Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пултарулăхĕ уççăн тапса тăни палăрчĕ

17 июня 2016 г.

Халăх пултарулăхĕ уççăн тапса тăни палăрчĕ

Чăвашсем мĕн авалтан çурхи уй-хир ĕçĕсем хыççăн пĕрле пухăнса ăна пĕтĕмлетнĕ. Ырă çак йăла-йĕрке халĕ те манăçмасть. Çитменнине чылайранпа пулман сиплĕ çумăр та çуса пачĕ. Июнĕн 11-мĕшĕнче, шăматкун, Раççей тата Чăваш Республикин кунĕсем умĕн Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнчи “Факел” стадионта районти 64-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй иртрĕ. Хальхинче ăна Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине, Раççейре — Кино, Чăваш Енте — Ĕç çыннин, Красноармейски районĕнче Э. М. Юрьев çулталăкне паллă тунипе çыхăнтарчĕç. Уяв вырăнĕ ир-ирех вăранчĕ. Юрă-кĕвĕ янăрарĕ, суту-илỹ точкисем хăйсен ĕçне кỹлĕнчĕç. Акатуй ирттермелли уçланкăна илемлĕн капăрлатнă. Тĕп сценăна Раççейре — Кино, Чăваш Енте — Ĕç çыннин тата хамăр районти Э. Юрьев çулталăкне палăртса илемлетнĕ. Уяв уçланкинче — Акатуй, сценăн сулахай енче — Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн ялавĕсем. 10 сехетре, Раççейри — Кино, Чăваш Енри — Ĕç çыннин тата Трак енри Э. М. Юрьев çулталăкне халалласа, “Çын ĕçпе мухтавлă” лапам уçăлчĕ. Кунта “Паллă Элли Юрьев ỹнерçĕне — 80 çул”, Элли Михайлович К. В. Ивановăн “Нарспи” поэмине сăнланă тата “Çемье гербĕ” ỹкерчĕксен кĕтесĕ-куравсемпе, “Кинобутик салонĕпе”, “Халăх поэтне Ю. Сементере — 75 çул”, “Çын ĕçпе мухтавлă” тата “Халăх ăстисен тăкăрлăкĕ” кĕтессемпе паллашма май пулчĕ. “Ял тăкăрлăкĕ” лапам “Чи тутлă çăкăр”, “Çĕр улмирен хатĕрленĕ чи лайăх блюдо” конкурссене йыхравларĕ. Хăнасене кĕтсе илнĕ хыççăн вĕсем тата район ертỹлĕхĕ, предприяти-организаци ертỹçисемпе пултарулăх ушкăнĕсем тĕп уçланкăна утса çитрĕç. Культура ĕçченĕсем “Ниме” театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Пĕлтĕрхи евĕрех, праçнике Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенĕсем килнĕ. Ку хутĕнче вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ушкăнĕ те (ертỹçи — хамăр ентеш В. Егоров) хутшăнчĕ. 11 сехет иртсен сцена çине уява ертсе пыракансем — Н. Филипповапа А. Григорьев тухрĕç. Вĕсем праçнике уçма район пуçлăхне О. Димитриева тата район администрацийĕн пуçлăхне С. Молоткова йыхравларĕç. Олег Васильевич хăй тата район депутачĕсем ячĕпе пухăннисене ыр сунса саламланă хыççăн Раççей, Чăваш Республикин, район Гимнĕсем янăрарĕç. Çав хушăра “Таябинка” агрофирма механизаторĕ Ю. Васильев, “ВОЛИТ” ООО-ри ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен Г. Петрова оператор тата “Таябинка” агрофирма тĕп зоотехникĕ Н. Петрова Раççей, Чăваш Республикин тата район Ялавĕсене çĕклерĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрне О. Маркова сăмах параççĕ. Олег Иванович район çыннисем ялан ĕçпе палăрнине каларĕ, праçнике пуçтарăннисене Акатуйпа саламларĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн саламне вуласа пачĕ. Унтан вăл “Таябинка” агрофирмăн тĕп зоотехникне Н. Петрована “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ” хисеплĕ ят панине ĕнентерекен паллăпа, “Красное Сормово” ООО-н генеральнăй директорне Т. Иванована тата “КЕТРА” заводăн ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн инженерне А. Михайлова ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе, Г. Власована, Д. Ефимована, Л. Николаевана “Ĕç ветеранĕн” удостоверенийĕпе, В. Васильева ХФХ-ĕнчи машинăпа ĕне сăвакан Л. Васильева оператора, “Звездочка” ача садĕнчи И. Матвеева воспитателе, “Нива” ЯХПК-ри О. Николаева бухгалтера пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн социаллă тỹлев пани çинчен калакан свидетельствăпа чысларĕ. Микрофон умĕнче — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. Андреев. Валерий Витальевич сумлă ĕçшĕн “ВОЛИТ” ООО генеральнăй директорĕн çумне, район Пухăвĕн депутатне В. Петрова, Пикшикри ветеринари участокĕн ветфельдшерне В. Скворцована, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторне Ю. Борисова — ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, “Заволжский” клуб заведующине П. Владимирована ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хутне, “Досаево” ЯХА-н механизаторне С. Антонова, “Нива” ЯХПК-ри сĕт-çу фермин заведующине Е. Гаврилова, “Таябинка” агрофирмăри В. Иванов механизатора “Единая Россия” партин Чăваш Енти уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕ. Республика Правительстви ячĕпе Красноармейскисене ЧР вĕрентỹ министрĕн çумĕ С. Кудряшов ыр сунчĕ, “Красное Сормово” ООО-ри А. Никитин тракториста, В. Васильева ХФХ-ĕнчи ферма заведующине И. Петрована, “Красное Сормово” ООО-ри В. Сергеева пăру пăхакана ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, “Караево” ООО-ри Е. Серафимова тĕп бухгалтерпа Г. Спиридонов инженера ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав хутне, Чатукассинчи ветерансен çуртĕнчи С. Иванова социаллă ĕçчене ЧР Ĕçпе социаллă хỹтлĕх министерствин Тав хутне, ЖКХ-ри Н. Исакова эколога ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Тав хутне, патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникне Ю. Иванова ЧР патшалăх технадзорĕн инспекцийĕн Грамотине пачĕ. РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев ячĕпе уява пынисене ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев пур кăмăлтан ăшшăн саламларĕ, ЖКХ директорне В. Егорова, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председательне Г. Ефимова, “Красное Сормово” ООО директорне С. Иванова, Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн менеджерне В. Петрована “Единая Россия” партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе, район администрацийĕн сектор заведующине Л. Ильинана ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн Грамотипе чысларĕ. Сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков илет. Сергей Львович район ĕçченĕсем кăçал 10453 гектар çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем, 442 гектар çĕрулми, 65 гектар пахча çимĕç акни-лартнине пĕлтерчĕ. Районĕпе пурĕ çавăн пекех аш-какай — 712, сĕт 2667 тонна туса илнĕ. Кашни ĕнерен 2013 килограмм сĕт сунă, ку тĕлĕшпе “Красное Сормово”, “Караево”, “ВОЛИТ” хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Халĕ, ав, çумăрсем хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вăй илсе пырать. Çураки-2016 итогĕсемпе хуçалăхсем хушшинче малти 3 вырăна “Караево”, “Красное Сормово” ООО-семпе “Таябинка” агрофирма, хресчен фермер хуçалăхĕсенчен Э. Иванов, В. Ермаков тата В. Платонов ХФХ-ĕсем йышăннă. Вĕсене Акатуйра Дипломсемпе чысларĕç. Комисси “Досаево” ЯХА, “ВОЛИТ” ООО, А. Игнатьев, В. Васильев, В. Шумилов, В. Ильин, В. Степанов ХФХ-ĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттернине палăртнă. “ВОЛИТ” ООО-ри Г. Г. Петрова техник-осеменатор “Чемпион выльăх пăхакан-2016”, “Таябинка” агрофирмăри Ю. Н. Васильев “2016 çулхи çур аки чемпионĕ” ятсене тивĕçнĕ. Галина Геннадьевнапа Юрий Николаевича чемпионсен хĕрлĕ хăйăвĕсемпе, Дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Вунă хастара районти Хисеп хăми çине кĕртме йышăннă, вĕсене çакна ĕнентерекен свидетельствăсем пачĕç, çав йышра — “Композит 21” ООО директорĕ Г. Афанасьев, “Заволжский” клуб заведующийĕ П. Владимирова, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов, Красноармейскинчи вăтам шкулти Л. Илларионова учитель, “Красное Сормово” ООО тĕп инженерĕ В. Кузьмин, “Таябинка” агрофирма тĕп агрономĕ Е. Николаева, район Пухăвĕн депутачĕ, ЗЛПУМГ-ри Л. Павлов трубопроводчик, Заволжски ЛПУМГ-ри ĕçсен аслă производителĕ-аварисене пĕтерекен управлени уйрăмĕн ертỹçи Ю. Петров, “Караево” ООО-ри В. Пименов водитель, З. Семенова врач. Акатуйра район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе ĕç династийĕсене те чысларĕç, çав шутра Клементьевсем (Упи ял тăрăхĕ, медицина ĕçченĕсем, пĕрлехи ĕç стажĕ — 134 çул), Куликовсем (Алманч ял тăрăхĕ, механизаторсем, пĕрлехи ĕç стажĕ — 450,5 çул), Платоновсем-Свинцовсем (Красноармейски ял тăрăхĕ, товароведсем, пĕрлехи ĕç стажĕ — 198). Малалла пĕрлештернĕ хор “Хороводная” (сăмахĕсем — В. Долговăн, кĕвви А. Михайловăн), “Пирĕн ял садĕнче” (сăвви — В. Урташăн, кĕвви — Л. Щегольковăн) тата чăваш халăх юррине — “Лутраях та шĕшкĕ” шăрантарчĕ. Унтан Чăвашпотребсоюз представителĕ Л. Абрамова (Р. Афанасьева сутуçăпа Е. Батракова повара Хисеп грамотисем, райпона (ертỹçи — Р. Николаева) Дипломсем парса хавхалантарчĕ), “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Львов (Алексей Николаевич çак йĕркесен авторне ентешлĕхĕн “За дружбу и верность” медалĕпе наградăларĕ), Мари Эл Республикинчи хамăрпа ăмăртакан Морки, çавăн пекех Вăрнар, Муркаш, Шупашкар, Çĕрпỹ районĕсен делегацийĕсем ăшшăн саламларĕç (парнесем кỹчĕç). Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ О. Суховетрюк 9 çынна Хисеп грамоти, 7 çынна Тав хучĕ, 32 çынна Тав çырăвĕ пачĕ. Унтан Акатуйăн концерт программи пуçланчĕ. Сцена çинче “Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен “Юность” халăх ташă ансамблĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Федорова) тата “Капельки” вокал ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ (ертỹçи — М. Дробанова), Моркисем, Çĕрпỹсем, хамăр тăрăхри пултарулăх ушкăнĕсем пулчĕç. Концерта “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Уявра спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Спорта юратакансем дартсра, пауэрлифтингра, волейболла, шашка-шахматла выляса, пĕрене çинче “михĕсемпе çапăçассипе”, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, боксра, панна-футболра тата ял тăрăхĕсен командисем вĕрен туртассипе тупăшрĕç. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика