22 марта 2016 г.
Еншик Чуллăри педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Нина Яковлевна Лаврентьевапа унăн килĕнче сăмах çăмхине сỹтсе ларатпăр эпир. Хăй ĕмĕрĕнче мĕн кăна курма тивмен ăна. Темĕн те астăвать. Иртнĕ тапхăрти кашни ỹкерчĕке куç умне кăларать. Иртнĕ пурнăç — Манăн йăх-несĕлсен шăпи питех те интереслĕ, — калаçăвне малалла тăсать Нина Яковлевна, — аннене Ольга Дмитриевна Дмитриева тесе чĕннĕ. Вăл 1893 çулта Супарта çуралнă. Çемьере ултă хĕр çитĕннĕ вĕсем: Хĕветỹç, Таня (Кĕçĕн Чуллăна качча килнĕ), Кристина (Шăхале качча кайнă), Евдокия 83 çула çитиччен пурăннă, качча кайман, трамвай айне пулнипе урине татма тивнĕ унăнне, “патак ура” тенĕ ăна, 1905 çулта çут тĕнчене килнĕ Ольга çемье тĕвĕлемесĕрех Супар ялĕнче ĕмĕрне ирттернĕ. Мăнакăн, Евдокийăн, вĕренес туртăмĕ питех те пысăк пулнă. Пуçламăш пĕлỹ илтĕр тесе ăна кукаç лашапа Упине леçсе хăварнă. Кунта вăл тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Каярах çакă хăйне питех те кирлĕ пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем аннепе иккĕшĕ Хусанта пĕр пуян патĕнче прачечнăйра ĕçлесе пурăннă. Çунă кĕпе-йĕме лашапа Хусан тăрăх валеçсе çỹренĕ. Чыслă ĕçшĕн хуçисем хушма укçа панă, тет. Каярах мăнак Иртеменкассинче тата икĕ çул вĕреннĕ. Ку вăл вăхăтшăн самаях пысăк пĕлỹ пулнă. Питех те ăслă пулнă Евдокия, ăна никам та чăваш тесе шутламан, тет. Шкулта лайăх вĕреннине çирĕплетекен Хисеп хучĕ те пурччĕ унăн. Ăна эпир районти историпе краеведени музейне парсаччĕ. Çулсем иртнĕ. Евдокийăпа Марье Петя ятлă ачана усрава илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Петр Васильевич Çĕрпỹри совхоз-техникума ăнăçлă вĕренсе пĕтерет, кунта илнĕ профессийĕпе чылай тапхăр тăван тăрăхра тăрăшать. Каярах Марьепе çемье тĕвĕлет. Вĕсем 7 ача çуратса çитĕнтереççĕ. 78 çулччен пурăннă Петр Васильевич. Паян вара 85 çулсемпе пыракан Марье аппа ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. О. Дмитриева Вăрманкас Алманч ялĕнчи Яков Иванова качча тухнă. Мăшăрĕ Ольга Дмитриевнапа пĕр çулхисем. Чăн-чăн алă ăсти пулнă. Ентешĕсем Яков Ивановича Горькинчи автозавода çĕклеме тỹрремĕнех тỹпе хывнипе аван пĕлеççĕ. Инженер-строитель пулнă май, вăл ку тăрăхри вăйпитти арçынсене Атăл çинчи хулари автомашинăсем кăларакан предприятин çурчĕсене хăпартма илсе кайнă-çке. Ашшĕ-амăшĕ Ольга Дмитриевнапа Яков Иванович виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. — Питех те шел, — тет кăмăлсăр пулса Нина Яковлевна, — Коля пичче 5-ре, эпĕ 3-ре, Раиса йăмăк хырăмра чухне пире атте пăрахса каять. Пĕррехинче атте Горькинчен киле автомашинăпа курма килнине астăватăп. Вăл мана хăйĕн чĕрçи çине лартрĕ, кăштах сыпнăскер, унтан çурăмĕ çине хучĕ. Хăйĕн куçĕнчен куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Мана 30 тенкĕ укçа тыттарчĕ. Эпĕ çав укçана аннене кайса патăм. Вăл урай шăлать, анчах, хăйне тем пек йывăр пулсан та, куççульне кăтартмасть. Çав тĕлпулу юлашки пулчĕ пулас. Анне пире хĕрарăм пуçăн çитĕнтерсе çын турĕ. Çакна çеç калама пултаратăп: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Я. Иванова та фронта илнĕ. Вăл 1943 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Ленинграда хỹтĕленĕ чухне пĕр тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Сăмах май каласан, иртнĕ вăрçă пирĕн çемьене тата тепĕр пысăк хуйхă “парнелерĕ”. Коля пиччен те кун-çулĕ кĕске килчĕ. Ăна вăрçă пуçлансанах фронта илнĕ. Вăл Красноярскинче кĕске вăхăтлăх курссенчен вĕренсе тухнă. Кĕçĕн лейтенант. Мускава хỹтĕленĕ çĕре хутшăннă. Взвод командирĕ пулнă. Пĕр çапăçура йывăр аманнăскер, 1942 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче госпитальте ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать. Нина Яковлевнан 1930 çулта çуралнă Раиса йăмăкĕ Канашри медицина училищинче вĕреннĕ, медицина сестрин профессине алла илнĕ. Хĕлеç ялĕнчи Афанасий Архиповпа çемье тĕвĕленĕ. Пурнăçĕн пысăк пайне Шупашкарта ĕçлесе, пурăнса ирттернĕ Архиповсем. Ачисем — Юрий, Светлана, Альбина тахçанах асатте-асанне ята тивĕçнĕ. — Вăтам шкул хыççăн икĕ çул Еншик Чуллăра пионервожатăйра вăй хутăм эпĕ. Унтан учительсен институтĕнче икĕ çул пĕлĕве тарăнлатрăм. Кайран кỹртĕм майпа Чăваш патшалăх пединститутĕнче химипе биологи учителĕн специальноçне алла илтĕм. Çавалхĕрри Кăнаш, Метикасси шкулĕсенче пуçланчĕ манăн ĕç биографийĕ. Кайран 33 çул Еншик Чуллă шкулĕнче чуна парса ĕçлерĕм, — тет чыслă ĕçшĕн 6 медале тивĕçнĕ Н. Лаврентьева. — Тăван шкулăм çинчен ыррине кăна калама пултаратăп. Кун-çулăн пысăк пайĕ унта иртрĕ-çке. Еншик Чуллă шкулĕн 9-мĕш класĕнче мана та пĕлỹ панă Н. Лаврентьева. “Пирĕн Нина Яковлевна” теттĕмĕр эпир ăна. Мăшăрĕ Нина Яковлевнан мăшăрĕ, Анатолий Лаврентьевич пирки ăшă сăмахсем кăна тупăнчĕç. Йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ Анатолий Лаврентьевич: пилĕк хĕрпе виçĕ ывăл. Людмилăпа Мальвина И. Яковлев ячĕллĕ пединститутăн биологипе хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Альăпа Лева асăннă аслă шкулăн филологипе музыка уйрăмĕнче пĕлĕве анлăлатнă. Лев Лаврентьевич вара педучилищĕре музыка предмечĕпе пĕлỹ панă, анчах унăн ĕмĕрĕ кĕске килнĕ. Фаина педучилищĕрен хăйĕн кăмăлне кайнă специальность илсе тухнă. Квальберт водительте, Нина çĕвĕçĕре тăрăшнă. А. Лаврентьев 1929 çулта Еншик Чуллăра çуралнăскер, малтан ялти шкул, унтан Именкассинчи вăтам шкул сукмакне такăрланă. Ун хыççăн тỹрех Канашри учительсен институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, кунтан чăн-чăн педагог пулса тухнă. Дипломлă çамрăк специалиста Çĕрпỹ районĕнчи Метикассинчи вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Ун чухне кунта шăпах Нина Иванова (хĕр чухнехи хушамачĕ) ĕçленĕ те. Пĕр-пĕрне килĕштернех пулĕ икĕ çамрăк чĕре, 22-ри каччă тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хирĕçлеме пултарайман Нина Яковлевна. Çапла вара 1951 çулта çĕнĕ çемье çуралнă. Чĕрĕк ĕмĕр хушши пĕр-пĕрне ăнланса, татуллă пурăннă вĕсем. Шел, йывăр чире пула А. Лаврентьев 1976 çулта çĕре кĕнĕ. Çирĕм çул ытла вĕсем Еншик Чуллă шкулĕнче тăрăшнă. Ачисем Тăватă ача — виçĕ ывăлпа хĕр парнеленĕ ăна мăшăрĕ: Гермоген, Коля, Лева, Алиса. Нина Яковлевнан ачисемпе мăнукĕсем кашниех аслă пĕлỹ илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупни пирки мăнаçлăн каласа панине туллин итлесе лартăм. 90 çула çывхаракан асанне-кукамай вĕсенчен кашниех хăш аслă шкула пĕтерсе епле специальность илнине тата халĕ ăçта тăрăшнине пĕтĕмпех пĕлни тĕлĕнтерчĕ. Гермоген 1953 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Еншик Чуллă вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Мускаври Н. Э. Бауман ячĕллĕ аслă техника училищин (МВТУ) машинăсем тăвакан факультетĕнче анлă специальность илнĕ. Каярах ентешĕм тĕп хулари сервис патшалăх университечĕн муниципаллă правăпа управлени факультетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Г. Лаврентьев 1989 çулччен ракетăпа космос комплексĕн предприятийĕсенче тăрăшнă. Ун хыççăн виçĕ çул хушши (1989—1992) ĕççынни депутачĕсен Калининград хула канашĕн председателĕн çумĕ пулнă, каярах тăватă çул хушши Мускав облаç правительствин экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи, 1996 çултан Королев хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Ентешĕме “Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” иккĕмĕш степеньлĕ орденăн медалĕпе, “В память 850-летия Москвы”, космонавтикăн К. Циолковский тата С. Королев ячĕллĕ медалĕсемпе наградăланă. Мăшăрĕ, Любовь, тухтăр. Вăл Мускаври ỹтпе венерологи чирĕсен наука тĕпчев институчĕн пай ертỹçинче тăрăшать. Ывăлĕ, Максим, Мускаври халăхсем хушшинчи хутшăнусен патшалăх институтне (МГИМО) вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Президенчĕн Администрацийĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ, Лена, аслă пĕлỹллĕ. Вĕсен икĕ ача: Ярославăпа София. Лаврентьевсен Коля ывăлĕ Еншик Чуллă вăтам шкулĕн çичĕ класне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн виçĕ çул хушши Шупашкарти физикăпа математика предмечĕсене тарăннăн вĕрентекен шкулта пĕлĕвне анлăлатнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн тỹрех пиччĕшĕ патне çул тытнă — Мускаври Н. Э. Бауман ячĕллĕ аслă техника училищин машинăсем тăвакан факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунтан “инженер-конструктор” специальноçне илсе тухнă. “Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен” текен каларăша ялан тĕпе хунă Николай Анатольевич. Малтанах Чулхулари патшалăх университетĕнче, каярах Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчи (США) Гарвард университетĕнче пĕлĕве тарăнлатса хушма специальность илнĕ. Паянхи куна Н. Лаврентьев Чулхулари “Рубин” предприятин генеральнăй директорĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ, Полина Владимировна, кунти инженерипе строительство институтне вĕренсе пĕтернĕскер, хăйĕн чун килĕштернĕ профессийĕпе вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрĕ, Алла, Чулхулари ют çĕршыв чĕлхисен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Упăшки, Сергей, Атăл çинчи хулари пĕр заводăн генеральнăй директорĕ. Лаврентьевсен Лева ывăлĕ 1957 çулта çуралнă. Вăл та Еншик Чуллă шкулĕн 7 класне пĕтерсен Шупашкарти физикăпа математика шкулĕнче малалла ăс пухнă. “Лева ывăлăм Н. Э. Бауман ячĕллĕ МВТУна вĕренме кĕчĕ, анчах общежити çукран 3—4 уйăхран каялла таврăнчĕ”, — тет амăшĕ. Л. Лаврентьев икĕ çул çарта пулать. Салтак шинельне хывнă хыççăн тỹрех Чăваш ялхуçалăх институчĕн ялхуçалăхне механизацилекен факультета вĕренме кĕрет. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван ене таврăнать. “Прогресс” колхозăн тĕп инженерĕнче тăрăшать. Каярах ăна тăван ял çыннисем хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Ентешĕсен шанăçне тỹрре кăларать вăл. Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ. Паян Лев Анатольевич тулли мар яваплă “Чулхула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕнче-Заволжски ЛПУМГра цех начальникĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ, Христина Петровна, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех асăннă предприятин бухгалтерĕнче тимленĕ. Вĕсем тăватă ачана ура çине тăратнă. Тольăпа Андрей Мускаври пĕр аслă шкултан инженер-программиста вĕренсе тухнă. Пĕри Мускаври пĕр банк тытăмĕнче, тепри Королев хулинчи космос отраслĕнче наука ĕçченĕ пулса вăй хурать. Юра ывăлĕ куккăшсен çулĕпе кайнă, Мускаври Н. Бауман ячĕллĕ МВТУран вĕренсе тухнă. Мускаври П. И. Баранов ячĕллĕ авиацин моторостроенийĕн тĕпчев институтĕнче инженерта тăрăшать. Аспирантурăра пĕлĕвне тарăнлатать. Кĕçĕнни — Коля, Красноармейскинчи вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕренет. Заволжски клуб çумĕнчи “Юность” ташă ушкăнне çỹрет. Лаврентьевсен Алиса хĕрĕ Шупашкарти планпа экономика техникумĕнчен, Мускаври кооператив институтĕнчен “питĕ лайăх” паллăпа вĕренсе тухнă. 12 çул Мускаври суту-илỹ центрĕнче тĕп бухгалтер çумĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕпе, В. Распутниспа, вăл Мускаври çул-йĕр институтне вĕренсе пĕтернĕ, инженер, 20 çула яхăн Германинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Лена хĕрĕ çак çĕршывăн пĕр хулинчи пединститутра нимĕç чĕлхине вĕрентет. Оля Майн çинчи Франкфурт хулинчи медицина университетĕнче пĕлỹ пухать. ...Ăшă тĕлпулушăн тав турăм эпĕ ăна. Телейлĕ ватлăх кунĕсем, çирĕп сывлăх сунса уйрăлтăм. Тепре тĕл пуличчен, Нина Яковлевна!
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)