ыйту парсан эпĕ: симĕс калчара, тесе хуравлăттăм, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков.
– Ылтăн тырă кĕлете кĕни, сарă-хĕрлĕ çулçăллă йывăçсен илемĕ савăнтарнипе пĕрлех уй-хире ешĕл те парка калча хуплани чуна хумхантарса-хăпартлантарса ярать. Ял ĕçченĕ çакна лайăх ăнланать: кĕр тыррисене вăхăтра, лайăх пахалăхпа акса хăварни – çитес çулхи тухăç. Сăмах май, кĕрхи культурăсем пирĕн тăрăхра çуртрисенчен вăйлăрах тухăç параççĕ. Çавăнпа та кĕр акине кĕске срокра, пахалăхлă вĕçлеме сĕнеççĕ специалистсем.
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тата «Россельхозцентр» специалисчĕсем районти хуçалăхсен уй-хирĕсене çитсе курнă. Вĕсем ЧР Президенчĕ Н.Федоров ку таранччен усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртме хушни районта мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕсленĕ. Çакна палăртнă: ку енĕпе район кăтартуллă ĕçлет, çĕр хатĕрлессине аван йĕркеленĕ, кăпкалатнă лаптăксене тырă акасси те япăх мар пулса пырать.
Чăнах та, кăçалччен малтан тыр-пул пухса кĕртнĕ уйсем хыт хурапа, ытти çум курăксемпе хупланнăччĕ. Нумайăшĕ малашне вĕсемпе усă курма тытăнасси çинчен шухăшламан та пулĕ. Халĕ, акă, пăр тапранчĕ теме юрать. Николай Федорович каланă тăрăх, кăçал районăн 2900 гектар çĕрсене ĕçе кĕртмеллеччĕ. Чăннипе вара 3015 гектар йышăнакан лаптăка сухаласа çемçетнĕ. Ку тĕлĕшпе Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики уйрăмах аван ĕçленине палăртса хăвармалла. Ку коллектив Пантьăк ял тăрăхĕн çĕрĕсене 1470 гектар тырă акма хатĕрленĕ. «Путь Ильича» обществăн 508 гектар, «Свобода» колхозăн – 175, «Нива» ял хуçалăх кооперативĕн – 194, Ю.Ярадаев уйрăм предпринимателĕн 105 гектар кăпкалатнă çĕр пур. Тĕрĕссипе, «Аккозинский» хуçалăхсăр пуçне пурте ку енĕпе панă заданисене пурнăçланă.
Çаврăнăша кĕртме палăртнă 2300 гектар лаптăка кĕр тыррисем акса хăварнă. Кунта каллех «Дар-Бройлер» коллективне ырăпа асăнмалла. Унта кĕрхи культурăсем акнă лаптăк 1216 гектарпа танлашать. «Путь Ильичара» 339 гектар, «Свободăра» – 175, «Нивăра» 194 гектар акнă.
Патшалăх усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕшĕн хуçалăхсене укçа-тенкĕ тÿлет. Çак тĕллевпе район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе район бюджетĕнчен 1 млн. 900 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 758 пин тенкĕ уйăраççĕ. Урăхла каласан, кашни гектар çĕр пуçне 914 тенкĕ лекет. Паянхи кун тĕлне хуçалăхсене 717 пин тенкĕ ытла тÿленĕ. Ку пĕтĕмпех район бюджетĕнчен уйăрнă укçа. Ыттине кĕрхи культурăсене акса пĕтерни çинчен документсем тăратнă хыççăн параççĕ.
Юлашкинчен мĕн каламалла-ха; Кашни хуçалăхрах ку таранччен усăсăр, çум курăк ашкăрса ÿснĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртессишĕн тăрăшмалла. Çакна пурнăç ыйтать. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров çут çанталăкăн çак пуянлăхĕпе – çĕрпе туллин, пĕлсе усă курма хушать.
Источник: "Пирěн пурнăç"