19 июля 2008 г.
Пурнăçра ырă улшăнусем кашни утăмрах курма пулать. Акă, çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленет, ялсене асфальт çулпа çыхăнтараççĕ, «Таса шыв» программа пурнăçа кĕрет, кашни килте тенĕпе пĕрех «кăвак çулăмпа» усă кураççĕ... Ку питĕ лайăх. Анчах çĕр çинче ĕçлекенĕн нуши-терчĕ мĕн тери йывăр пулнине ялта пурăнакан кашни çын лайăх пĕлет. Çăмăлланĕ-ши вăл малашне;
Пурнăçра ырă улшăнусем кашни утăмрах курма пулать. Акă, çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленет, ялсене асфальт çулпа çыхăнтараççĕ, «Таса шыв» программа пурнăçа кĕрет, кашни килте тенĕпе пĕрех «кăвак çулăмпа» усă кураççĕ... Ку питĕ лайăх. Анчах çĕр çинче ĕçлекенĕн нуши-терчĕ мĕн тери йывăр пулнине ялта пурăнакан кашни çын лайăх пĕлет. Çăмăлланĕ-ши вăл малашне;
Хальхи вăхăтра çĕр туянас текенсем сахал мар. Хула çĕрĕсене, вĕсем питĕ хаклă пулсан та, пуян çынсем илеççĕ. Ял çĕрĕ ял çынни аллинчех-ха. Пай çĕрĕ камăн харпăрлăхĕ пулнине çирĕплетекен свидетельствăсем панă. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсен çĕр лаптăкĕсем пур. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕр вăл питĕ хаклă пурлăх. Тепĕр енчен ăна тата пăхса тăмалла, пулăхне лайăхлатас тĕлĕшпе çуллен ĕçлемелле.
Çапах та çĕр япăхсах пынине палăртмасăр иртме çук. Ученăйсем каланă тăрăх, пирĕн республикăра 30-40 çул хушшинче хура сий 1-2 мм таран юхса кайнă. Хамăр район территорийĕнче те тăмлă тăпраллă çĕрсем сахал мар. Çырма-çатраллă çĕрте вара тăпра пулăхĕ уйрăмах чухăн. Унта тыр-пул тулăх туса илме çук, çум курăк кăна кашласа ларать.
Çĕр чухăнланса юлнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Акă, маларах районти хуçалăхсенче пусă çаврăнăшĕсене йĕркеллĕ тытса пыратчĕç. Хăш культура хыççăн мĕн акса хăвармаллине агрономи науки хушнă пек пурнăçлатчĕç. Халĕ кун пек тума йывăртарах. Пай çĕрĕсем кансĕрлеççĕ. Тĕрĕссипе калас пулсан, пире тăрантаракан тата тумлантаракан çĕр çине хуçа туйăмĕпе пăхакансем сахал паян.
Районта та, ытти çĕрти пекех, уйрăм çынсене усă курма пĕр гектар таран çĕр уйăрса панă. Ку выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме май парать. Анчах та хăш-пĕрисем халĕ те 25 соткă çĕрпе кăна пурăнаççĕ. Мĕншĕн; Аслă ăру çыннисем çапла хуравлаççĕ: «Эпир хамăрăнне ĕçлесе ирттернĕ, пирĕн вăй çук çĕр çинче тăрмашма. Хулари ачасем килсе ĕçлесе парсан çеç...».
Ватăсене ăнланма пулать. Анчах вĕсенчен нумайăшĕн хулара пурăнакан ачисем ял çулне манма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕн хальхи 25 соткине пăхса тăма та вăхăт тупаймаççĕ.
Ял хуçалăхне эрози пысăк сиен кÿни тахçанах паллă. Сухалакан çĕрĕн пысăк пайне шыв ишĕлтерсе юхтарать теççĕ. Эрози авалтанах аталанса пынине пула хальхи вăхăтра çырмасемпе усă курма май килмен вырăнсем чылай. Уйрăмах ишĕлсе пыракан шырлансем ял хуçалăхне пысăк сиен кÿреççĕ. Эрозипе кĕрешнĕ чухне агротехника ĕçĕсем тĕп вырăн йышăнмалла. Тайлăм вырăнсене урлă май тарăн сухаланин, нумай çул ÿсекен курăксем акса çеремлентернин, хĕллехи вăхăтра юр тытнин, вăл ирĕлессине йĕркеленин усси пысăк. Çавăн пекех эрозипе кĕрешес ĕçре çырмасем, юхан шывсем, кÿлĕсем хĕррипе тата тайлăм вырăнсенче йывăçсем лартса ÿстерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шел пулин те, паянхи чухăн пурнăç коллективлă хуçалăхсене агротехника ĕçĕсене анлăн сарса яма чăрмантарать. Саппас пайсем çукки, топливо сахалли ялан ура хурать. Çапах та нумай çĕрте эрозипе кĕрешес ĕçе йĕркелеме тăрăшаççĕ. Сăмахран, «Коминтерн», «Нива», «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕсен, «Свобода» колхоз ертÿçисемпе специалисчĕсем çĕр ĕç культурине çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ. Çамрăк хунавсемпе йывăçсем лартассине анлă сарса янă. Çакă пулăшать те асăннă хуçалăхсене тыр-пул тухăçне ÿстерме.
Анчах та районта тырă сахал туса илекенсем те çук мар. «Авангард», «Путь Ильича» тата ытти хĕш-пĕр хуçалăхсенче агротехникăна çирĕп тытса пынипе мухтанаймаççĕ. Çĕр вара чĕрĕ япала. Унăн биологийĕ, чунĕ пур. Ăна тăрантармасан, лайăх пăхмасан вăл пысăк тухăç парасса шанма çук. Торф, тислĕк тăксан кăна, минерал удобренийĕсемпе усă курсан çеç хăйĕн уссине кăтартать.
Çĕр пирки темиçе саккун та тухрĕ ĕнтĕ. Вĕсен тĕллевĕ – çĕрпе тĕрĕс хуçаланмалли майсем туса парасси, тăпра пахалăхне ÿстересси, ял хуçалăх продукцийĕ нумайрах туса илесси, çĕре упрасси... Саккунсем пурнăçа кĕрсен ял хуçалăхĕ аталанса каясса шанма пулать. Акă кăçал кăна халиччен усă курман чылай лаптăка çаврăнăша кĕртме хатĕрленсе сухаласа пăрахрĕç. Кĕркунне çав лаптăксене пĕтĕмпех акса хăварсан ку ял хуçалăхĕнче çирĕп утăм тума пулăшĕ.
Хальлĕхе вара хресчен умĕнче татса паман ыйтусем чылай. Кунта ял çыннисем хăйсем туса илнĕ продукцие ниçта вырнаçтараймасăр аптăрани пирки те чарăнса тăмалла пулĕ. Вăл çулсерен тухăçлă çĕр улми туса илет тейĕпĕр. Шел, ăна ниçта та йышăнмаççĕ. Çакăн пек пăтăрмахсем хресчене тарăхтараççĕ, ума çĕр тĕрлĕ ыйту кăларса тăратаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"