Яншихово-Челлинский территориальный отдел Красноармейского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кунта виçĕ объект уçăлчĕ

21 августа 2015 г.

Пĕр кунта виçĕ объект уçăлчĕ

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕнер Красноармейски районĕнчи Пикшик ял тăрăхĕнчи асфальт çула уçма хутшăнчĕ.

Ăна тума хыснаран 6,4 млн. тенкĕ уйăрнă. Проекта «Воддорстрой» общество пурнăçа кĕртнĕ. Шăпăрлăвар ялне каймалли автоçул кукăрĕнче Ыхракассисен уявĕ иртрĕ. Ялта пурăнакан 101 çынран чылайăшĕ унта пуçтарăннă. «Хытă сийлĕ çул хывиччен йĕпе-сапара пылчăк çăрăлатчĕ, - терĕ Юлия Сергеева пенсионерка. – Çĕнĕ çул çатма тĕпĕ пек тикĕс. Халĕ вăйлă çумăр çусан та ачасем машинăпа яла шик шăхăрса çитеççĕ».

«Эпир кăçал нумай ял-хулара автоçулпа утмаçул тăватпăр, картишсене юсатпăр, - терĕ М.Игнатьев. – Совет тапхăрĕнче ял пурнăçĕн шайне хуларипе танлаштарасси çинчен сахал мар калаçрĕç. Анчах çав тĕллев пурнăçа кĕмерĕ. Ырă ĕмĕте çитерессишĕн эпир çине тăрсах ĕçлетпĕр. Ял урамĕсенчи çулсене 5-6 çул хушшинче пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтеретпĕр».

Ашшĕ-амăшне кăсăклантаракан тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ: пуласлăхра Чăваш Енре çĕнĕ 17 шкул ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсене Вера Ивановăпа Нина Чаховскаяна ĕç ветеранĕн удостоверенине пачĕ. Кăçал кăна çак ята республикипе 8,5 пин çын илнĕ. Ĕç стажне 37,5 çула çитернĕ хĕрарăмсен, 42,5 çул пухнă арçынсен пысăк ушкăнĕ ăна çулталăк вĕçлениччен тивĕçлĕ пулĕ. Михаил Игнатьев йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн маларах 30 пине яхăн çын ĕç ветеранĕ пулса тăнăччĕ. Çакă пенсие каякансене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çăмăллăх кÿчĕ.

Пухăннисене РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков, «Воддорстрой» ООО директорĕ Анатолий Федоров çула уçнă ятпа саламларĕç. Красноармейски ялĕнче пурăнакан 91 çулти вăрçă ветеранĕ Михаил Прохоров хĕрлĕ хăйăва касма хаваспах кăмăл турĕ.

«Красное Сормово» обществăн Яманак ялĕнчи сĕт-çу ферминче 200 ĕне вырнаçмалли витене уçрĕç. 2017 çул вĕçлениччен кунта çавăн чухлĕ ĕне усрамалли тепĕр корпус тата сумалли уйрăм хута ярасшăн. Пысăк тĕллев лартнă Святослав Иванов хуçалăх умне. Кăçал сенаж-силос управĕсем тунă, вĕсене апатпа тултарнă. Выльăхсене икĕ çул тăрантмалăх та çитет. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пин ытла гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Тухăç гектар пуçне вăтамран 24 ц. Çак шăматкун кĕрхисене акма тухаççĕ.

«Выльăх комплексĕсем хута яма эпĕ яланах хавас, - терĕ М.Игнатьев. - Паян сирĕнпе пĕрле уçаканнин никĕсне хывма та килнĕччĕ. Обћекта туса пĕтерме 20 млн тенкĕ тăкакланă. Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтернĕшĕн предприяти ертÿçине тав тăватăп. Юлашки çулсенче республикăра 126 ĕне вити тунă. Ку ĕçе малалла тăсатпăр».

Ферма сарăлнине уявлама пуçтарăннă ялйыша, «Красное Сормово» коллективне РФ Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков, АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçисенчен пĕри В.Шадриков саламларĕç.

Ĕнерхи кун «Таябинка» агрофирма историне те кĕрсе юлчĕ: ултă пин тонна тырă хумалли кĕлет ĕçе кĕчĕ. М.Игнатьев ăна хăпартса лартнăшăн общество ертÿлĕхне тав турĕ, республикăри малта пыракан хуçалăхсенче çĕнĕ технологисемпе усă курнине, кăçал АПКна хыснаран 2,7 млрд тенкĕ парса пулăшассине пĕлтерчĕ. «Хăй вăхăтĕнче кунти хуçалăх панкрута тухнăччĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Пултаруллă та çирĕп çынсем ĕçе пикенчĕç те аталану çулĕпе малалла кайрĕç».

Августăн 17-мĕшĕ тĕлне ху-çалăхра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен 78,7 процентне пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 21,9 ц. Кĕрхисене акма 1100 га çĕр хатĕрленĕ. Кăçалхи 7 уйăхра предприяти 585 тонна аш туса илнĕ, сысна шутне 8,9 процент ÿстернĕ.

Журналист тивĕçне пурнăçласа Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ çул-çÿревре нумай çÿрерĕм. Пĕр кунта ял çыннисем шĕн пысăк пĕл-терĕшлĕ виçĕ обћект ĕçе кĕртни пулманччĕ-ха. Савăнтăм.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика