Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аграрисем ыранхи куна шанаççĕ

03 ноября 2015 г.

Аграрисем ыранхи куна шанаççĕ

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта, “Шупашкар-Арена” Пăр Керменĕнче, Ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалласа, уяв иртрĕ. Професси уявне паллă тума республикăри уй-хирпе фермăсен хастарĕсем, хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсем йышлăн пухăнчĕç, çав шутра пирĕн районтан çеç — 100 ытла çын. Вĕсене пултарулăх ушкăнĕсем, ку йышра Красноармейскинчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем те пулчĕç, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Районсен, çав шутра Красноармейскисен ĕçĕ-хĕлĕпе те, паллашма май пулчĕ, ятарласа уйăрнă вырăнта çакна сăнлакан банер аякранах курăнатчĕ. “Таябинка” агрофирма” ООО маттурĕсем çитĕнтернĕ çĕрулми сорчĕсем те пур кунтах. Тепĕр çĕрте, ыттисемпе пĕрлех, хамăр районти обществăлла апатлану предприятийĕнче вăй хуракансем хăйсем хатĕрленĕ продукцине (мĕн кăна çук-ши кунта!) сĕнчĕç. Уяв чăваш халăх Гимнне — “Алран кайми аки-сухи” юрра — пурте ура çине тăрса юрланипе пуçланчĕ. Професси праçникĕ ячĕпе пухăннисене ЧР ялхуçалăх министрĕ С. Г. Артамонов саламларĕ. — Ялхуçалăх продукцийĕ туса илессин индексĕ кăçалхи 9 уйăхра 104 процентпа танлашрĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, республикипе тĕш тырă — 570 пин, çĕрулми 680 пин тонна ытла пухса кĕртнĕ. Çак тапхăрта аш-какай туса илесси — 15,8, сĕтпе 0,6 процент ỹснĕ. Фермер юхăмĕ те çирĕппĕн аталанать, — терĕ вăл. Юлашки вăхăтра çĕршывпа Чăваш Ен ертỹçисем ялхуçалăхне ытларах та ытларах пулăшма çине тăни савăнтармаллипех савăнтарать. Кăçал, калăпăр, республикăри АПКна патшалăх енчен кỹрекен пулăшу калăпăшĕ 2,7 миллиард тенкĕрен иртет (пĕлтĕрхипе танлаштарсан — 112 процент ытла), çав шутра федераци бюджетĕнчен — 1,9 миллиард тенкĕ ытла (120 процента яхăн), республикăринчен — 791 миллион тенкĕне яхăн. Министр хăйĕн сăмахĕнче малашлăхри тĕллевсене те уççăн палăртрĕ. Вĕсем çаксем — ĕç тухăçлăхне лайăхлатасси, тĕш тырă туса илессине ỹстересси (2020 çул тĕлне çак кăтартăва 1 миллион тоннăна çитермелле), усă курман çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртесси, сăвакан ĕнесен йышне пысăклатма çĕнĕ комплексем тăвасси, ялхуçалăх продукцине сутма тивĕçлĕ майсем туса хурасси, яла кирлĕ кадрсем хатĕрлесе вĕсене аван ĕç укçипе тивĕçтересси, яллă вырăнта социаллă инфратытăма çĕнетсе улăштарасси, ĕç династийĕсен юхăмне вăй илтересси тата ытти те. Агропромышленноç хастарĕсемпе отрасль ветеранĕсене кĕрхи профессилле уяв ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев та ăшшăн ыр сунчĕ, тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ. — Ял çыннин ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Апла пулин те, кăçал пысăк çитĕнỹсем тума пултартăмăр. Тĕп тĕллев — 2016 çулта, Ĕç çынни çулталăкĕнче, татах та лайăхрах вăй хурасси. Ял ĕçченĕсем тупăш ытларах илме вĕренсе пырасса шансах тăратăп. Ялхуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕсем Раççее хирĕçле санкцисене пурнăçа кĕртнĕ май, пĕртте япăх мар. Яллă территорисен аталанăвне тĕреклетсе пыма малашне те укçа-тенкĕ сахал мар уйăрăпăр. Ялсене тирпей-илем ытларах кĕртĕпĕр, вĕсенчи çынсен пурнăçне хăтлăрах тума çине тăрăпăр, — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Васильевич. Унтан мала тухнисене чысларĕç. Палăртма кăмăллă: пирĕн район кăçалхи кăтартусемпе Тĕп зонăра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Республикăри çĕр ĕçченĕсене ырă та сумлă праçник ячĕпе çавăн пекех пирĕн ентеш — РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В. И. Николаев, Раççейĕн Ялхуçалăх министерствин департаменчĕсен директорĕсем В. В. Тимофеевпа В. В. Лабинов, “Пĕрлехи Раççей” партин Чăваш Енти регионти уйрăмĕн секретарĕ Н. В. Малов ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере ăнăçупа телей, ĕçре çитĕнỹсем сунчĕç. Унтан уяв концерчĕ иртрĕ. Кунта республикăри ял ĕçченĕсене пăр çинчи шоупа пĕрлех хăйне евĕр сюрприз та кĕтрĕ — вĕсем Раççей халăх артисткин Надежда Кадышеван пултарулăхне тата “Золотое кольцо” ансамбль ăсталăхне хăйсен куçĕпе пăхса хак пама пултарчĕç. ПирĔн комментари: Ял ĕçченĕсен кунне “Шупашкар Арена” Пăр керменĕнче уявлани маншăн та ĕмĕрлĕхех асра юлать. Пĕрремĕшĕнчен — праçнике пуçласа пĕр харăсах 6 пин çын кĕме пултаракан керменте ирттерчĕç. Пирĕн хуçалăхсен ертỹçисемпе производствăра малта пыракансем те унта 140-ĕн пулчĕç. Иккĕмĕшĕнчен — эпир те ыттисене хамăр ĕçлеме пултарнине кăтартса патăмăр. Виççĕмĕшĕнчен — район Тĕп зонăра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. “Чăваш Республикинчи ялхуçалăхне аталантарасси тата ялхуçалăх продукцийĕн рынокне, чĕртавара тата апат-çимĕçе йĕркелештересси” патшалăх программин мероприятийĕсене 2015 çулта ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн” номинацире палăрнăшăн Дипломпа премине район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Л. Молотков тухса илчĕ. Г. МАТВЕЕВ, район администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика