Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: “Пĕрлĕхре — вăй”

25 августа 2015 г.

Михаил Игнатьев: “Пĕрлĕхре — вăй”

Иртнĕ кĕçнерникун, çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. В. Игнатьев пулчĕ. Унпа пĕрле РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ, пирĕн ентеш — Ванюшкасси ялĕнче çуралнă В. И. Николаев килчĕ. Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Ыхракасси ялĕ çывăхĕнче вĕсене ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. В. Кудряшов, район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Н. Данилов, “Воддорстрой” ОООн генеральнăй директорĕ А. Н. Федоров, ку тăрăхри ялсен çыннисем кĕтсе илчĕç. Калăпăр, Ыхракассинче паян 68 кил шутланать, вĕсенче 125 çын пурăнать. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче яла кĕрсе тухма йывăрри самаях шухăшлаттарнă. Халĕ, акă, тахçантанпах кĕтекен çула туса пĕтернĕ ĕнтĕ — "Воддорстрой" пĕрлешỹри хамăр район территорийĕнче пурăнакансен тăрăшулăхĕпе. Тăршшĕ — 730 метр. Пĕтĕмпе 6 млн ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ветерансене алă тытнă, ял çыннисемпе калаçнă хыççăн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. Игнатьева сăмах пачĕç. — Паян сирĕнпе пĕрле савăнатăп. Çул-йĕрĕн патшалăх программи малалла пурнăçланнин тĕслĕхĕ ку. Ял çыннин пурнăçĕ хулара пурăнакансенчен пĕртте уйрăлса тăмалла мар. Ĕçлекен валли ялта ир пуçласа каçченех ĕç çителĕклĕ. Çамрăксем яла таврăнни те çавăнпах — ырă пулăм. Кăçал, сăмахран, республикăра 100 ФАП хута ямалли программа вĕçленет, çитес çултан тата 50 ФАП тума, çĕнĕ 17 шкул хăпартма палăртатпăр. Ял халăхне тав, вăй-хал, çирĕп сывлăх пултăр. Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнăр, — терĕ Михаил Васильевич. В. Николаев сенатор хăйĕн сăмахĕнче пурнăç пĕр вырăнта тăманнине каларĕ: — Раççей паян хута яракан çултан, çак ялтан, кунта пурăнакансенчен пуçланать. Пирĕн çамрăк ăрăва тĕрĕс вĕрентсе воспитани памалла, пурнăçа татах та лайăхлатса пымалла. Çак çулпа çỹрекенсемпе пĕрле эпĕ те савăнатăп. Вĕсем В. В. Ивановапа Н. Н. Чаховскаяна савăнăçлă лару-тăрура “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверенисем пачĕç. Сумлă уяв ячĕпе Ыхракассисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков ("районта кăçал 5 çул тумалла, Пикшик ял тăрăхĕнче ырă улшăнусем сахал мар вырăн тупрĕç: Ямайкассинче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ, вăтам шкул çурчĕн тăррине, кану центрне юсанă тата ытти те”), “Воддорстрой” ООО генеральнăй директорĕ А. Федоров (çула тирпейлĕ тытма сĕнчĕ), Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Данилов (“ку çул — савăнăç çулĕ, ăна тума хутшăннисене пурне те тав”) пур кăмăлтан саламларĕç. Çул уçăлнине пĕлтерсе хĕрлĕ хăйăва касма Михаил Васильевичпа, район тата ял тăрăхĕн ертỹлĕхĕпе пĕрлех педагогика ĕçĕпе вăрçă ветеранĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. П. Прохоров та тивĕçрĕ. Унтан М. Игнатьев ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, вĕсем усă курмасăр выртакан çĕрсене фермерсене парассипе, маршрут автобусне Ыхракассине кĕрсе тухмалла тăвассипе, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе çыхăнчĕç. Малалла çул Яманак ялнелле выртрĕ. Кунта “Красное Сормово” ОООн 200 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ витине уçрĕç. Ку хуçалăх — районта малтисен йышĕнче. Çĕнĕ техникăпа пуянланать, юлашки 5 çул хушшинче кăна 42 млн ытла тенкĕлĕх хăватлă техника туяннă. Акăнакан лаптăксен хисепне те ỹстернĕ. Вырмана вĕçлесе пынипе пĕрлех, хуçалăх ертỹçи С. П. Иванов шăматкун кĕр акине тухасса пĕлтерчĕ. Кунта выльăх апатне икĕ çуллăх та янтăлама пултарнă. Выльăх йышĕ те пĕчĕк мар — мăйракаллă шултра выльăх 710 пуç, çав шутра сăвакан 280 ĕне. Январь-июль уйăхĕсенче 970 тонна ытла сĕт туса илнĕ, “шурă ылтăна” çак тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран 3478 килограмм сунă. Михаил Васильевич çĕнĕ вите уçнă çĕре ашшĕ-амăшĕ ачисене те илсе килнĕшĕн хĕпĕртерĕ, ĕç условийĕсем лайăхлансах пынине кура ỹссе çитсен вĕсем пурнăçне ялпа çыхăнтарасса шансах тăнине пĕлтерчĕ. — Ку ĕçе хуçалăх ертỹçисем 20 млн ытла тенкĕ хывни аван. Республикипе илсен, юлашки çулсенче кăна çĕнĕ 126 вите çĕкленчĕ. Ял çыннисене тав сăмахĕсем каламасăр тăма пултараймастăп. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй, — терĕ М. Игнатьев. Вăл район администрацийĕнче вăй хунă Л. М. Богданована “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçни çинчен калакан удостоверенине пачĕ. Кермен евĕр вите тăрăшмасăр-вăй хумасăр ỹссе ларманнине Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев та, АПК ветеранĕсен республикăри канашĕн председателĕ В. Я. Шадриков та, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков та, хуçалăх ертỹçи С. Иванов та тĕрĕсех палăртрĕç. “Таябинка” Агрофирма” ОООра та ялхуçалăхне аталантарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал, сăмахран, акăнакан лаптăк кунта 3864 гектарпа танлашнă (унчченхи çулхинчен 8 процент ытла ỹснĕ). Çĕрулми 270 гектар лартса хăварнă, сăмах май, пĕрлешỹре “иккĕмĕш çăкăра” пухса кĕртме тытăннă. Вырмана кĕç-вĕç вĕçлеççĕ. Ку енĕпе уй-хирте 6 комбайн ĕçлет. Вĕсен хуçисем районти ĕçтешĕсем хушшинчи тупăшура çине-çинех малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлешỹре сыснасен йышĕ 7725 пуçпа танлашнă пулсан, августăн 1-мĕшĕ тĕлне 8084 пуçа çитнĕ. Юлашки 5 çулта хăватлă 5 трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли 3 комбайн тата груз турттармалли 2 автомашина тата ытти техника — пурĕ 69 млн тенкĕлĕх туяннă. Ĕç укçи, таса тупăш илесси ỹссех пыраççĕ. Халĕ вара кунта тырă упрамалли склад хута ячĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. Игнатьев ялхуçалăх ĕçĕ çăмăл маррине тепĕр хут палăртнă май, çапла пĕлтерчĕ: — Кăçал ялхуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пулăшма 2,7 млрд тенкĕ уйăратпăр. “Таябинка” агрофирма, ав, аталаннăçем аталанать. Кунта çамрăксем нумайăн вăй хураççĕ. Апла пулсан, пĕрлешĕвĕн малашлăхĕ те пур. Пĕрлĕхре вăй пулнине склад патне пуçтарăннă çынсем умĕнче тухса калаçнă чухне В. Николаев сенатор та, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков та, пĕрлешỹ ертỹçи А. Афанасьев та, ман шутпа, тĕрĕсех палăртрĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика