Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче

19 февраля 2008 г.

Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Именкасси вăтам шкулĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Спорт уявне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов, йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕ М. Магазеев, ватă йĕлтĕрçĕ К. Шачкин, уяв спонсорĕ З. Тарасова хутшăнчĕç.

Кĕçĕн класс хĕр ачисем 600 метра чупрĕç. Пĕрремĕш классенчен малти виçĕ вырăна М. Никитина (4.50 минут), О. Яковлева (6.22 мин.), Д. Анисимова (6.45 минут) тухрĕç. 2—4-мĕш классенчи хĕр ачасенчен çак дистанцире Ю. Гаврилова (3.50 минут), Н. Бойцова (4.23 минут), Ю. Владимирова (4.35 мин.) çĕнтерчĕç.

Кĕçĕн классенчи арçын ачасем 1 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. 1—3 вырăнсене А. Тимофеев (4.00 мин.), В. Никитин (4.07 мин.), Д. Осиповпа В. Кузнецов (4.21 мин.) йышăнчĕç.

Вăтам классенчи арçын ачасем 2 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта А. Сорокин (6.55 мин.), Никита Яковлев (7.08 мин.), Николай Яковлев (7.25 мин.) палăрчĕç.

Çак ÿсĕмри хĕр ачасем асăннă дистанцирех парнесемшĕн кĕрешнĕ. Пьедесталăн картлашки çине Л. Яковлева (5.11 мин.), А. Михайлова (5.21 мин.), Ю. Петрова (6.21 мин.) хăпарма пултарнă.

Аслă классенче вĕренекен хĕрсем 1 километрлă дистанцире вăй виçнĕ. Кунта А. Яковлева, Ю. Александрова, А. Терентьева лайăх вăхăт кăтартнă.

Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен А. Петров, Н. Осипов, А. Осипов палăрнă.

Мала тухнисем хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ. Спорт уявĕпе пурте кăмăллă юлнă.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика