23 октября 2007 г.
çапла хак пачĕ Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров октябрĕн 18-мĕшĕнче “Çĕрпÿ — Красноармейски” — Шывпуç — Еншик Чуллă — Санькасси çула уçнă чухне санькассисемпе пĕрремĕшçĕньялсем умĕнче каланă сăмахра.
Николай Васильевича ку ял çыннисем хапăл туса йышăнчĕç. Чунĕсенче ырă-çке: тахçантанпах кĕтнĕ асфальт çула республика тата район ертÿçисем пулăшнипе туса пĕтерни чăннипех савăнтарать. Президент калани вĕсенче татах хавхалану çуратрĕ. “Çул пурри ял экономикине тĕреклетме май парĕ. Ăçта лайăх çул, çут çанталăк газĕ, ĕçмелли таса шыв пур, унта пурнăç вĕресе тăрĕ, пуянлăх хушăнсах пырĕ”, — палăртрĕ Николай Васильевич. Вăл кунпа пĕрлех тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿри çул-йĕр ăстисене пахалăхлă та хавхалануллă ĕçшĕн тав турĕ, пĕрле кÿлĕнсен, кирек епле ĕçе те ăнтарма пулнине асăнчĕ, ял çыннисене вара строительсен тăрăшулăхне хаклама, çула упрама чĕнсе каларĕ.
Президентăмăра çула туса пĕтерме кÿнĕ пысăк пулăшушăн тав туса Еншик Чуллă ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Н. Ф. Петрова, Санькасси ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ К. А. Афанасьев сăмах илчĕç. “Аттесен халалĕ тинех пурнăçланчĕ. Пирĕн пĕчĕк яла та пысăк тĕнчепе çыхăнтарнăшăн тавах Николай Васильевича”, — терĕ Константин Афанасьевич.
“Çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа усă курса, районти ялсене пахалăхлă çулсем çитерме кăçал 15 çухрăм тăршшĕ дамба хăпартрăмăр”, палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ директорĕ А. Н. Федоров.
Президента Еншик Чуллă вăтам шкул ачисем те саламларĕç, чĕрĕ чечексем, парнесем кÿчĕç. Çул урлă карнă хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн николай Васильевич ял çыннисенчен ĕçĕ-хĕлĕ, нуши-терчĕ пирки ыйтса пĕлчĕ, вĕсемпе пĕрле сăн ÿкерттерчĕ.
Унтан республика пуçлăхĕ тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре пулчĕ. А. П. Афанасьев директорпа С. Л. Молотков тĕп агроном ăна хăйсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем кăçал та сумлă: 155 гектартан гектар пуçне 212, 6-шар центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ, ĕçлекен кашни çын пуçне 400-шар пин ытла тенкĕлĕх продукци илнĕ. 3298 пуç сысна та усраççĕ кунта. Президент агрофирмăри “иккĕмĕш çăкăр” сортлакан пунктра, сысна самăртмалли цехра пулса курчĕ, кадрсем — тивĕçлĕ пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрлессипе Чăваш ял хуçалăх академийĕпе таччăнрах çыхăнса вăй хумаллине палăртрĕ.
Николай Васильевича тулли мар яваплă “Чесла” тата “Чесла-АСТ” пĕрлешÿсенче те интереслĕ тĕл пулусем кĕтрĕç. Вĕсем йĕркеленни 2—3 çул кăна-ха, анчах аталану çулĕ çине çирĕппĕн тăрса пыраççĕ. Калăпăр, малтанласа 25-ĕн ĕçленĕ пулсан, халĕ икĕ ку пĕрлешÿре 170 çын ытла вăй хурать. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6 пин ытла тенкĕпе танлашать. “Чеслăра” пĕлтĕр, сăмахран, 150 пин мăшăр ытла (8894 пин тенкĕлĕх), “Чесла-АСТра” 332, 2 пин мăшăр атă-пушмак хатĕрленĕ, вĕсене Хусан, Магнитогорск, Ĕпхÿ, Пенза, Астрахань хулисем таранах ăсатнă. Президент цехсенче пулса вĕсенче ĕçлекенсемпе, “Чесла” директорĕпе Г. В. Ананьевапа тата пĕрлешÿ учредителĕпе Ю. А. Дурасовпа сăмахланă май, Красноармейскинчи ку пĕрлешÿре туса кăларакан атă-пушмак пахалăхĕ ятлă-сумлă предприятисенчинчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, лайăхрах та пахалăхлăрах та иккенне палăртрĕ.
Кăнтăрла иртсен, Н. В. Федоров Президент Заволжски ЛПУМГ клубĕнче район активĕпе курнăçрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял старостисем унăн республикăри ырă пулăмсемпе малашлăх тĕллевĕсем пирки каланă сăмахне тимлĕн итлерĕç. Республика пуçлăхĕ района çул-йĕр тума кăçал çеç 367 миллион тенкĕ панине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕнчи бассейна тума Чăваш Республикин бюджетĕнчен 40 миллион тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. Çак хыпара пухăннисем алă çупса йышăнчĕç. Президент малалла тăван района юратакан, яланах творчествăлла шыравра пулма тимлекен çамрăксене ĕçе явăçтарассипе нумайрах вăй хумаллине, “Ĕçмелли таса шыв” программăна тĕллевлĕн пурнăçа кĕртессипе тимлемеллине, физкультурăпа сиплев комплексне тухăçлă ĕçлеттермеллине, çулсем çинчи юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаллине (“Заволжский” клуб çывăхĕнче те), кашни çынра чăн-чăн хуçа туйăмне вăратса амалантарса пымаллине каларĕ. Унтан Чăваш Ен Президенчĕ ыйтусене хуравларĕ. Вĕсем район центрĕнчи юхăннă ăшă трассине улăштарассипе (“12 миллион тенкĕ кирлĕ”, В. Л. Петров, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх директорĕ), Пайсупин ялне çитме 500 метр асфальт çул сарассипе (П. Н. Яковлев, ял старости), районти тĕп больницăри апат-çимĕç блокне тăвассине вĕçлессипе (И. В. Мадянов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ; сăмах май, тĕл пулусене унăн ĕçтешĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. В. Андреев та хутшăнчĕ), шкулсен пурлăхĕ çине хуракан налук енĕпе çăмăллăхсем парассипе (Г. И. Юлмасова, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ), ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк предприятисене пулăшу кÿрессипе (Ю. В. Степанов, “Пинер” ООО директорĕ), Красноармейски ялĕнче пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме çĕр уйăрассипе (С. А. Александров, Заволжски ЛПУМГ директорĕ), хуçалăхсене кредитсем илме пулăшассипе (В. И. Петров, “Волит” ООО директорĕ), шкул патне çитерекен çула йĕркене кĕртессипе (С. М. Николаева, КСОШ-2 директорĕ) çыхăнчĕç. Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов вара Президент сывă пурнăç йĕркине епле тытса пынипе интересленчĕ.
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев Николай Васильевича Трак ен çыннисен ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕ, районта пурăнакансем Чăваш Ен ырлăхĕшĕн малашне те ырми-канми вăй хурасса палăртрĕ.
Тĕл пулу вĕçĕнче тăрăшуллă ĕçшĕн сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденири В. Н. Алексеев врач, Еншик Чуллă вăтам шкул директорĕ Т. А. Беззубова тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ П. И. Николаева Н. В. Федоров Президент аллинчен наградăсем илчĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)