Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн питĕ лайăх

22 января 2008 г.

В. А. Павлов — “Родник” ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕн ертÿçи. Вăл Кĕçĕн Чуллăран. Асăннă кооператив иртнĕ çул варринче йĕркеленчĕ. Кĕске хушăрах халăха 1310 центнер сĕт вырнаçтарма пулăшрĕ. Анчахрах пирĕн корреспондент Владислав Анатольевичпа тĕл пулса калаçнă.

— Владислав Анатольевич, эсир хăюллă çын пуль тетĕп. Кирек кам та хăй çине çавăн пек яваплăх илме хăю çитерейместех. Хăвăр тăрăхра ял хуçалăх потребителĕсен кооперативне йĕркелесе яма Сире мĕн хистерĕ-ха?

— Сăлтавĕ паллă. Пĕрре ĕç тивĕçмест, тепре ял çыннисене хăйсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарма нуша пулни. Вĕсене çакăнта пулăшас шухăш çуралчĕ те. Патшалăх çĕр-шывра “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне ĕçе кĕртме йышăннине, ун шучĕпе ял çыннисене харпăр хăй килĕнче туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшакан кооперативсем туса хума май туса панине эпĕ чĕререн ырлатăп. Пĕр 10—15 çул маларах çапла йышăннă пулсан тата лайăхрах пулатчĕ те. Анчах… халĕ çав çухатнă вăхăта каялла тавăраймăн ĕнтĕ.

— Ĕçе мĕнрен пуçăнтăр тата Сире çакăнта кам пулăшу пачĕ?

— Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Васильев хамăр енче ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелес ыйтупа ĕçлеме пуçăнма сĕнсен, çывăхри ялсене çитсе çынсемпе канашласа пăхрăм, ĕç тухать пек туйăнчĕ те, района килсе, ял хуçалăх пайне кĕтĕм. Кунта мана М.Васильев тĕп экономист кирлĕ документсене хатĕрлеме нумай пулăшрĕ. Вăл тăрăшнипех “Родник” кооператив йĕркеленчĕ, тавтапуçах Михаил Васильевича çавăншăн.

— ЧР Президенчĕ кашни ял тăрăхĕнчех ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелемелли пирки каланăччĕ. Пирĕн районта хальлĕхе Карай, Мăн Шетмĕпе Пикшик тăрăхĕсенче вĕсем çук-ха. Владислав Анатольевич, Эсир ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелес шухăш тытнисене мĕн сĕннĕ пулăттăр-ха?

— Чи малтанах çав çыннăн пуçаруллă та çирĕп кăмăллă тата тÿрĕ чунлă пулмалла. Ĕçе тытăнтăн тăк унталла-кунталла вылянмалла мар, ăна вĕçне çитермелле, халăх шанăçне ĕçпе тÿрре кăларассишĕн тăрăшмалла. Çавăн чух сирĕн пата ăнăçу килетех.

— Эсир хальхи вăхăтра миçе ĕне усратăр-ха?

— Пирĕн килте 3 ĕне. Иккĕшĕ пăруланă ĕнтĕ.

— Халăхран куллен мĕн чухлĕ сĕт пухатăр тата ăна ăçта ăсататăр?

— Сĕте кун сиктерсе пухатпăр, халĕ сĕт пăсăлмасть те. Икĕ кунра 2, 5 тонна сĕт пухатпăр. Эпир 6—7 ял халăхне сĕт вырнаçтарма пулăшатпăр. Çакăнта мана пулăшакан тепĕр 2—3 çын пур. Бухгалтери ĕçĕсене туса пыма хунеме пулăшать. Пухнă продукцине Мари Республикинчен тата Çĕмĕрлерен килсе илсе каяççĕ.

— Сирĕн мĕнле те пулин техника пур-и?

— Çапла. Пĕлтĕр кĕркуннепе, “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ шучĕпе Перекет банкĕ урлă çăмăллăхлă кредит илсе, Беларус 952 трактор туянтăм. Унпа халăха тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама пулăшатăп.

— Калаçушăн тавтапуç, 2008 çулта ÿсĕмлĕрех вăй хума ырлăх-сывлăх сунатăп Сире, Владислав Анатольевич.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика