Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Именкасси шкулĕнчи право сехечĕсем

21 марта 2008 г.

Мартăн 12-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 12-мĕшĕччен районти шкулсенче “Милици тата ачасем” акци пырать. Право пĕлĕвĕсен уйăхлăхне ирттерме 5 ушкăн туса хунă. Вĕсем шкулсене графикпа килĕшÿллĕн çитеççĕ, педагогсемпе тата вĕренекенсемпе çавра сĕтелсемпе право сехечĕсем йĕркелеççĕ. Акă, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çав тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕн заведующийĕ Т. В. Иванова тата районти шалти ĕçсен пайĕн çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ И. А. Никифоров Именкассинчи вăтам шкулта пулчĕç. Татьяна Вячеславовна малтанах 5—7 классенче вĕренекенсемпе “Айăпсăр çухату” темăпа право сехечĕ ирттерчĕ. Вăл хăйĕн калаçăвĕпе ачасене интереслентерме пĕлнĕрен лешсем алă çĕклесех ыйтусене хуравларĕç.

Унтан шкулăн акт залĕнче 9—11-мĕш классене пĕлÿ пухма çÿрекенсемпе те право сехечĕ йĕркелерĕç. Теми — “Ку пулмасан та пултарнă”. Шкул ачисем çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен И. А. Никифоров инспекторпа Т. В. Иванова психолог сăмахне тимлĕн итлесе ларчĕç. Ахăртнех, вĕсем право йĕркине пăхăнасси пирки уççăн калаçни пурне те тарăн шухăша ячĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика